КивĔ ÇĔн çул каçĔ

Кивĕ стильпе Çĕнĕ çул кăрлачăн 14-мĕшĕнче пуçланнă. Çак куна хирĕç, кăрлачăн 13-мĕшĕнче, хĕрсемпе каччăсем улах ларма пуçтарăнаççĕ. Ытти чухнехи пекех, ал ĕç тăваççĕ, юрлаççĕ, выляççĕ. Çур çĕр çитес умĕн юмăç яма пуçлаççĕ. Малашне пурнăç мĕнле килессине, мăшăрĕсем кам, мĕнле пулассине, кăçал качча каяссине е авланассине пĕлесшĕн çунаççĕ.

Кĕскен юмăç мĕнле майсемпе пăхни çинчен.

Урай варрине çăкăр, укçа, турпас, тăвар, куçкĕски хураççĕ, чашăкпа шыв лартаççĕ, сакань алăкне уçса хураççĕ. Хĕрсем е каччăсем чăх тытса кĕреççĕ. Чăххине çавăраççĕ-çавăраççĕ те урайне яраççĕ. Урайне хунă япаласенчен чăх хăшне сăхать, çавăн тăрăх чăх хуçин (тытса кĕрекенĕн) мăшăрĕ мĕнле пулассине калаççĕ.  Сакане сиксен — мăшăрĕ вăхăтсăр вилет теççĕ. Тата чăххи кăçалхи çамрăк чăх пулсан ăна тытса кĕрекенĕн мăшăрĕ хăйĕнчен кĕçĕн пулать имĕш.

Çамрăксем тула тухса хапха урлă çăпата е калуш ывăтаççĕ. Пуçĕпе хăш еннелле ўкет, хĕр çав еннелле качча каять, каччă пулсан — çав енчен хĕр илет.

Çур çĕр тĕлĕнче килĕрен киле çўресе чўречерен шаккаççĕ. «Ман арăм е упăшка пуласси мĕн ятлă?» — тесе ыйтаççĕ. Пўртрисем пĕр-пĕр ят каласа яраççĕ. Тепĕр кил тĕлне çитсен урăх каччă е хĕр хăйĕн пулас мăшăрĕн ятне калама ыйтать.

Картана кайса сурăх урисем те тытаçççĕ. Кашни хăй тытнă сурăх урине татăкпа е çиппе çыхса паллă тăвать. Ирхине кайса пăхаççĕ, хура сурăх пулсан мăшăрĕ хура çўçлĕ, шурă сурăх лексен сарă çўçлĕ пулать теççĕ.

КĂшальня

Кăшальня йăли-йĕркине чăвашсем тĕне кĕнĕ хыççăн çеç тума пуçланă. Кăрлачăн 18-мĕшĕнче тĕттĕм пуличчен хапхасем, алăксем çине хĕрессем хурса тухаççĕ. Çветке пулса чупнă çамрăксем вак касса шыва кĕрсе тасалаççĕ. Тепĕр кунне кăшальня куклисем пĕçереççĕ.

Ваçкасси ялĕ, Л.Н. Ильина (1952) çырса панă.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед