Халăх сăнанинчен
Ыйхă
пусса килсен — тăван килессе.
Сылтăм
хăлха шăхăрсан — лайăх хыпар илтессе.
Пит
пĕçерсен — çын çиет.
Сылтăм
ал тупанĕ кĕçĕтсен — çывăх çынна
курасса.
Сылтăм
ал тупанĕ кĕçĕтсен — укçа пуласса, сулахай ал
тупанĕ кĕçĕтсен — укçа тухса каясса.
Сылтăм
ура лаппи кĕçĕтсен — инçе çула, сулахай ура кĕçĕтсен
— усăсăр çула тухни.
Ват
çынсен шăм-шак ыратсан — çанталăк пăсăласса.
Сылтăм
хăлха кĕçĕтсен — çанталăк сивĕтессе.
Чўречерен
кайăк шаккарĕ пулсан — çанталăк сивĕтессе.
Пўрт
стенисем шартлатаççĕ пулсан — усал пур.
Кил-çурта
усал ан кĕ(р)тĕр тесен алăк çумне такана çапмалла.
Алăк
хушшине ура хупăнчĕ — çын килессе.
Кушак
кăмака çинчен анмасть — çанталăк сивĕтет.
Кушак
урайĕнче выртать — ăшăтать.
Йытă
йăваланать — çил-тăман тухасса.
Йытă
кил тĕлĕнче çўлелле пăхса улать — хуйхă пулать.
ĕне
кайри урине силлет — çанталăк сивĕтет.
Чăх
улăм çакса çўрет — çын вилессе.
Чăхсем
вăрçаççĕ — килте хирĕçў пулать.
Чăхсем
пыйтă пăхаççĕ — çумăр пулать.
Тĕпсакайĕнче
шапа юрлать — çумăра.
Шашкар тăрăхĕнче Г.Г. Мерлова пухнă.
* * *
Октябрьте
аслати авăтсан хĕлле юр сахал пулать.
Кĕркунне
вăрăм тунасем пулсан хĕл ăшă пулать.
Кĕр
ăшă пулсан хĕл вăрăм пулать.
Хĕл
сивĕ пулсан çу питĕ шăрăх пулать.
Лаша
ăшăтас умĕн выртать, сивĕтес умĕн тăрать.
Çуркунне
хурăн йăмраран малтан çулçă кăларсан
çу питĕ типĕ пулать, йăмра малтан
çулçă кăларсан çу йĕпе пулать.
Хура
кураксем вĕçсе килнĕ хыççăн тепĕр
уйăхран юр ирĕлсе пĕтет.
Пĕрремĕш
юр курăннă хыççăн тепĕр уйăхран хĕл
ларать.
Хур
хăрах ура çинче тăрсан çанталăк сивĕтет,
шывра вылясан — ăшăтать,
сăмсине çунатти айне пытарсан хĕл ир ларать.
Юр
шăннă çĕр çине выртсан тыр-пул ăнса пулать.
Мулкачсем
пахчасене пырсан хĕл сивĕ пулать.
Çулла
çырла ăнса пулсан хĕл сивĕ пулать.
Чĕкеçсем
çĕр çумĕнчен вĕçсен часах çумăр
пулать.
Хунтăкасси ялĕ, С.И. Иванова пухнă.
Кам
малтарах акать, вăл ака вăрлăхне çухатмасть.
Ыраш
типĕ вырăна юратать.
Лайăх
çĕр çине çур тыррине малтан ак, начар çĕр
çине — каярахран.
Шапа
макăрсассăн сĕлĕ ак.
Çĕр
— тарелка, мĕн хуратăн —
ăна илетĕн.
Çакса
хунă хуран силленсе тăрсан çемьере пăтранчăк пулать.
Куç
сиксен — кам та пулин тиркет.
Пит
пĕçерсен намăс курмалла пулать.
Кушак
çул урлă каçсан телей пулмасть.
Уяр
çанталăкра шăл кăларсан чир урăх шăла
куçмасть.
Çула
тухсан çăхан сассине илтсен телей пулмасть.
Пилеш
çырли нумай пулнă çул ачасене йывăр çул пулать.
Çанталăк
çинчен калаçнă чухне «çанталăк усал» теме
юрамасть, çылăх пулать тет.
Çамрăк
çын кулнă чух ик пит çăмарти путса тăрсан
çав çын авлансан арăмне чуптусах пурăнать тет.
Хĕре
айккинчен кăт тĕксен шарт сикет пулсан — ун упăшки пит шухă
пулать тет.
Çула
тухнă чух хĕрарăма тĕл пулсан ăнăçу
пулмасть тет, аллинче япала пулсан е йывăр çын пулсан — лайăх
тет.
Çăлтăр
ўкнине курсан ман çăлтăр çўлте тесе калама хушнă.
Çĕнĕ
уйăха курсан уйăха туллилĕх, хура халăха
çăмăллăх, мана телейлĕх тесе калама хушнă.
Çула
тухнă чух Турă, пулăш, ырă янаварпа вăй-хăват
пар, килтисене те лайăх усра тесе каламалла.