ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Пир туни

Ĕлĕк ялти хĕрарăмсем пĕтĕм çемье валли кĕпе-тумтир туса хатĕрлеме питĕ нумай ĕçленĕ. Çуркунне йăрансем лартнă вăхăтра лайăх кăпкалатнă çĕр çине кантăр алăпа акса хăварнă. Август уйăхĕнче пусине (аçа чечеклине) суйласа татса илнĕ, вăрри пулса çитсен кантăрне татса, çурăмăн-çурăмăн çыхса çĕмелсем тунă. Типсе çитнĕ кантăр çурăмĕсене çĕр çине сарса хунă, шăналăк (3 x 3м) çинче пуçĕсене çапса шĕкĕлченĕ, çилпе вĕçтерсе вăррине тасатнă. Кантăра, пуса çурăмĕсене,  патаксем хушшине çирĕппĕн çыхса шыва пăрахнă, çыранран кантрапа кăкарнă, çиеле тăпра е чул татăкĕсем хунă, кăштах путарнă. Шывра пĕр-икĕ эрне выртсан сўсĕ шăмминчен уйрăлакан пулать. Вара шывра лайăх чўхесе кăларнă та типĕтме тăратнă. Килте картасем çине типме çакнă. Лайăхрах типме кăмака çине пĕр-икĕ çĕклемĕн кĕртсе тăратнă. Типнĕ çурăмсене сўсĕ шăмминчен уйрăличчен тылăпа тылланă. Сўсне йывăç килĕ (40 см сарлакăш, 1м çўллĕш, чашăк пек алтнăскер) çинче кокахсемпе çемçеличчен тўнĕ. Сўс тўме кўршĕсене чĕнсе ниме тунă. Сўс тăпкисене шăртпа (сысна шăрчĕсенчен тунă, аврине сухăрпа хытарнă) шăртласа виçĕ сорта уйăрнă. Варпуççи сўсрен питĕ çўхе çип арланă, çав çипрен тĕртнĕ пиртен кĕпесем çĕленĕ, ал шăллисем, шупăрсем тунă. Вăтам сўсрен кăшт хулăнрах çип арланă, йĕмсем, тўшек пичĕ, ум арки çĕленĕ. Тăпка сўсрен хулăн çип арланă, унран йĕмсем, ура тăли, михĕ, шăналăк (тырă типĕтме) çĕленĕ.

Сўс арлама ирхине тăватă-пилĕк сехетрех краççын лампи çутса тăрса ларнă, каçхине вун пĕрччен выртса çывăрман. Кăнчалаççи çумне сўс çыхнă та икепе пĕтĕрсе арланă. Шкула кайма пуçланă ачасем те арланă. Çипне хутăра хутăрланă. Юр ирĕлсе урамра шыв юхма пуçласан хутăрсене йĕпетсе, кĕл сапса вĕри кăмакана пиçме хунă. Кăларас умĕн амăшĕсем ачисене каланă: «Ачасем, тухса пăхăр-ха, сар кайăксем килнĕ-и?» Ачисем вара тултан кĕнĕ чух: «Сар кайăксем килнĕ, сар кайăксем килнĕ!» — тесе кăшкăрнă. Çапла каласан хутăрсем лайăх пиçсе сап-сарă пулаççĕ тесе шутланă. Пиçнĕ хутăрсене урамра шăнкăртатса юхакан юр шывĕпе кĕлрен тасаличчен лайăх чўхенĕ. Ĕлĕк юр шывĕ çăл шывĕ пек тасан юхнă. Лайăх типнĕ хутăрсене çармуççи çине хурса çипне кăшкарсем çине çăмхаланă. Унтан çипне кумнă, пир тĕртмелли стан çинчи барабан çине чăрнă. Кашни çипне уйрăммăн кĕр витĕр илнĕ, унтан — хыç витĕр, кайран пир тĕртме пуçланă. Çĕрĕ çине хултăрчăпа çип чăрнă, çĕррине сăса çине лартнă, сăсине витĕр иле-иле тĕртнĕ. Хĕлĕпе арланă çипрен тăват-пилĕк тăрăх пир тухнă. Пирне таса юр çинче хĕвел çутинче темиçе кун вырттарнă хыççăн пуçтарнă, унтан юхакан тăрă юр шывĕпе чўхесе тасатнă, типме çакнă.

Икĕ енне тăратнă тĕрексенчен вĕренпе юри якатнă пир каски çакнă. Пир тăрăхне хул хулăнăш чăра-чăра каска çинче тукмаксемпе тăваттăн тăрса çапнă. Çапма пĕлменнисене çамкаран тукмак лекме пултарнă. Пир тăрăхĕ чăлт шурă та утюгпа якатнă пек пулса юлнă. Пир çапакансен тукмак сасси ялта темиçе çĕрте пĕр харăс янăраса тăнă: тăки-таки, тăки-таки, тăки-таки, тăки-таки.

Атикасси ялĕ, С.М. Ермолаева (1933) çырса панă. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед