Литературная Чувашия: книга года 2011
|
|||||
Ача-пӑча тӗнчи
«Вӑрманти ташӑ» сборникра А. Ыхра, М. Мерчен, Л. Сорокина, Вӑрӑм Палюк сӑввисемпе паллашма пулать. Вӗсем ачасене мӗн пӗчкрен тирпейлӗ те ӗҫчен пулма асӑрхаттараҫҫӗ, тӑван яла, чӗр чунсене юратма вӗрентеҫҫӗ, хӗллехи сивӗре кӗҫӗн туссене пулӑшасси пирки астутараҫҫӗ.
Железнов, Валерий Иванович. Хун патши Аттил : историлле калавсем : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Валерий Железнов ; чӑвашла Ю. Сементер куҫарнӑ ; [В. Г. Бритвин ӳнерҫӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 62, [2] с. «Хун патши Аттил» кӗнекери ӗҫсем-пуҫсем ҫав тери ӗлӗк-авал пулса иртнӗ. Хунсем ҫирӗп те чӑтӑмлӑ ҫынсем пулнӑ. Ҫав паттӑрсенчен пӗри – хунсен аслӑ ертӳҫи Аттил. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна ҫур Европӑна яхӑн пӑхӑнса тӑнӑ. Кӗнекери историллӗ калавсем хунсен аслӑ патши Аттил пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ, вӑрҫӑ хирӗнчи ӑсталӑхне уҫса параҫҫӗ.
«Ҫывӑх тус» ятлӑ кӗнекере авторӑн кӗске калавӗсене, юмахӗсене тата сӑввисене вулама пулать. Ҫак кӗнекене вуласан эсӗ ачасемпе пулса иртекен интереслӗ пулӑмсемпе паллашӑн, хӑвна валли усӑллӑ пӗтӗмлетӳсем тӑвӑн.
Шкул ҫулне ҫывхаракан Ваҫкӑ — тӗлӗнмелле ача. Пӗчӗк шухашлавҫӑна кулленхи пурнӑҫран ытларах ҫитӗннисем те ҫитсе курман ӗмӗтри тӗнче кӑсӑклантарать. Унта шӑпах ылтӑн пан улми те ӳсет, тӗнче хӗрне те ҫитсе килме пулать, пурнӑҫ мӗнне те пӗлессӗн туйӑнать, ҫӑлтӑрсем патне те вӗҫет вӑл.
Матвеева, Галина Алексеевна. Хамӑркка : калав : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Галина Матвеева ; [П. Н. Сергеев ӳнерҫӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. - 31 с. : ил. Галина Матвеевӑн «Хамӑркка» калавӗ кӗске сыпӑксенчен тӑрать. Пӗрле пӑтӑрмахсем витӗр тухнӑ хыҫҫӑн Сашук ыттисемшӗн тӑрӑшма, вӑйсӑррисене хӳтӗлеме вӗренет, Хамӑрккана вӑл нимӗнпе те улӑштармӗ.
"Хрюшӑпа унӑн тусӗсем" – ҫамрӑк авторӑн улттӑмӗш кӗнеки. Кунта калавсем те, юмахсем те пур.
«Кӗр парни» кӗнекене шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсем кӗртнӗ. Унта автор ачасене ҫутҫанталӑкри пулӑмсемпе, ӳсен-тӑрансемпе, чӗрчунсемпе, килти выльӑх-чӗрлӗхпе паллаштарать.
Ку кӗнекере Нина Пӑрчӑкан сӑвӑсем, юптарусем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пӗчӗк ачасем валли.
Раиса Сарбин «Илемпи юмахӗсем» прозӑлла ҫырнӑ чи паллӑ кӗнеки. Ку кӗнекене икӗ юмах тата калавсем кӗнӗ. «Сар чечек» юмахри тӗп сӑнар ырӑ кӑмаллӑ пулнипе хӑйне валли ҫывӑх юлташ тата чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗ тупать.
«Хӑрушӑ вӑрттӑнлӑх» приключениллӗ повесть. Ир такӑнсан каҫчен теҫҫӗ. Женьӑна ҫӗнӗ шкулта арҫын ача вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссине калас тенӗ ҫӗртенех, унӑн арҫын ача рольне выляма тивет. Темле йывӑр лару-тӑрура та ҫухалса каймасть хӗр ача. Ҫӗнӗ тантӑшне пысӑк инкекрен ҫӑлнисӗр пуҫне патшалӑх вӑрттӑнлӑхне упракан теттене шпионсенчен сыхласа хӑварать.
«Ытарайми ҫӗршыв» кӗнекере ачасем валли тӗрлӗрен сӑвӑсемпе калавсем. Хӑйӗн хайлавӗсенче В. Тарават тӗрлӗ тема хускатать: пӗр-пӗрне хисеплени, ырӑ кӑмӑллӑха сума суни, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Ҫак кӗнеке – алфавитри кашни сас паллисенчен пуҫланакан сӑвӑсен пуххи. Вӑл пуҫламӑш шкул ачисене вулама интереслӗ пулӗ.
Юхма, Мишши. Ҫӑлтӑр сапрӗ ҫӳл тӳпе : сӑвӑсемпе вӑйӑсем : пӗчӗккисем валли / Юхма Мишши. - Шупашкар : Аттил, 2011. - 32 с. : ил. «Ҫӑлтӑр сапрӗ ҫӳл тӳпе» кӗнеке – ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсен пуххи. Вӗсем савӑнӑҫлӑ, лайӑх астӑвӑнса юлаҫҫӗ.
Ҫак кӗнекене Петӗр Ҫӑлкуҫ ачасем валли ятарласа ҫырнӑ сӑввисемпе калавӗсене кӗртнӗ. Хӑйӗн хайлавӗсенче ҫыравҫӑ тӗрлӗрен тема хускатать, ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулма вӗрентет.
|
|||||