ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Уйкас-Янасал тĂрĂхĔнчи çĔнĔ пўрт Ĕçки

Новоселье в Александровском округе

Çĕнĕ пўрт ĕçки — мĕн авалтанах пыракан йăла. Пўрт лартсан кил хуçисем савăнăçне тăванĕсемпе пайлас кăмăлпа пĕрле пухăнса, пўрте пахаласа ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ. Ăна пĕр çулталăк хушшинче тума тăрăшнă, вăй çитмесен те виçĕ çултан ытла тăсман. Çĕнĕ пўртре ятарласа ĕçкĕ ирттермесĕр  урăхла уяв (менелник, туй, ĕнери çиесси т. ыт. те) ирттермен. Ку вăл çĕнĕ пўрте чыслани, хĕрт-сурт кăмăлне тивĕçтерни шутланнă. Çĕнĕ пўрт ĕçкине çĕн уйăхăн тунă, уйăх туличчен туса ирттерсен ку пўртре пурăнакансен пурнăç ăнать тесе ĕненнĕ. Чăвашсем те, вырăссем пекех, Христос тĕнне ĕненнĕ май ĕçке «ўтре» чух туса ирттерме тăрăшнă. «Типĕре» аш-пăш, çу тавраш çиме юраман, çавăнпа та эрех-сăрапа аппаланман, пысăк ĕçкĕ пуçлама та шутламан ял çынни. Çĕн пўрт ĕçкине кил хуçи, паллах, кĕрхи е çурхи çĕр ĕçĕнчен пушансан тума тăрăшнă, ытларах хура кĕркунне е хĕлле ерçўллĕ вăхăтра шăмат кунпа вырсарни кун ирттернĕ. Кил хуçи аякри тăванĕсене  темиçе кун маларах кайса чĕннĕ. Йыхрава тухнă çынна тăванĕсем сĕтел хушшине лартса апатлантармасăр кăларса яман. Хăнана чĕннĕшĕн тав сăмахĕсем каласа тата хăйсем пыма хавас пулнине пĕлтерсе кил картинчен ăсатса кăларса янă. Ялти çынсене ĕçкĕ тума палăртнă кун умĕн е çав кун ирхине килĕренех чĕнсе тухнă. Ку пирĕн тăрăхра ялсем пысăк мар пулнипе çыхăннă.

Çĕнĕ пўрт ĕçкине кил хуçисем хавхаланса хатĕрленнĕ, тăванĕ-хурăнташĕсем умĕнче сумлăрах курăнас килнĕ. Чăвашсем ĕçкĕ ирттерес пулсан ытларах сăра ĕçнĕ, çавăнпа ăна чылай хатĕрленĕ. Сăра тума пысăк чанпа усă курнă. Кил хуçи хĕрарăмне пĕччен ĕлкĕрме йывăр пулнăран çывăх тăванĕсенчен е пускилсенчен кама та пулин пулăшма ыйтнă. Пирĕн Уйкас-Янасал тăрăхĕнче ĕçкĕ-çике хатĕрленнĕ чух пўрт-çурт тасатма, сĕтел-пукан, урай çума Купăрля çырминчен Мăн Киремет текен вырăнтан таса хăйăр кутамккаласа йăтса килнĕ. Кăмака шуратма вара хальхи вăхăтра Етĕрне районне кĕрекен Анат Сăнар ялĕ çумĕнчи çырмаран шурă тăм илсе килеççĕ. ­Ĕçкĕ-çикĕ ирттерме пускилсенчен сĕтелсем илсе пынă, пўртре темиçе сак вырнаçтарнă, вырăн таврашне чăлана илсе тухса хунă. Сак çине сарма ятарласа кĕççе хатĕрленĕ, вăл шăпах сак сарлакăш пулнă.

Кил хуçи арăмĕ тур кĕтессине хăй аллипе тĕрленĕ чĕнтĕрленĕ ал шăлли çакнă. Çĕн пўрт ĕçки кун сĕтел çине пуçламан çавра çăкăр е хăпарту хунă, хăпарту çине çўхў, çўхў çине чăкăт хунă. Сĕтел çине шайкапа (ятарласа сăра тытма тунă йывăç савăт) сăра тултарса лартнă. Çав шайкара сăра темиçе кун ларсан та пăсăлман. Эрехе четвĕртпе лартнă, хăнасене вара шкаликпе (эрех ĕçмелли савăт, унта 0,06 литр60 грамм кĕрет) ĕçтернĕ. Икĕ шкалик — пĕр черкке (чарка) чухлĕ пулать. Ĕлĕк эрехпе ытлашши иртĕхмен, çавăнпа эрех савăчĕ те пĕчĕк пулнă. Сăрине вара ятарласа тунă кĕреке куркипе — сăра куркипе (кĕске авăрлă çăпала) ĕçтернĕ, унпа урăх ним те тытман. Тăвансене хăналама çавăн пекех лаçра мăн хуранпа яшка пĕçернĕ. Сĕтел çине çĕр улми, купăста, тăпăрч куклисем, çўхў хунă. Чашăксемпе тăварланă хăяр, кăмпа, йўçĕтнĕ купăста, пан улми, хур-кăвакал усракансем хур-кăвакал ашне (кăмакара типпĕн лартса пĕçернине) лартнă. Выльăх пуснă пулсан шăрттан та туса хатĕрленĕ. Хăнасем килсе çитсен вĕсене кĕрекене вырнаçтарса вĕри яшка çитернĕ.

Çĕнĕ пўрт ĕçкине кăнтăрлах пуçланă. Ыттисенчен маларах упăшкин тата арăмĕн ашшĕ-амăшĕсем килсе çитнĕ. Турăш умĕнче кил хуçи çурта çутнă, сăхсăхса Турра кĕлтунă. Унтан ашшĕ-амăшĕсене кĕрекене лартнă, вĕсем çак пўртре перекетпе тăнлă-сывлăхлă пурăнмалла пултăр тесе ырă сунса кĕрсе ларнă. Сĕтел çинчи пур куркана та анчах пуçласа ăсса кĕнĕ сăра тултарнă.  Кил хуçисене — упăшкипе арăмне пĕрер курка сăра тыттарса, пуçа чиктерсе кĕреке умне тăратнă. Вара ашшĕпе амăшĕ пиллеме пуçланă:

— Ну, ачасем, кайăк-кĕшĕк те чĕпписене ўстерсен хăйĕнчен уйăрать. Эсир те кăкăр сĕчĕпе ўссе мăнă пултăр. Мăнăна мăшăр туса сире çукпа уйăртăмăр. Çукран пурлă пулăр. Ĕçлесе пурăнма, пурнăç тытма сывлăхлă пулăр! Таса пĕр Турă ячĕпе: уй амăш перекечĕ, йĕтем амăш перекечĕ, кил амăш перекечĕ, карта амăш перекечĕ, кĕлет амăш перекечĕ, çĕнĕ пўрт перекечĕ сыхласа пурăнтăр. Пĕр пĕрчĕ вырăнне пин пĕрчĕ пултăр. Пус çумне пус хушăнтăр, çĕрлĕ-шывлă пулăр; ĕçре телей тупăр, çакăнти пекех, кĕрекĕрте тулли ĕçсе-çимелли пултăр. Ачамăрсем, эпир каланине Турă илттĕр, Турă пиллетĕр! Пиллени сирех пултăр! — тенĕ.

Пиллесе пĕтернĕ хыççăн упăшки ашшĕне, арăмĕ амăшне тав сăмахĕ каласа сăра курки панă. Ашшĕ-амăшĕ хăйсем илсе килнĕ сăрана малтан ĕçнĕ, унтан кил хуçисене ĕçтернĕ. Çавăн хыççăн тин четвĕрт пуçласа эрех  ĕçтерме тытăннă.

Хăнасем килсех тăнă, кил хуçисем вĕсене тарават кĕтсе илнĕ, кĕрекене лартнă, сăра курки парса ăшшăн калаçнă, çийĕнчех вĕри яшка çитернĕ, тимлĕн  пăхнă. Çав хушăрах хăнисем те кил хуçисене ырă сăмахсем каласа хăйсен кукăлĕ-çăмахĕпе хăналанă, сăри-эрехне тутантарса пăхтарнă. Ĕлĕкренпех çĕнĕ пўрт ĕçкине кашниех сăрапа, эрехпе, кучченеçпе, хăйсем туса хатĕрленĕ, кил таврашĕнче усă курмалли япала-парнепе кайнă, ытларах — савăт-сапа е тĕртсе тунă çитти, е кĕпе-тумтир илсе пынă. Хальхи вăхăтра лавккара туяннă япала е тата темиçе мăшăр пĕрле пулса пысăкрах, хаклăрах япала (ковер, палас, тĕрлĕ сĕтел-пукан т. ыт. те) парнелеççĕ.

Ĕçкелесе çикеленĕ хыççăн кил хуçи юрă пуçласа панă. Хăнисем юрланă вăхăтра, ташă пуçличчен, пĕри (шўт тума юратаканни) пўрте тултан вутă шаршанĕ çинчен 3—4  вут пуленки йăтса кĕрсе кăмака умне урайне хунă. «Кăмаки вĕри пултăр! Çимĕçĕ тутлă пиçтĕр, перекетлĕ пултăр», — тенĕ.

Çĕнĕ пўрт ĕçки вăрăма пынă, пĕрремĕш кун çитейменнисем иккĕмĕш, виççĕмĕш кунсенче килме пултарнă. Чăрмавлă пулсан та кил хуçисем хăнасене аван кĕтсе илнĕ, юрласа-ташласа ĕçсе çинĕ.

Çĕнĕ пўрт ĕçки юрри

Хисеп туса чĕнчĕç те, (2 хут)

Килмесĕр мĕнле чăтас. (2 хут)

Ой-йа-рай-йа-я.

 

Çĕн пўрт ĕçки терĕç те, (2 хут)

Юрламасăр çтан чăтас? (2 хут)

Ой-йа-рай-йа-я.

 

Çĕнĕ урай терĕç те, (2 хут)

Ташламасăр çтан чăтас. (2 хут)

Ой-йа-рай-йа-я.

 

Сĕне-сĕне ĕçтерсен (2 хут)

Ўсĕрлмесĕр çтан полать. (2 хут)

Ой-йа-рай-йа-я.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед