Литературная Чувашия:

 книга года 2011

   

Автортан

Чӑваш кӗнеки

Лучшая проза

Асамлӑ йӗрке

Волшебная строка

Ача-пӑча тӗнчи

Детская Вселенная

 

Чӑваш кӗнеки

 

Егоров, Иван Павлович. Тӗтреллӗ Лондон... : роман / Иван Егоров ; [ред. М. П. Сениэль]. - Шупашкар : [и. ҫ.], 2011. - 374 с. : портр.

«Тӗтреллӗ Лондон» романра Иван Егоров Сталин саманинче тата иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче шар курнӑ маттур чӑвашсен хӑр тӑлӑха е ҫурма тӑлӑха тӑрса юлнӑ ачи-пӑчи, мӗнле хӗнлӗхре те нушара ӳссе ҫитӗнсен те, тӑван халӑхшӑн, тӑван ҫӗршывщӑн усӑллӑ ҫынсем пулма епле талпӑннине ӗненмелле витӗмлӗн те пултаруллӑн ҫырса кӑтартнӑ. Ӗҫсем Чистай текен пӗчӗк хулари ремесла училищинче, чӑваш ялӗсенче, Пермь – Ростов маршрутпа рейса ҫӳрекен теплоход ҫинчи юнгӑсемпе ҫамрӑк матроссем хушшинче пулса иртеҫҫӗ. Пурте вӗсем тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ачасем ҫеҫ мар, ҫулӑмлӑ романтиксем те – Рио-де-Жанейрӑна, Гаванӑна, Лондона тата ытти тӗлӗнмелле портсене ҫитсе курасшӑн.

Романра юрату теми тӗп вырӑн йышӑнать. Валери Исли Тамара Элеме тасан, хӗрӳн те ҫуттӑн юратать. Лешӗ, ҫунатлӑ чунлӑскер, ун юратӑвне йышӑнмсть, укҫашӑн, мулшӑн ытларах ҫунакан Аврук Иванне кӑмӑлларах парать, ҫапла майпа роман сюжетӗнче ҫивӗч драма арасланать, ӗҫ трагедилле вӗҫленет.

 

Енӗш, Виталий Григорьевич. Суйласа илнисем : калавпа повеҫсем / Виталий Енӗш ; [Ю. С. Сементер, П. Афанасьев хыҫсӑмахӗсем ; И. В. Алексеев ӳнерҫӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 540, [2] с. : ил., портр.

 Пушкӑртсан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ф. Карим ячӗллӗ Литература премийӗн лауреачӗ В. Енӗш ҫырнӑ хайлавсене вулакансем яланах хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ. Унӑн калавӗсемпе сӑввисене вуншар халӑх чӗлхине куҫарса кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ ҫак кӗнекене хӑйӗн паллӑрах повӗҫӗсемпе калавне кӗртнӗ. Вӗсенче иртнӗ ӗмӗр сасси те илтӗнет, паянхи кӑткӑс пурнӑҫӑн ӳкерчӗкӗсем те чӗррӗн тухса тӑраҫҫӗ.

 

Ишентей, Николай. Кӗрешӳпе юрату : повеҫсем : [аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли] / Николай Ишентей ; [С. А. Бритвина ӳнерҫи]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 111 с. : портр.

Кӗнекене кӗнӗ повеҫсене иккӗшне те пӗр тема пӗрлештерет. Геройсем чӑн-чӑн юрату пуррине ӗненеҫҫӗ, уншӑн кӗрешеҫҫӗ. Таса юрату чунлӑ ҫынсене ҫеҫ тивӗҫет, телей тӗнчине илсе кӗрет.

 

 

 

Кӑтра, Мишша.  Суйласа илнисен пуххи : калавсем, повесть, сӑвӑ, пьеса, сӑнӳкерчӗксем / Кӑтра Мишша ; Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗпе ӳнерӗсен академийӗ ; [В. П. Станьял пухса хатӗрленӗ, умсӑмахӗ]. - Шупашкар : [и. ҫ.], 2011. - 239 с. : ил., портр.

Кӗнекене пултаруллӑ пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫин, Чалтан вӑрҫинче паттӑррӑн пуҫ хунӑ Кӑтра Мишша (Кудрявцев Михаил Ильич, 1911 -1944) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртса кӑларнӑ, унта унӑн упранса юлнӑ хайлавсене суйласа кӗртнӗ.

 

 

 

Максимов, Николай Николаевич. Пӗр хӗрес айӗнче : повеҫсем / Николай Максимов ; [Л. Я. Павлов ӳнерҫи]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 221 с. : ил.

Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртет. «Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри чӑваш хӗрӗ Силемпипе тыткӑнри Австри салтакӗн Курт Шаговецӑн юратӑвӗ телейсӗр килсе тухать, кун-ҫулӗ трагедиллӗ вӗҫленет. Вӑрҫӑ нушине тӳсекен хӗрарӑмсем хӑйсен ял хӗрӗ тыткӑнри нимӗҫ салтакӗсене сиплекен госпитальте вӑй хунипе ниепле те килӗшме пултараймаҫҫӗ. Таса чӗреллӗ Курта вара хӑйпе пӗр шӑпаллисемех хирӗҫ тӑраҫҫӗ.

Иккӗмӗш хайлаври тӗп сӑнарӑн шӑпи те хурлӑхлӑ. Вилес умӗн вун ҫиччӗри салтак нимӗншӗн те кулянмасть: вӑл «шӑпа этеме ҫуралнинчен пуҫласа виличчен мӗн курма пӳрнӗ, ҫавна пӗтӗмпех курса ӗлкӗрнӗ. Чи хакли, чи телейли вара – чунран савнӑ хӗрарӑма юратса курнӑ».

 

Мерчен, Михаил. Сарӑ роза : повеҫсем, калавсем, пьеса / Михаил Мерчен ; [И. В. Алексеев ӳнерҫи]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 560 с.

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, ним чарӑнмасӑр хӑйӗн вӗҫсӗр ҫулӗпе майӗпен-майӗпен малалла куҫса, улшансах пырать. Иртнӗ ӗмӗрсенче пачах урӑхла пулнӑ вӑл. Ҫынсем – яшсем-хӗрсем – урӑхла тумланнӑ, урӑхла юрланӑ, урӑхла юратнӑ...

Ку кӗнекери хайлавсем совет саманинче ҫуралса паянхи кӑтӑруллӑ пурнӑҫ ытӑмне кӗнӗ – пирӗн вӑхӑтри  - ҫынсен пурнӑҫӗ ҫинчен.

Кашни ҫыннӑн чунӗнче тӗп-тӗрӗс виҫекен тараса пур. Ҫав тарасан пӗр енчи ҫатминче ырӑ кӑмӑллӑх, тепринче усал вырнаҫнӑ. Хӑш енчи ҫатма ытларах таять, ҫын кӑмӑлӗ ҫавӑн еннелле туртӑнать. Ку вӑл ӗмӗртен ӗмӗре пыракан нимӗнле саккунра та ҫырӑнман пурнӑҫ йӗрки – этемен савӑнӑҫӗ, кӑмӑл тӑнӑҫлӑхӗ, хурлӑхӗ. Ҫак виҫере сыпӑнса-тӗвӗленсе пырать хайлавсенчи геройсен кашнийӗн хӑйне евӗрлӗ шӑпи – ӗҫӗ-хӗлӗ, ӑнтӑлӑвӗ, юратӑвӗ.

 

Микиш, Павӑлӗ. Ҫӑвара мӗншӗн хуплаҫҫӗ? : фельетонсемпе калавсем / Микиш Павӑлӗ. - Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2011. - 113, [2] с. : ил.

Кӗнекене паллӑ сатирик юлашки ҫулсенче ҫырнӑ калавсемпе фельетонсене кӗртнӗ.

 

 

 

 

 

 

Павловская, Ангелина Ивановна. Сапаскар хӗрӗ : повесть, калавсем / Ангелина Павловская ; [Х. Агивер ум сӑмахӗ ; И. В. Алексеев ӳнерҫӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 348, [2] с. : портр.

Ҫак кӗнекене кӗртнӗ произведенисем Раҫҫей историйӗн ҫывӑх ҫулӗсене, чӑваш халӑхне те самаях кисретнӗ пӑтӑрмахла тапхӑрсене ҫутатса параҫҫӗ. Апла пулин те историллӗ хайлавсем мар вӗсем, историллӗ тапхӑр-пулӑмсем кунта ҫын шӑпине курӑмлатмалли вӑхӑт паллисем кӑна. Повеҫпе калавсен тӗп сулӑмӗ – этем тивӗҫӗ, юратӑва сӑваплани, унӑн хӑватне пурнӑҫ пӗлтерӗшне курнӑ пек курни. Кашни этем ҫут ҫанталӑк пайӗ, анчах та чӗринче юрату пулмасан вӑл мӗлке евӗр япала кӑна, калаҫакан катемпи, эппин. Чунри ӗненӗве пуҫҫапакан кунти сӑнарсемшӗн юрату пархатарӗ вӑл – ыранхи куна утмалли чӑтӑм, хавхалану, ӗмӗтпе телейленни.

Этем пурнӑҫӗнче юрату пархатарӗ чи сӑваплӑ кӗтрет пулнине кӗнеке авторӗ вулакана кашни ӗҫӗнчех витӗмлӗн, тӗслӗхлӗн сӑнарласа парать.

 

Русаков, Аркадий Никандрович. Пулать-ҫке пурнӑҫра : повеҫсемпе калавсем / Аркадий Русаков. - Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2011. - 193, [2] с.

Кӗнекери повеҫсемпе калавсенчи ӗҫсемпе пулӑмсем манӑн тӑван тавралӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Эпӗ хам та хуплашка ҫинче кӑтартнӑ ялта ҫуралса ӳснӗ, геройсем те ҫак тӑрӑхри хуласемпе ялсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсемпе паллашма кӑмӑл тусамӑр, хисеплӗ вулаканӑм.

