Тени тарăхенчи ĕç çи йăли-йĕркисем
Тени тарăхĕнче ĕçпе çыханнă нумай йăла-йĕрке
сыхланса юлнă. Чи анлă сарăлни "ниме". Нимере
çынсем пĕр-пĕрин патне пухăнса пулăшаççĕ.
Çурт-йĕр лартма, çăл чавма, уй-хир ĕçĕсене
пурнăçлама. Çавăн пекех иăла-йеркесем выльăх
чĕрлĕхе кĕтĕве пĕрремĕш хут кăларнă чухне те
сыхланса юлнă. Тĕслĕхрен сурăхсене пĕрремĕш хут
кĕтĕве кăларна чухне кĕтÿçе çынсем çăмарта,
укçа-тенкĕ параççĕ.
Тенисем питĕ туслă пурăнаççĕ. Утă çи, вырма
вăхăчĕсенче пĕр-пĕрне пулăшсах пыраççĕ.
|
|
Халăх йăли-йĕрки
Пирĕн тăрăхра авалхи уяв йăли-йĕркисем тата
халăх тĕнĕпе çыханнă йĕркесем чылай упранса юлнă.
Халăх уявĕсен шутне сурхури, çăварни, мăнкун,
çимĕк, акатуй, илем кунĕ тата ыттисем те кĕреççĕ.
Тĕн йăли-йĕркипе сыхланса юлнă йăлисенчен
çаксене асăнма пулать: чÿклеме пăтти, çумăр чÿкĕ.
Халăх йăли-йĕркисем: туй, ача яшки, салтак
ăсатни, çĕн пÿрт ĕçки, виле пытарни.
Культура хыпарĕсем
Хальхи вăхăтра ялти культура вучахĕ Культура
çурчĕ тата библиотека шутланать. Çĕнĕ 2004 çул
ялти культура ĕçченĕсен отчетчĕпе пуçланчĕ.
Нарăс уйăхĕн 23-мĕш тĕлне "Чаплă каччă"
конкурс, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çамрăк арăмсен
конкурсĕ иртрĕ.
Творчествăри çитĕнÿсем
2003 çула Республикăра Н.В.Федоров президент
"Çемье çулĕ" тесе пĕлтернĕ. Çĕртме уйăхĕн
24-мешенче Шупашкар хулинче "Алла-аллăн" конкурс
иртнĕ. Ку конкурсра Тени салинчи Васильевсен
çемьи 3-меш вырана йышăннă. Ака уйахенче районта
"Пĕр мăшăр атă" конкурсра "Чи килĕшуллĕ мăшăр"
ята Надьăпа Анатолий Черновсем çĕнсе илнĕ.
|