Мифсем, халапсем, юмахсем

Пĕр пĕчĕкрех ача сăрт хĕрринче ĕне çитерсе çўренĕ тет. Кĕтмен çĕртен ун умне пĕр пирĕшти тухса тăнă та: «Епле илемлĕ вырăн райри çынсемшĕн!» — тет. Ача ăна-кăна шухăшламасăр: «Вилсессĕн эпĕ çак вырăнта çăва пуçĕ пулатăп», — тесе каларĕ тет.

Ача ўссе çитсе яш пулать, авланса ача-пăчаллă та пулать. Часах вилĕм вăхăчĕ те çитет. Чăнах та, çак çынна вилсен çăва пуçĕ турĕç тет. Чĕлхе çине килни ума çитет тет.

*   *   *

Пĕр карчăкăн çав тери вилес килмен тет. Вилĕм ун патне ĕнтĕ икĕ хутчен те пычĕ тет. Вара карчăк вилĕме: «Тепĕр пĕр-икĕ сехет те пулин тăхта-ха, халех ан илсе кай», — тесе каларĕ тет. Вилĕм тухса кайсанах карчăк пытанма шут тытрĕ тет. Йĕри-таврах вырăн шырарĕ тет, ниепле те вырăн тупайман енне пыл каткине сикрĕ  тет. «Ах, кунта тупать пуль», — тесе пыл каткинчен тухрĕ тет те тĕк усранă каткана кĕрсе ларчĕ тет. Анчах та нумаях лараймарĕ тет, вилĕм кунта та тупатех пуль тесе сиксе тухрĕ тет. Хăй вара шап-шурă мамăк тет. Çав вăхăтрах вилĕм килчĕ тет. Хай карчăка паллаймарĕ тет те ахалех тухса кайрĕ тет.

Çав карчăк халĕ те пурăнать тет. Вилĕм тек пĕрре те килмерĕ тет карчăк патне.

*   *   *

Пĕр арçын арăмĕ çине шутсăр тарăхнă тет. «Тухам та çакăнам», — тесе вĕрен йăтрĕ тет те сарай хыçне тухса кайрĕ тет.

Сарай хыçне çитрĕ тет те Турра кĕлтăвать тет: «Эй, Турă, каçар. Хăрататăп анчах, халех вилес килмест-ха», — тесе калать тет. Унччен те пулмарĕ тет, арçурисем вĕрен йăтса каллĕ-маллĕ утаççĕ тет: «Халь кăна çакăнтаччĕ, ăçта кайса кĕчĕ-ха?» — теççĕ тет, арçынна курмаççĕ тет.

Турра кĕлĕ туни арçынна вилĕмрен çăлса хăварчĕ тет. Старик халĕ те пурăнать тет.

Улăп

Улăп вăл пĕлĕт çўллĕш пысăк, калама çук вăйлă çын пулнă. Улăп çăпатинчен силлесе хăварнă тăпра хальхи пысăк тĕмескесем тет.

Çĕр праçникĕ чухне халĕ те ваттисем çав тĕмескесенчен пĕршер ывăç тăпра илсе пахча çимĕç лайăх пултăр тесе пахчана сапаççĕ.

Атапай ялĕ, Е.П. Колбасова  1989 ç. пухнă.

Сардон

ĕлĕк-авал Пăшатан ялĕ йĕри-тавра юмахри пек сĕм вăрман кашласа ларнă. ăна Каршлăх вăрманĕ тесе каланă. Ку тăрăхра ялсем нумаях пулман. Хальхи Макçикасси ялĕпе тĕлме-тĕл вăрманлă-хăйăрлă сăрт аякранах курăнса ларнă. Ун çинче ылтăн сăрăпа сăрланă чиркў пĕлĕтелле кармашнă. Чиркў чанĕ янрани вунă-вун пилĕк çухрăма илтĕннĕ. Кунти вăрманта яштака та çўллĕ каршсем (каврăç йывăççисем) ўснĕ, инçех те мар çап-çаврака тĕпсĕр кўлĕ (Макçикасси çумĕнчи Çуткўль, маляри вăрăм тунисем хунанăран унти шыва Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Сĕнтĕр шывне юхтарса янă) çуталса выртнă.

Çак илемлĕ вырăна Сăр шывĕ енче пурăнакан пуян ывăлĕ Пикур куçса килнĕ. Каршлăх вăрманĕ хĕррине çурт лартса арăмĕпе тата тăватă çулхи Дон ятлă ывăлĕпе пурăнма пуçланă. Пикурăн арăмĕ, Слиша, çĕнĕ çĕрте нумаях пурăнайман, семĕк (ку тăрăхри чăвашсем маляри чирне çапла каланă) чирĕпе чирлесе вилсе кайнă. Дон юратнă амăшĕсĕр тăрса юлнă. Пикур ачине лăплантарас вырăнне хĕненĕ, çапнă, çĕр хута хăвала-хăвала янă, киле кĕртмен. Дон тарçăсем патĕнче е ăçта май килнĕ çавăнта çывăрса пурăннă. Пикур Шурча таврашĕнчи Аслут ятлă пуянăн хĕрне Ахиляна качча илсен Дон ашшĕ килне пачах кайма пăрахнă, вăрманта çухалса çўренĕ. Анчах кашни хутĕнчех тарçăсем ăна тупса килнĕ.

Каршлăхран вунă çухрăмра Атăл хĕрринче вырнаçнă Ильинка ялĕнче Илькен пуян пурăннă. Илькен патĕнче Раш ятлă çын тарçăра ĕçленĕ, унăн ача-пăча пулман. Лапуш сĕннипе вăл Дона усрава илнĕ.

Рашпа унăн арăмĕ Пехил Дона юратса пăхнă. Дон чирлемен, хăвăрт ўснĕ. Раш ăна хăйпе пĕрле кĕтў пăхма илсе çўренĕ, нумай юмах-халап каласа панă.

Çапла çулсем иртнĕ. Дон çитĕнсе çитнĕ, вăй-халран та, сăн-питрен те вăл хўхĕм каччă пулса тăнă.

Пикурăн çĕнĕ çемйинче хĕр ача çуралнă. Пикур çав тери хĕпĕртенĕ. Хĕр ачана Сара ят панă. Хĕр ача таса та сывă, хăвăрт ўснĕ, тарçăсен ачисенчен ютшăнман, вĕсемпе ялан пĕрле вылянă, савăннă. Пикур Сара хыççăн çўреме, ăна  асăрхама хăйĕн таватлă тарçине Литана çирĕплетсе хунă. Литан хĕр ачана ейкеленме (çуллахи вăхăтра тарçăсен ачисемпе вăрман тăрăх çўреме) ирĕк паман.

Сара майĕпен ĕçе вĕренме пуçланă. Харапа, хăйĕн хĕр тантăшĕпе, вĕсем патĕнче хуçалăхри ĕçсене хутшăннă.

Ку таврари çамрăксем юрлама юратнă. Уйрăмах Сара юрлама тытăнсан тавралăх тĕпренех улшăнса çĕнелнĕ евĕр туйăннă, вăрман янраса тăнă, пĕтĕм чĕр чун, кайăк-кĕшĕк шăпланнă.

Илькен тарçисене хĕлĕн-çăвĕн вăрман кастарнă. Вĕсем йывăç тĕпĕсене кăкласа сухаламалли уйсен лаптăкĕсене пысăклатнă. Рашпа Дон та çак ĕçрен юлман. Доншăн хĕллехи вăрманта ĕçлесси юмахри пек туйăннă.

Пĕррехинче делянкăри (йывăç касма ятарласа уйăрнă, палăртнă вăрман участокĕ) çынсем пĕрин хыççăн тепри килелле туха-туха утнă. Рашпа Дон кăна каярах юлнă. Çав самантра вĕсенчен инçех мар хĕрсен ушкăнĕ юрласа иртсе пынă. Ку хĕрсем Пикур тарçисем пулнă. Вĕсем çав тери кăмăла çĕклентерекен юрă юрланă. Дон хастарланса хĕрсене чарăнсах юрласа пама ыйтнă. Юрă сăмахĕсене пуçласа юрлакан, шăнкăрав евĕр уçă сасăллă, çепĕç те хитре пит-куçлă хĕр Дон чĕрине тыткăнланă. Хĕрĕн юрри-кĕвви те юлташĕсенчен ăнланмалларах, лайăхрах тухнă, унăн кăвак куçĕсем те йăвашрах пăхнă. Çав куçсем каччă çинчен хăпма пĕлмен, вĕсем Доншăн кăна юрланă пек туйăннă.

Дон, çулалла çитнĕ йĕкĕт, çав кунтан пуçласа канăçне çухатнă, унăн чун-чĕрине темĕнле вăй тыткăна илнĕ тейĕн.

Илькенĕн икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Аслă ывăлĕ вун икĕ-вун виçĕ çулта урине хуçнă та уксах пулса юлнă. Вăл Минрас ятлă пулнă. Вăталăх ывăлне Рапал тесе чĕннĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă. Хĕрĕ — Орина — ытти хĕр упраçпа пĕрле яланах юрла-юрла тĕрĕ тĕрлеме юратнă.

Илькен хăйĕн пуянлăхне хушас тата нумайрах çĕр çавăрса илес шутпа аслă ывăлне Минраса вăрманти пĕр хăртнăра çурт-йĕр лартса панă. Çапла вара ку вырăнта Мăн Тутаркас ялĕ пуçланса кайнă. Илькен тутар çынни пулнă, çавăнпа унăн аслă ывăлĕн ячĕпе яла («Минрас» калама йывăр пулнă ĕнтĕ) Мăн Тутаркасси тенĕ. Вăталăх ывăлне юнашар хăртнăра вырнаçтарнă. Унта Малти Тутаркасси ялĕ пулса кайнă.

Çурт-йĕр лартма ĕлĕк вăрман касса уй тумалла пулнă. Пуянсен тарçисем тепĕр чухне вăрмана çунтарнă. Пĕррехинче çунакан вăрмана сўнтереймен, вара пысăк лаптăк çинчи вăрмантан кăмрăк кăна тăрса юлнă. Çак вырăнта Минрасăн тарçисем хăйсем валли çурт-йĕр купаланă. Çапла Кăмăркасси ялĕ пуçланса кайнă.

Илькен Орина ятлă хĕрне мĕншĕн юратманнине никам та пĕлмен. Пĕррехинче, çуркунне, вăл хĕрне пĕтĕ ĕне çавăттарнă та килтен хăваласа кăларса янă. «Çак ĕне ăçта çитсе пăрулать, çавăнта хуçа пулатăн», — тенĕ. Вара ăна хальхи Оринино ялĕ вырăнне, вăрман уçланкине, хуçалăх çавăрса панă.

Сара Пикурăн Лапуш ятлă тарçин Мак ятлă ывăлĕпе туслă пулнă, çамрăксем пĕрне-пĕри юратнă. Сĕнтĕр шывĕ хĕрнелле вăрмантан пĕр илемлĕ вар тухнă. Çак вар айлăмĕ Сарăпа Макăн чи юратнă вырăнĕ пулнă. Вĕсем кунта тĕл пулмасăр пĕр кун та иртмен.

Мак час-часах чирленĕ. Пĕррехинче унăн ўт-пĕвĕ çеç мар, куç шурри те сап-сарă саралнă. Вăл çак вар айлăмĕнче кăна чечекленекен сар пуç тунине çинĕ те хăйне канлĕрех туйнă, çавăнпа кунтан киле те каясшăн пулман, Сара темĕнле тархасласан та пĕчченех варта юлнă. Сара ырă мара сиссе юлташĕсене, Посипе Тоша (Пикур тарçисен ачисем), чĕнме кайнă, анчах лешсем килте пулман. Шыранă — тупайман... Çав вăхăтра Мак вилсе кайнă.

Мак вилсен халăх хушшинче: «Çынна питĕ вăйлă юратсан юратнă çыннăн сăнĕ çапать», — тенĕ сăмах сарăлнă. Сарăпа Мак ялан тĕл пулакан вар айлăмне çавăнтан пуçласа Сарамак варĕ тенĕ. Сарамак (желтуха) чир ячĕ те, сарамак (сар пуç, примула (первоцвет) курăкĕн ячĕ те çавăнтанах пуçланнă теççĕ.

Тепĕр çуркунне Сарăпа Дон тĕл пулнă, паллашнă, чылай вăхăт хушши калаçнă. Дон пирвайхи тĕлпулу хыççăн хăйне çĕнĕрен çуралнă пек, çунатланнă евĕр туйнă. Уншăн пĕтĕм çут çанталăк çуталнă, тавралăх улшăнса çĕнелнĕ. Дон хăйĕн юратăвĕ çинен Раша каласа парасшăн пулнă, анчах вăтанчăк пулнăран каласа парайман.

Донпа Сара тĕлпулăвĕсем хутран-ситрен мар, хăйсем малтан калаçса татăлнă тăрăх пулса пынă. Ку тĕлпулусем çăмăлттайлă шухăшлă е тĕллевсĕр мар, тарăн пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Лапуш Дон кам ывăлĕ пулнине лайăх пĕлнĕ, çав вăхăтрах Сара кам хĕрне те аван чухланă. Анчах Пикурпа çывăхрах тăванланас ĕмĕтпе хăй пĕлнине никама та каламан, Раш ыйтнипе хăйматлăх ашшĕ пулма килĕшнĕ, Дона пулăшма сăмах панă. Кĕçех таврана Дон Пикур хĕрне качча илет тенĕ сăмах сарăлнă...

Шутлă кун хăвăрт çитнĕ. Икĕ енчисем пĕрле палăртнă кун Донпа Сарăна чул чиркĕве венчете илсе кайнă. Халăх çав тери нумай пулнă. Чиркĕве венчет вăхăтĕнче тăват çĕр çын ытла кĕнĕ. Çак чул чиркў хăйĕн ĕмĕрĕнче те кун чухлĕ çын курман. Венчет пуçланнă вăхăтра çак чиркў пĕтĕм халăхĕ-мĕнĕпех çĕре путса анса кайнă. Çавăнтан вара халиччен чиркў тăнă вырăна Сардон сăрчĕ, чиркĕве Сардон чиркĕвĕ теççĕ.

Чиркў путса аннă пирки ĕлĕк çапла ăнлантарнă: «Донпа Сара ашшĕ пĕр çын, амăшĕсем уйрăм çынсем пулсан та вĕсем пĕртăвансем, пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Вĕсене пĕрлешме юраман, çавăнпа чиркў путса аннă», — тенĕ.

Преданире каланă вырăнти сăрт çийĕнче айлăм вырăн чăнах та пур. Унта шултра йывăçсем çитĕнеççĕ.

Преданире асăннă ĕç XVII—XVIII ĕмĕрсенче пулма пултарнă, мĕншĕн тесен çав вăхăтра чул чиркўсем нумай лартнă.

1968—1970 çулсенче Макçикассинчи ватă çынсем каласа панă тăрăх, 1921, 1927 çулсенче икĕ хутчен çак вырăна тĕпчеме Ленинградран (халĕ Санкт-Петербург) археологи экспедицийĕ килсе кайнă.

Пăшатан ялĕ, А.В.Григорьева çырса панă. 2003 ç.

Кĕпе-йĕм сăрч

Очăкасси ялĕнчен кăнтăралла, Шупуç тата Шетмĕпуç ялĕсем хушшинче Мăн ырă, Мăнçот (Мăн çотă), Хĕрĕх вар поçĕ, Вăрман ката ятлă пысăках мар вăрмансем пур. Мăнçот, Мăн ырă вăрманĕсем ĕлĕк-авал чўклеме вырăнĕсем пулнă пулмалла. Вĕсем ку таврари чи çўллĕ тўпеме вырнаçнă. Мăнçот вăрманне тепĕр майлă Хĕрĕх вар поçĕ тесе те калаççĕ. Шуркассинчен пуçласа Муркаш шывĕ тăрăх кăнтăралла хĕрĕх вар таран шутласа кăларнă. Пурнăç аталанса улшăннă май хăш-пĕр вар ячĕсем те улшăннă. Акă Мăнçот вăрманĕнче Варринчи вар тата Варринчи вар сăрчĕ пур. Варринчи вар сăртне ĕлĕкрех çынсем Кĕпе-йĕм сăрчĕ тетчĕç. Ытти вырăнсемпе танлаштарсан çаксăртра халĕ те пилеш йывăççи уйрăмах нумай ўсет. Кĕпе-йĕм сăрчĕ ят çапла пулса кайнă.

ĕлĕк-авал ку сăрта йывăр та вăрах чирлесе хĕне кайнă çынсем сипленес шухăшпа пуççапма килсе çўренĕ. Хĕвел тухас вăхăтра чирлĕ çыннăн çак сăрта çитмелле пулнă. Çамрăк пилеш тупса çĕçĕпе пилеше тăрринчен пуçласа тĕпне çити варринчен çурмалла, унтан хăй çинчи пĕтĕм тумтире хывса пăрахмалла, сипленес тĕллевпе ăрăм сăмахĕсем каласа çурнă пилеш варрипе тухмалла, вара çап-çара кĕлеткепех киле васкамалла. Çул çинче никама та тĕл пулма юраман. Кама та пулин курни чир-чĕре парăннине пĕлтернĕ. Киле çитсе çăвăнса çĕнĕ тум тăхăннă. Вара çын хăй сываласса ĕненнĕ. Çакăн çинчен никама та каласа памалла мар тенĕ.

ĕлĕкрех кĕпе-йĕм хывса хăварасси час-часах пулнă пулас. Ахальтен-им сăртне çавăн пек ят панă. Унти кĕпе-йĕм çаплипех çĕрсе пĕтнĕ, никам та вĕсене ним валли та илмен, усă курман. Ялти çынсем пилеш йывăççи витĕр тухма кайни колхозсем тунă хыççăн та, 1932 çулта, пулнă пулĕ теççĕ. ĕçпе килнĕ пĕр милиционер (ятне астумастăп) вăрманта тем сыхланă-шыранă. Вăл хĕвел тухас вăхăтра вăрмантан çарамас хĕрарăм тухнине, ыраш уйне кĕрсе çухалнине курнă. Анчах та ни шыраса тупайман, ни паллайман ăна. Ялти çынсене хăй мĕн курнине каласа парсан леш çынсем чирлĕ хĕрарăм пулĕ тесе ăнлантарнă. Ун хыççăн урăх никама курнине те асăнакан пулман.

Шупуç ялĕ, 79 çулхи А.Д.Белова каласа панине 1999 ç. Э.В.Матвеева çырса илнĕ.

Çуткўль

Олăх ялĕнчи Чакак урамĕпе тухсан сарлака та тип-тикĕс Çуткўль ятлă улăх сарăлса выртать. ĕлĕк çак улăх варринче питĕ пысăк та тарăн, тăп-тăрă шывлă кўлĕ çуталса выртнă. Вăл аякранах курăннă. Çак кўлле халăх питĕ хисепленĕ. Ваттисем каланă тăрăх, унта сурма, кĕпе-йĕм çума юраман. Ял çыннисем кашни çулах хур е кăвакал пусса çак кўлле парне панă. Çавăн пек тумасан хур-кăвакал çăвĕпех çухалнă.

Кўлĕре тĕрлĕрен пулăсем нумай пулнă. Çуркунне Çуткўль пăрĕ çыран хĕррипе ирĕлсен, пăрĕ çавракипех путсан çав çул ăçта та пулин пăр çунă. Кўлĕри пăр пĕр пек ирĕлсе пĕтсен çу лайăх пулать тенĕ. Çичĕ çулта пĕрре кăна пăр çунине асăрханă.