 

 

 

Хмыт, Анатолий. Леш тӗнчерен... : Таркӑнсем. Роман. Пӗрремӗш кӗнеке / Анатолий Хмыт ; [И. В. Алексеев ӳнерҫӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви. - 2011.

«Леш тӗнчерен» диалоги Афган вӑрҫи вӑхӑтне сӑнлать, ӗҫ-пуҫ совет салтакӗсемпе выранти халӑх нуши-синкерӗ, Тутарстанри Аксу тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ витӗр тытӑмланса аталанать. Кӗнекери фактсене пурнӑҫран илнӗ, хайлаври сӑнарсен ятне-шывне чылай чух улӑштарман. Романа тӗнче литературинче «ҫухалнӑ ӑру» ӑнлава палӑртакан виҫере калапланӑ, Кундузри 201-мӗш дивизин Пули-Хумринчи 395-мӗш полкри 1-мӗш батальон кун-ҫулне аякри Аксу  тӑрӑхӗнчи мирлӗ пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ.

Диалогин пӗрремӗш кӗнекинче пурнӑҫ чиккисемпе ҫаврӑмсенчи кӑткӑс лару-тӑрӑва ҫутатса панӑ, хайлаври сӑнарсен аталанӑвне ытарлӑн та ӗнентерӳллӗн кӑтартнӑ. Ҫамрӑк салтаксен шӑпи, Аксу тӑрӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, чунпа ӑс-тӑн кӗвви вулакана тыткӑна илет. 

 

Хмыт, Анатолий. Леш тӗнчерен... : Тамӑк витӗр. Роман. Иккӗмӗш кӗнеке / Анатолий Хмыт ; [И. В. Алексеев ӳнерҫӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви. - 2011.

«Тамӑк витӗр» диалогине кӗрекен хайлавра геройсен малашнехи кун-ҫулне сӑнласа панӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫурҫӗр Афганистанри Кундуз провинцийӗнче тата Татарстан Республикинчи Аксу районӗнче аталанать. Ӗнерхи ҫамрӑк салтаксем ҫар опычӗ пухаҫҫӗ, хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑнаҫҫӗ, тусӗсене ҫухатаҫҫӗ. Пурнӑҫ аслӑ ҫулне тухнӑ хӗр тантӑшсен те шӑпи тикӗс килмест, ырӑпа усал хушшинчи хирӗҫ тӑру вӗсен айккипе иртсе каймасть.

Ҫирӗм ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ пурнӑҫ ҫаврӑмӗ диалогин тӗп сӑнарӗсене пӗр тӗвве чӑмӑртаса пӗрлештерет те пуласлӑха ҫул уҫать.

 

Юхма, Мишши.  Танкӑш-кайӑк юрри : роман / Юхма Мишши. - Шупашкар : Аттил, 2011. - 256 с. : ил., портр.

«Танкӑш-кайӑк юрри» - чӑваш халӑх писатӗлӗн, паллӑ тӗпчевҫӗ-академикӗн ҫӗнӗ пысӑк калӑпӑшлӑ произведенийӗ. Унта вӑл чӑваш генийӗн К.В. Иванов-Пӑрттан пӗтӗм пурнӑҫне, пархатарлӑ ӗҫне-хӗлне ҫырса кӑтартать. Ку вӑл эпир пурте юратакан «Нарспи» авторне халалланӑ илемлӗх меслетне тӗпе хурса ҫырнӑ пысӑк калӑпӑшлӑ пӗрремӗш роман. Ҫав енчен илсе пӑхсассӑн та ку ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ калама ҫук курӑмлӑ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

 

Юхма, Мишши. Ултавпа чӑнлӑх : роман / Юхма Мишши. - Шупашкар : Аттил, 2011. - 308 с. : ил., портр.

Чӑваш халӑх писатӗлӗн, академикӗн хамӑрӑн ҫулӑм чӗреллӗ, революцилле саманара пурӑннӑ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫинчен ҫырнӑ ҫӗнӗ романӗ. Ҫырнӑ чухне автор поэт пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑхӑтсӑр вилӗмӗ ҫинчен шыраса тупнӑ нумай ҫӗнӗ материалсемпе, ӑна астӑвакансем каласа панисемпе усӑ курнӑ. Автор Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗпе, Агафья Николаевнӑпа та, темиҫе те тӗл пулса калаҫнӑ, вӑл каласа панисене тӗплӗн ҫырса илнӗ. Вӗсем те Юхма Мишшине хӑйӗн геройне туллин те пур енлӗн ҫутатса пама пулӑшнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши хӑйӗн романӗнче питӗ лайӑх ӑнлантарнӑ, вӗсене Чӑнлӑх ҫӗнтернине те ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.

 

Юхма, Мишши.  Ӗмӗрлӗх юрату : [повеҫсемпе калавсем, эссесем, интервьюсем] / Юхма Мишши. - Шупашкар : Аттил, 2011. - 200 с. : портр.

Кӗнекене чӑваш халӑх писатӗлӗ юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавсене кӗртнӗ.

 

 

 

 

 

 

 

 

   
 

статистика посещения интернет