Чўклеме
Паян ваттисем пуçтарăнса чўклеме ирттерме вăрмана кайрĕç.
Эпĕ те вĕсем хыççăн пырса тĕмсем хушшине
вырнаçрăм. Вăл вырăна Акăшни теççĕ.
Пĕчĕк Акăшнинчен хăпарсан тўрем вырăнта пысăк
хурама пур.
Пăтă пĕçерме вут хучĕç, унтан кăшт
леререхре тепĕр çĕре вут хучĕç. Вут хĕррине
никама та ямаççĕ, хăйсем анчах
тăраççĕ: Петро, Нештă, Микте Çтаппанĕ.
Таса тутăр çине çăкăр-тăвар хучĕç,
чашăкпа пăтă лартрĕç, виçĕ кашăк
хучĕç. Вара Мăн Турра асăнса пăртак кĕлтурĕç.
Унтан пашалуне вăтаран (çурмаран) касса илсе çине
çуллă хурса вутта пăрахса çунтарчĕç. Кашни
çынна пашалу çине пăтă хурса пĕрер татăк
тыттарчĕç, пурте пĕрле Мăн Турра кĕлтурĕç.
Кĕлĕ пĕтнĕ хыççăн чашăкри
пăттине çынсене çитерсе ячĕç. Ун
хыççăн чашăка çĕнĕрен пăтă
хыврĕç. Вара, паçăрхи пекех, Çĕр ашшĕпе
Çĕр амăшне асăнчĕç. Хурана юлнă
пăттине пĕтĕмпех çынсене çитерсе ячĕç.
Çĕр ашшĕпе амăшне çĕр çинчи
ўсен-тăрансене чипер çитĕнтерсе пыма ыйтса кĕлтурĕç.
Унтан тепĕр хуран пăтă пĕçерчĕç.
Унпа вара Пророка, Хĕвел ашшĕпе амăшне çырлахтарчĕç.
Илле пророкран аван çумăр пама, Хĕвел турринчен акнă
тырра вăхăтра пултарса, мĕнпур ўсен-тăрана лайăх
çитĕнтерсе пама ыйтрĕç. Пўлекер турринчен
выльăхсене лайăх ўсме (çитĕнтерме) пулăштăр
тесе, ĕнесене сĕтлĕ пулма кĕлтурĕç.
Çавăнпа пĕрлех Çуткўль туррине те асăнчĕç.
Юлашкинчен тепĕр чашăк пăтăпа пур турра та пĕрле
асăнчĕç. Мĕнпур пăтта йăлтах çитерсе ячĕç.
Чўк тунă вырăнта усал сăмахсем калама юрамасть, чĕлĕм
туртма та юрамасть. Асăннă чух кашни хутĕнчех пĕрер стакан
сăрапа, çўхў е пашалупа асăнаççĕ.
Юнкă сали, Н.Я. Яковлев çырса пынисенчен. 1944 ç.