Литературная Чувашия: книга года 2011
|
|||||
Асамлӑ йӗрке
Кӗнекене чӑваш халӑх поэчӗн Николай Исмуковӑн тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнӑ хайлавсенчен суйласа илнӗ савви поэмисене кӗртнӗ. Унта авторӑн пурнӑҫӗ, кӑмӑл-туйӑмӗ ӳкерӗнсе юлнӑ.
«Анне пилӗ» - сӑвӑҫӑн иккӗмӗш кӗнеки. Автор хӑйӗн пултаруллӑхӗнче тӑван тавралӑх илемне уҫса парать, чун ҫӳллӗшне ӑспа хаклать.
«Яков Ухсай поэзийӗнче тӑван уй-хирсен, ешӗл вӑрмансен, шӑнкӑр-шӑнкар ҫӑлкуҫсен, тӑрӑ кӳлӗсен ҫепӗҫлӗхӗпе илемлӗхӗ, чӑваш халӑхӗн ӗҫченлӗхӗпе тирпейлӗхӗ, кирек мӗнле йывӑрлӑхра та халӑхӑн сӳнми ӗмӗчӗ, пулас ҫутӑ кунсен шанчӑкӗ палӑрать, чӑваш ҫӗршывӗпе унӑн ҫыннисен пурнӑҫӗ курӑнать», палӑртнӑ Ип. Иванов литература тӗпчевҫи. Ку кӗнекене ҫыравҫӑн чи паллӑ сӑввисем тата поэмӑсен ярӑмӗ кӗнӗ, ӑна поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сборника автор тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сонетсем кӗнӗ. Сонетсене чӑвашла та, вырӑсла та вуласа паллашма пулать.
|
|||||