Кĕске юмахсем

Захар кăмпана кайнă тет, пĕрни шăтăк пулнă тет.

«Чĕр пуç май тупать», — тесе калать тет пĕри ĕлĕк пўрт кĕтессине татса хутса.

Пĕр кĕсре калать тет: «Тăхăр тиха турăм, мăйран хăмăт каймарĕ». Пĕр амăшĕ калать тет: «Икĕ ывăл  пур, икĕ кин пур, алăран ĕç каймарĕ».

Кахалпа юлхав улмуççи кутĕнче сулхăнра выртаççĕ тет. Кахал калать тет: «Ах, çак улмуççин пĕр улми ман çăвара ўксессĕнччĕ...» Юлхав: «Ах, тус, эсĕ çак сăмаха калама мĕнле ўркенместĕн?» — тесе калать тет.

Сĕлли калать тет: «Пылчăка аксан та вăхăтра актăрччĕç», — тет. Ырашĕ калать тет: «Тусан айне аксан та вăхăтра актăрччĕç. Вара кĕрекене ларĕччĕç», — тесе калать тет.

Кашкăрсем сурăха тытиччен чăвашсен Пихампар турринчен камăн сурăхне тытмаллине ыйтаççĕ тет. Пихампар турă çылăхлă хресчен сурăхне тытма хушать тет. Кашкăр вара çылăхлă хресченĕн сурăхне тытать тет. Çавăнпа чăваш сурăха кашкăр тытсан: «Турă пўрни», — тет.

Пĕррехинче хуняма карчăкĕ çĕнĕ çынна яшка пĕçерме хуран çума хушрĕ тет. Кинĕ хунямана юрас тесе хурана тăрăшсах çурĕ тет. Карчăк пырса пăхрĕ тет те: «Таса çуман, тепĕр хут çу», — тесе каларĕ тет. Кинĕ хурана кĕлпе, хăйăрпа сăтăрать тет, хуняма карчăк таса мар тесе яшка пĕçерме ирĕк памасть тет. Çамрăк çын хурана шал енчен мар, тул енчен те хăйăрпа, кĕлпе сăтăрса çап-çутă çутатса лартрĕ тет. Хуняма пурпĕрех япăх çунă тесе тиркет тет. Кинĕ алăпа тытнă хуран хăлăпне çума тăнламан та тет.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед