Тени ял администрацине тăват ял кĕрет: Тени сали, Малти Хирлеп, Хыçалти Хирлеп тата Кармал.
Район центрĕнчен 7 километрта вырнаçнă, Шупашкар
хулинчен 70 километрта.
Ялсем тарăн çырмаллă
варсенче вырнаçнă. Ытларах çил хĕвел тухăçĕнчен
вĕрет. Çĕр çийĕ тăмлă. Ял çывăхĕнче пĕчĕкрех
вăрмансем пур. Унта юман, ăвăс, хурăн, çăка,
çĕмĕрт тата ытти йывăçсем те ÿсеççĕ. Çуркуннехи
вăхатра хĕрле кĕнекене кĕртне ÿсен тăрансене те
тĕл пулма пулать. Тĕслĕхрен ландыш, вăкăр пуç
(купальница). Чĕр чунсем енчен пуянах мар.
Вăрмансенче мулкач, тилĕ, пакша, чĕрĕп тата
ыттисем те. Хушăран хир сыснисене, пăшисене
асăрхама пулать. Юлашки çулсенче кашкăрсене
курнине те калаççĕ. Хальхи вăхăтра ялсенче ял
чĕкеçĕсен йышĕ сахаланнине палăртнă. Çыран
чĕкеçĕсем нумай.
|
|