ÇветкЕ çўрени [çоткĔ]

Сурхури хыççăн Кăшальняччен (кăрлачăн 13—18-мĕшĕ) çветкĕ эрни пырать.

Çветкĕ çўресси авалтан пыракан йăла. Ăна Г.Т. Тимофеев «шуйттан вăййи» тесе палăртать. Çветкĕре кам мĕнле пĕлет, çавăн пек тумланать. Кунта туй арăмĕсем те, пачăшки те, курпунлă карчăк та, кĕрĕке тўнтерле тăхăннă упи те пур. «Упана» çаврăнасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕненў тăрăх, упа усал-тĕселе, тĕрлĕ инкеке сирме пулăшать иккен. Ĕлĕк пушартан сыхланас тесе чĕрĕ упана алăк урати патĕнче ташлаттарма тăрăшнă. Вăл хĕрт-суртран та хăватлăрах имĕш. «Усалсем» хăйсене ял-йыш ан паллатăр тесе пите хуплама ятарласа маскăсем тăхăнаççĕ, сухал çыпăçтараççĕ, пит çăмартисене хĕретеççĕ, куç харшисене хăрăмпа сĕреççĕ, сассисене те улăштараççĕ.

Çветке çўрекенсем, «шуйттан вăййине» хутшăнакансем, пĕр сассăр çўремеççĕ. Купăс калаççĕ, питлĕх çапаççĕ, шăнкăрмисене шăнкăртаттараççĕ, аллисенче — ухват-турчăка, çатма, патак-туя. Урана тăхăнмаллин тĕпне кĕл е хăрăм сĕрнĕ.

Вĕсене кашни килтех ăшă кăмăлпа кĕтсе илмеççĕ. Кил-çурта «усал ертсе хăварасран» шикленеççĕ. Теприсем пачах урăхла, инкек-синкеке «карчăка» парса яма тăрăшаççĕ. Çветкĕсем юрласа ташлаççĕ, çĕмĕрттереççĕ, çав вăхăтрах тĕрлĕ хăтланусемпе аппаланаççĕ: хĕрсен ал ĕçĕсене туртса илсе пытараççĕ, çипписене кула-кулах татаççĕ, мĕнле те пулин «сиен» тума тăрăшаççĕ. Ху­çисем вĕсене «чĕнмесĕр ан кил» тесе ăсатаççĕ. Çветкĕсен ĕçĕ кунпа çеç пĕтмест-ха. Ирччен ял халăхĕн вутă шаршанĕсем те вырăнтан куçаççĕ, пĕ­ренесем те ураланаççĕ, хапхасем те уçăлми пулса лараççĕ. Ку, паллах, вĕ­сен ĕçĕ.

Кăшальня каç çветкĕсем юлашки хут курăнаççĕ. Çветкĕ çўрекенсен усалтан тасалас тесе вак касса пăрлă шыва кĕмелле е мунчара çăвăнса тасалмалла.

Шомик ялĕ, М.В. Филиппова (1977) çырса панă.

Иисус Христоса таса шыва кĕртнĕ куна Кăшалнĕ праçникĕ тенĕ. Ун хыççăн вара светка çўреме пăрахнă. Ĕлĕкхи çынсем калатчĕç, светкăпа пĕрле усал çўрет тетчĕç, çавăнпа светка чупса çўренĕ çыннăн çулла çимĕк праçникĕччен çичĕ тиха курмалла, вун икĕ хут пĕвере шыва кĕмелле тесе калатчĕç. Светка чупас вăхăт январĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшчен анчах.

Шетмĕпуç ялĕ, З.И. Ильина (1933) каласа панинчен.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед