Кил-çурт хĂчĔ тата хĔрт-сурт

Ĕлĕк çынсем хĕрт-сурта ырăпа асăнса пурăннă. Хĕрт-суртлă кил тирпейлĕ тенĕ. Çĕнĕ пўрте кĕнĕ чухне ватăсем ăна çак сăмахсемпе чĕннĕ: «Кайрăмăр, хĕрт-сурт, çĕнĕ киле, пĕрле пыр», — тенĕ. Хĕрт-сурт валли таса, илемлĕ вырăн хатĕрленĕ.

Илемсĕр, тирпейсĕр кил-çурт умĕнчен иртнĕ чух: «Кунта хĕрт-сурт çук пуль, тарнă пуль», — тенĕ. Пуçтарусăр кил ăш-чиккине курсан: «Кунта çĕлен явăннă (ернĕ), хĕрт-сурт тухса тарнă», — тенĕ.

Хĕрт-суртсăр кил — хăтсăр кил. Апла ан пултăр тесе хĕрарăм пўрт ăш-чиккине таса тытнă, илемлетнĕ. Урай, сак сарри, вырăн витти, кавир т. ыт. те тĕртсе тунă. Ал шăллисем тĕрлесе çакнă. Пĕринчен тепри вĕренсе пынă çак ăсталăха.

Пўрт ăш-чиккин илемĕ — хĕрарăм ĕçченлĕхĕпе тавçăрулăхĕнчен, тулаш енне илемлетесси арçын ăсталăхĕнчен килет.

Арçын чўрече янаххисене, хашакĕсене, пўрт карнисĕсене, кĕтесĕсене, мăн алăк юписене, савăт-сапана касса эрешленĕ. Хĕрт-сурт илемлĕ, капăр çурта сыхлакан, йĕрке тытакан вăй тесе шутланă. Кил-тĕрĕшре харкашу, пĕрне-пĕри кўрентерни, хытă кăшкăрса калаçни е вăрçни хĕрт-сурта хăратать, килтен сивĕтет тесе ĕненнĕ, çавăнпа кил-тĕрĕшре шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне итлесе, хисеплесе пурăнма тăрăшнă.

Патаккасси ялĕ, М.П.Федотовăран Р.В.Иванова çырса илнĕ. 2003 ç.

 

Çĕнĕ пўрт лартас умĕн, никĕсне хывсан, священника чĕнсе килсе кĕлтутарнă. Турă кĕтесне икĕ пĕрене хушшине  Турра кĕлтуса укçа хунă. Çемьере укçаллă, çителĕклĕ пурнăç пултăр тенĕ. Пўртне туса пĕтерсен унта тўрех ахальлĕн кĕме юраман. Пўрт лартса пĕтернĕ ятпа тулли сĕтел хатĕрленĕ, пускилĕсене, тăванĕсене, пўрт тунă çĕрте ĕçлекенĕсене чĕннĕ. Платниксене тав туса ĕçсе-çисе савăннă.

Хорнуй ялĕ, А.А.Афанасьева (1930) каласа панинчен.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед