11 июля 2017 г.
Пĕтĕм Раççейри çемье тата юратупа шанчăклăх кунне халĕ кашни организацирех паллă тума тăрăшаççĕ. Чăваш патшалăх истори архивĕнче те кил ăшшине упраса пурăнакансен уявне çулсерен йăлана кĕртса пыраççĕ.
Алексей Енейкин
Истори архивĕнчи «Çемье тата юратупа шанчăклăх» уявне Елчĕк районĕнчи Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Ялти артистсем аваллăх управçисен çемйисене, чылай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене саламларĕç, илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Пирĕн тĕллев вăл - ĕлĕкхи пуянлăха упраса хăварнипе пĕрлех тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси. Архив пуянлăхĕпе пĕлсе усă курсан, паян халăхшăн темле усăллă ĕç те тума пулать, - тет ЧР истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова.
Кунта паян тĕрлĕ ӳсĕмри 44 çын ĕçлет. Вĕсенчен 35-шĕ мăшăрлă. 9-шĕ - çамрăк, хальлĕхе çемье çавăрса ĕлкĕреймен-ха. Уява архивистсен ашшĕ-амăшĕ те килнĕ. Маргаритапа Александр Евстихеевсем, сăмахран 53 çул пĕрле пурăнаççĕ. Галинăпа Николай Кирилловсем те 46 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Хисеплĕ мăшăр ĕмĕрĕпех учительте тăрăшнă. Иккĕш пĕрле 73 çул ĕç стажĕ пухнă. Архивра вĕсен икĕ хĕрĕ ĕçлет.
Таса юратăва типтерлĕн упраса пурăнма пĕлекен мăшăрсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Патшалăх архивĕнче тимлекенсем çак пархатарлăха пехил панă евĕр çамрăксем патне çитерме тăрăшаççĕ.
Архивра тăрăшакансем тăванĕсене хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕç, экскурси ирттерсе кунти паха япаласемпе паллаштарчĕç. Çакнашкал тĕлпулусене малашне те йĕркелеме шантарчĕç.
Источник: http://chgtrk.ru/news/16378