|
|
|
ИСТОРИ |
|
|
Тăван ял ячĕ мĕнле пулса кайнă-ха? Авалхи арçын
ячĕсем хушшинче чăвашсен Тени, Теней ятсем пулнă.
Теней, Тени чăваш ячĕсемпе Теней пушкăрт ячĕн
тымаре пĕрешкел пулма тивĕç. Ку ятсен пулăвне
урăхларах та ăнлантарма пулать: пурте вĕсем
авалхи тен "çĕрле"апеллятивран пулма пултарнă,
çĕрле çуралнă ачана çавнашкал ят хунă теме
пулать.
Христос тĕнне йышăнтариччен киремет йăлисене
ялсем пилĕк Тени пĕрле пухăнса ирттернĕ. 1878
çулта вара Кÿпеш Тенинче чиркÿ туса лартнă,
пилĕк Тени пĕр прихута кĕнĕ. Çак прихутах Кĕçен
Таван ялĕ те кĕнĕ. Ял çывăхĕнче паян кунчченех
киремет вырăнĕсен ячĕсем упранаççĕ. Кÿлĕрен
инçех мар Киремет варĕ пур. Ял халăхĕ юр кайса
пĕтсен, халăх сăри ĕçет. Çак йала халĕ те
упранса юлна.
Коллективизаци вахатĕнче (1929 ç., май 4) Тени
ялĕнче, "Çамрăк хресчен" коллективлă хуçалăх(ТОЗ)
йĕркеленнĕ. Малти Хирлепре - 1929 çулхи апрелĕн
1-мешĕнче - "Пролетарское" знамя (ТОЗ), Кайри
Хирлепре (1934 ç.) "Канаш" артель, Пĕрремĕш
Йеранарта (1931 ç., февралĕн 7) "Озерок"
артель, Иккĕмĕш Йеранарта (1930 ç.) "Заря" (ТОЗ)
ĕçлеме пуçланă. |
|
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăрлăхĕсем
хăлăх çине тиеннĕ. Фронта ултçĕр çын ытла тухса
кайнă, вăрçă хирĕнчен çĕр алă çын таврăнайман.
Вăрçă вутне кĕнисенчен чылайăшĕ ĕнтĕ ку тенчере
çук, çапах чĕррисене асăнсан та пăсмасть:
И.А.Капаров Хасан хули çывахĕнчи çапăçăва
хутшаннă, О.И.Иларионова та нумай çапăçăва
хутшăннă. Паттăрсем нумай Тени çĕрĕ çинче:
Р.Ф.Федоров Перемышль хули патĕнче çапăçура
пулнă. Чăваш Республикинче йĕркеленĕ 139-мĕш
стрелковый дивизинче (364 стрелковый полкра) те
чавашсем чылай пулнă, вĕсем хушшинче Кармал ял
çынни Т.С.Степанов та пулнă, Ленинград хулине
хÿтĕленĕ çĕртре Йăранар каччи Х.Г.Гордеев
хутшăннă.
|
| |
| |
|
|