Сўс-кантĂр ĔçĔ
Ял çыннисен пурнăçĕ мĕн ĕлĕк-авалтанах
питĕ йывăр пулнă. Ху вăй-халупа, аллупа ĕçлесе
тумасан ĕçме-çиме те, тумтир çĕлесе
тăхăнма та май пулман.
Пир-кантăр ĕçĕ мĕнпе пуçланса мĕнпе
вĕçленнине тĕпĕ-йĕрĕпе пăхса
тухăпăр.
Анкартинче тислĕк тăкса питĕ лайăх
çемçетнĕ вырăна кантăр акаççĕ.
Акнă чухне хупран авса тунă чĕрес
пек савăтпа — контăпа усă кураççĕ.
Кантăр шăтса тухиччен, шăтса тухсан та шит çўллĕш
çитĕниччен кайăк-кĕшĕкрен, уйрăммăнах
кураксенчен, чăх-чĕпрен хуралламалла. Ăна ачасем
тăваççĕ; тул
çутăлнă-çутăлманах анкартине кайса
лараççĕ. Кантăр çитĕнсен чи малтан посине
(аçа кантăрне) татса илмелле. Хăçан татмалла? Вăл
кантăрне пĕтĕçтерсен (тусанне сапса пĕтерсен)
çўлерех çитĕнсе хăпарать, вара татса илмелле те
çурăмăн-çурăмăн çыхса хумалла.
Кантăрне вăрри тулса çитсен татса çурăм
тăваççĕ. Хĕвел çине хур карти туса типме
хураççĕ. Типсе çитсен шăналăк
(темиçе ан пиртен çĕленĕ) çине хурса йĕтĕрпе
е патакпа çурăм пуçне çапса вăррине шĕкĕлчесе
илеççĕ. Çурăмне пуç урлă йывăç
муклашка çине çапни те пулнă. Анчах капла тусан кантăр
вăрри аякка сирпĕнет, усси сахал.
Кантăр вăррине типĕтеççĕ те çил
çинче сăвăраççĕ: кĕреçепе е
купăспа (ăскăч, савук) çиле хирĕç пĕчĕккĕн
сапаççĕ, вара вăрри хухĕнчен уйрăлать.
Вăррине тепĕр çул акма каткасем ăшне е михĕпе
çителĕклĕ таран пуçтарса хунă. Юлнă пеккинчен
кантăр çăвĕ кăларнă, кассине (жмых)
выльăхсене çитернĕ, ачи-пăчи те кăшланă.
Кĕрхи ăшă çанталăкра пусине те, кантăрне
те хутнă: сулăсем туса шыва ярса путарнă. Сулăри
çурăмсен шучĕ пур чух та пĕр пек мар, ку вăл шыв
тарăнăшĕнчен тата сарлакăшĕнчен килет. Суллине икĕ
çирĕп йывăç патакран—шертĕрен
тăваççĕ: пĕри çурăмсем айĕнче,
тепри çиелте пулать.
Ăшă çанталăкра кантăр шывра эрнерен пулса
çитет. Ăна епле пĕлмелле? Пĕр çурăмĕнчи
пайăркине варашласа (хуçкаласа) пăхмалла. Сўсĕ
шăмминчен уйрăлать пулсан кантăрне шывран кăлармалла.
Шывран питĕ лайăх чўкесе-тасатса кăларнă
çурăмсене карта çумне тăратса типĕтеççĕ.
Кайран — кăмака çинче е мунчара. Шатăрт хуçăлакан
пулнă çурăмсене йывăç тылăпа тыллаççĕ.
Тылласан пулнă сўсне кокахсемпе, кисĕпипе тўмелле. Тўмелли
станокĕ (сўс килли) шăтăклă. Унта пилĕк
çурăмран пĕрлештерсе тунă сўс тĕркине хумалла та
ванса, çемçелсе çитиччен тўмелле. Ун
хыççăн сўсĕнчен хухĕ тăкăнса пĕтиччен
йĕтĕрпе силлемелле, вара шăртламалла. Шăртланă чух сўс
сортсем тăрăх уйрăлать: 1) лапрашки (чи усалли); 2) пальчас
(вăтамми); 3) вар сўсĕ (чи лайăххи).
Алăпа тытса шăртланă сўсе кăнчалаççи
çумне çыхса арламалла. Лапрашкине хулăм арламалла. Ăна
ачасене шанса панă. Çав сўсрен тĕртнĕ пиртен тăла
(портянка) тунă, йĕмсем çĕленĕ. Пальчаспа вар сўсне
çитĕннисем (амăшĕ, аслă хĕрĕсем)
арланă. Ку вара кĕпелĕхе юранă.
Çипрен пир пуличчен мĕнле ĕçсем тумалла?
Арланă çипне хутăрламалла (йĕке çинчен
хутăрçи çине караççĕ). Хутăрĕсене
йĕпетнĕ кĕлпе варалаççĕ те вĕри
кăмакана тултараççĕ, питлĕхе уçмасăр
ирччен вырттараççĕ. Çипĕ пиçсен саралать.
Кĕллĕ хутăрсене кăмакаран кăларса
çырмана кайса чўкеççĕ, кисĕпипе
йывăç вăлашкара кивеççĕ, шыв сапа-сапа
тасатаççĕ. Ăна иккĕн тумалла.
Çырмара чўкесе тасатса килнĕ хутăрсене
çемçетеççĕ — çăмарта янă
ăшă шыва чиксе хураççĕ, анчах нумай тытмалла мар,
мĕншĕн тесен çиппи тĕкленсе
кайма пултарать. Кайран хутăрсене çапса силлесе
тăсаççĕ те кăмака умне çакса типĕтеççĕ.
Типсе çитсен çипне курак ури çине карăнтарса кăшкар
çине сўтеççĕ.
Кăшкар çинчи çипне пир тĕртме коммалла — стан
кăрапли çине карăнтармалла. Миçе кăрапля (пĕр
кăрапли пилĕк метр) тĕртес тетĕн, çавăн чухлĕ
рет коммалла (кармалла). Кашни ретне хăрăмпа паллă тумалла.
Комса пĕтерсен куçа туса сўтмелле.
Пир тĕртме стан çине чăрмалла (навой çине
куçармалла).
Çав çипе кĕр витĕр илмелле те тĕртме
пуçламалла. Пĕр пай çипне çĕрĕсем
çине куçармалла: çĕррине хултăрчă вĕçне
тăхăнтартса çипне
тиемелле (кустармалла). Тулли çĕррине сăса ăшне
вырнаçтармалла.
Пир тĕртекенĕн аллисем тулли çĕрĕллĕ
сăсине станокра уйрăлнă çип речĕ витĕр пĕр
енчен тепĕр енне куçараççĕ; урисем кĕр
улăштарма кĕрсене вырнаçтарнă пусмисене улшуллă
пусаççĕ. Çапла пир пулать.
Тĕртсе пĕтерсен кĕллĕ шывра чўкемелле те
кăмакара питлĕх хупса пĕçермелле.
Кăмакаран кăларсан пирне çуса тасатмалла, хĕвел
çинче типĕтмелле. Типĕтиччен юр çине сарса шуратмалла,
малтан супăнь сĕрмелле.
Шуратса, тасатса, типĕтсе çитерсен чăрмалла та каска
çинче (ятарласа çакăн валли тунă станок) тукмаксемпе
çапмалла. Пире тăватă çын ылмашуллă çапать.
Ку ĕçĕн сасси питĕ илемлĕ, хăйне евĕр кĕвĕ
пек илтĕнет.
Пире сўтсе, çакса тепĕр хут типĕтмелле те кĕпе-йĕм
çĕлемелле.
Кантăртан нумай кăрапля пир-авăр туса илсен ачу-пăчу
çара кутăн чупмасть!
Хĕлĕпе ырми-канми арла, çурĕпе (çуркунне)
ыйха-суйха парăнмасăр тĕрт! Ĕçчен
пулнă çав эс, чăваш хĕрарăмĕ! Çав тери
йывăр, нумай вăхăт хушши тăсăлакан ĕç
вăл кантăр-пир ĕçĕ.
Юнкă
сали, А.И. Николаева (1930) çырса панă. 2003 ç.