ÇĔн çул каçĔнче юмĂç яни

Тăвар çиесси. Ыран кивĕ Çĕн çул тенĕ каç çывăрма выртас умĕн виçĕ пĕрчĕ тăвар çисе выртмалла. Тĕлĕкре каччăн арăм пуласси, хĕрĕн упăшки пуласси шыв ĕçтерме стаканпа шыв илсе пырать тет.

Улăм кĕртесси. Çĕн çула кĕтсе илнĕ каç (кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕ) хĕрсемпе каччăсем авăн картине кайса çăварĕсемпе улăм çыртса пўрте илсе кĕреççĕ. Улăмри пучахсенче тырă пĕрчисем шыраççĕ. Кам хăйĕн пучахĕнче пĕрчĕ тупать — çав хĕрĕн е каччăн мăшăрĕ пуян çын пулать. Пĕрчĕ тупăнмасан хĕр начар каччăна тухать, каччă начар хĕре илет тет.

Çул юппинче итлени. Шăп çур çĕр тĕлĕнче çул юппине тухса çĕр çине выртса тимлĕн итлеççĕ. Хăлхана шанкра сасси илтĕнсен — туй пуласса, пуртăпа каснă сасă илтĕнсен — вилессе пĕлтерет тет.

Тырă куçнине итлени. Кĕлет умне пырса тимлĕн кĕлетре тырă куçнине итлеççĕ. Тырă куçни илтĕнет пулсан пуйса пыратăн, илтĕнмесен — пуймастăн тет.

Тырă пĕрчисене шутласси. Кĕлетрен пĕр ывăç тырă пĕрчи ывăçласа пўрте кĕреççĕ те  мăшăрăн-мăшăрăн хурса тухаççĕ. Пур пĕрчи те мăшăрлă пулсан кăçал авланассине пĕлтерет тет.

Вутă пуленки. Çур çĕр тĕлĕнче кил картине тухса вутă пуленкисем илсе пўрт маччи çине ывăтаççĕ. Çав пуленкесемпе вут хутса мăнкунра кукăль пĕçернĕ чух мĕнле каччă хĕр килне пырать — çав каччăна качча тухать тет.

Урпа акасси. Çур çĕр тĕлĕнче пĕр ывăç урпа пĕрчине чўрече умне акмалла та çавăнтах çывăрма выртмалла. Тĕлĕкре арăм пуласси урпа вырма тăратать  тет.

Сĕлĕ акасси. Çĕрле итем çине кайса пĕр ывăç сĕлĕ пĕрчи акса хумалла. Пўрте кĕрсен пĕр урай хăми тăрăх кăна утса нимĕн сăмах каламасăр çывăрма выртмалла. Тĕлĕкре арăм пуласси сĕлĕ вырма тăратать тет.

Пуç турасси. Çывăрма выртас умĕн çўç тураса пуç турине çытар айне хурса çывăрмалла. Тĕлĕкре арăм пуласси пырса ыйтать тет.

Çăл питĕресси. Çывăрма выртас умĕн çăл питĕрсе уççине пуç айне хурса çывăрмалла. Тĕлĕкре арăм пуласси шыв ăсма çăра уççи ыйтать тет.

Пăт чĕрес тăхăнасси. Çĕрле кил картине тухса пăт чĕрес тăхăнса хĕвеле май темиçе хут çавăрăнмалла. Çавăрăнса чарăнсан пĕр еннелле утмалла. Çав енче мĕнле ял пулать, çав ялтан хĕр качча илетĕн тет.

Мĕлке ўкересси. Çĕрле таса юр çине выртса хăвăн мĕлкўне ўкерсе хăвармалла. Çĕнĕ кун ирхине çав мĕлке патне пырса пăхмалла: тырă пĕрчисем тупсан пуян каччăна качча тухатăн тет.

Рохатка шутлани. Рохатка картан пĕр чикмекĕнчен тепĕр чикмекне çитиччен пур рохаткисене те пĕрерĕн «шăналăк, михĕ, шăналăк, михĕ» тесе шутласа тухмалла. Юлашки рохатки «шăналăк» пулсан хĕр пуян каччăна тухать тет, «михĕ» тухсан — начар каччăна.

Çăпата ывăтасси. Урана сырнă çăпатана карта урлă ывăтан та ун патне пырса пăхатăн: çăпата ўпне выртать пулсан вилетĕн тет, месерле выртать пулсан пурăнатăн тет.

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, Д.П. Вершков çырса илнĕ. 1953 ç.

ЧПГĂИ ĂА, III уйр. 121 т. 77—80 с.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед