Чўклеме кĔлли
Çырлах, ырă Турă, Турă амăшĕ. Мăн
çăкăрпа, мăн хуран пăтăпа, мăн пичке
пуçласа килĕттĕм, чунăмпа, килĕм-вутăмпа,
ачам-пăчампа тав туса пуççапатăп, çырлах,
ырă Турă. Турă амăшĕ, çырлах! Çырлах!
Çырлах! Хурăнташăм-вăрлăхăмпа,
ялăм-йышăмпа, кўршĕ-харшăмпа тав туса
пуççапатпăр, çырлах. Ырă Турă амăшĕ,
çырлах, мăн Турă, çырлах! Çырлах! Çырлах!
Уя иккĕ тыри пулатăрпе пăрçапах, кутне хăмăш
пек пар, ырă пар, ырлăх пар, пурлăх пар. Çырлах, ырă
мăн Турă, çырлах, çырлах! Çырлах! Çырлах!
Уя тухсан уй хăтне пар, анкартне кĕрсен анкарти хăтне пар, киле
кĕрсен кил хăтне пар. Çырлах! Çырлах! Çырлах!..
Çичĕ тĕслĕ тыр-пула çичĕ кĕлете хума
пар, укçине хаймаласа тытма пар. Çырлах, ырă Турă,
Турă амăшĕ, çырлах! Çырлах! Çырлах!..
Виçĕ тĕслĕ выльăха-чĕрлĕхе виçĕ
картана хупма пар, пĕр вĕç картара, пĕр вĕç
вăкăра тўлетер хупатар, тĕк пĕрчинчен тўлетер хупатар.
Çырлах, ырă мăн Турă, Турă амăшĕ,
çырлах! Çырлах! Çырлах!..
Хăт, хăт амăшĕ, пăхса усра, çырлах,
мăн Турă, Турă амăшĕ, Çырлах! Çырлах!..
Хăрпан, Хăрпан амăшĕ, ан хăрт, ан йĕрт.
Çырлах! Çырлах!.. Çырлах! Çил,
çилтен-тăвăлтан, шăршăран-шăрчăкран,
вăйлă вут-кăвартан, чиртен-чĕртен, шартан-шĕртен, мĕн
килес инкекрен, куриман тăшмантан, ырă мăн Турă,
çăл, çырлах, пăхса усра пире. Çырлах Турă;
астимешкĕн асăнатпăр, çырлах, ырă кĕтесри
Турă! Эсĕ Туррăн тăлмачи, эсĕ пирĕншĕн
Турă умĕнче Турра тархасла. Сана шерпечĕ, пире
йўççĕш, ырăшăн Турă, пиллесе пар пире ĕçме-çиме.
Эй Турă, çырлах. Тата хамăрăн аслă
патшамăра тасалăх, сывлăх пар, ырă вăй сывлăхĕ
пар. Патшалăхне тытса тăма вăй-хăват пар, патшалăх
хуши çураçу тăтăр. Эй Турă, çырлах!
Пирĕншĕн каякан салтаксене тасалăх, сывлăх
патăр, киле-çурта Турă çавăртăр, ырă
Турă, çырлах! Çырлах! Çырлах!
Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр.
Ойкас ялĕ, XIX ĕмĕр вĕçĕнче К. Николаев
Н.И. Ашмарин профессора çырса ярса панă. ЧПГĂИ ĂА. I отд. 30 т.
648—650 с.