Пĕррехинче пĕр хĕрарăм кўлĕре ача-пăча кĕпине çунă. Тепĕр кунне ирхине çынсем кўлĕ çуккине курнă. Кўлĕ сывлăша çĕкленнĕ те урăх вырăна вĕçсе кайнă. Вăл вĕçсе кайнă çул çинче пулăсем выртса юлнă. Çынсем вĕсене пуçтарнă. Кўлли вара Турай тăрăхне вĕçсе кайнă иккен.

Сăра тунă вар

Юнкă тăрăхĕнче Сăра тунă вар текен вырăн пур. ĕлĕк сăра, хальхи пек, килте туман. Çурт тăррисем веçех улăмран пулнă, пушар тухасран питĕ хăранă, çавăнпа сăра тума вара çўренĕ. Кашни çыннăн сăра тумалли вырăн пулнă. Унта лавпа хуран, катка-пичке т.ыт.те турттарса кайнă. Кунĕпе вĕретнĕ, сивĕнме çĕрлене те хăварнă, анчах пĕр-пĕрне сăтăр тăвас текен пулман. Çак варта сăра тунăран ăна Сăра тунă вар тенĕ.

Юнкă сали, Н.В.Шандимирова çырса панă. 2003 ç.

Вупăр карчăк

Карчăкпа старик пурнаççĕ. Çавсен çичĕ хĕр. Çичĕ хĕр пĕр каçрах сўс тыллаççĕ, арлаççĕ, пир тăваççĕ, чўхеççĕ. Çавсем пĕрре пир чўхеме шыв хĕрне кайрĕç. Вупăр карчăкĕ шыв хĕрне анчĕ, таканапа шывра виçĕ хутчен йăр-яр! ярăнчĕ. Хĕрсем карчăка калаççĕ: «Кинеми, ма пирĕн пата ларма пымастăн?» — теççĕ. Вупăр карчăкĕ калать: «Йыттуна чарăр», — тет.

Çав хĕрсен йытă пулнă. Хĕрсем киле таврăнчĕç те йыттăн пĕр урине çапса хуçрĕç тет. Карчăк хĕрсем патне ларма пырать. Пычĕ те юрлать: «Картин-картин карта урлă, карта урлă каçма пар, çак çичĕ хĕр пуçне çиме пар», — тет. Йытă юрлать: «Ляв-ляв, çитермĕп», — тет. Карчăк хўрине тăратса тарать.

Хĕрсем каллех пир чўхеме кайрĕç. Карчăкĕ каллех такана ăшне ларса виçĕ хут шыва чăмрĕ. Хĕрсем калаççĕ: «Кинеми, ма пирĕн пата ларма пымастăн?» Карчăкĕ: «Йыттуна чарăр», — тет. Хĕрсем киле кайрĕç, йыттăн тата тепĕр урине çапса хуçрĕç. Карчăк пычĕ те юрлать тет: «Картин-картин карта урлă, карта урлă каçма пар, çак çичĕ хĕрĕн пуçне çиме пар». Йытă юрлать: «Ляв-ляв, çитермĕп». Карчăк хўрине тăратса тарать.

Хĕрсем татах пир чўхеме кайрĕç, карчăка курчĕç те калаççĕ: «Кинеми, ма пирĕн пата ларма пымастăн?» — теççĕ. Вупăр карчăкĕ каллех: «Йыттуна чарăр!» — тет. Хĕрсем киле кайрĕç те йыттăн тепĕр икĕ урине те çапса хуçрĕç. Карчăк пычĕ те юрлать тет: «Картин-картин карта урлă, карта урлă каçма пар, çак çичĕ хĕрĕн пуçне çиме пар», — тет. Йытă вилсех кайман: «Ляв-ляв, çитермĕп», — тет. Карчăк татах тарчĕ.

Хĕрсем пир чўхеме анчĕç, карчăка ларма чĕнчĕç. Карчăк йытта чарма хушать. Хĕрсем йытта çапса пăрахрĕç тет те кĕлеткине пĕр кўлĕ хĕрне пă­рахрĕç.

Хĕрсем киле кайса çывăрчĕç тет: пĕри кăмака çине, улттăшĕ сентре çине. Карчăк пўрте кĕчĕ, сентре çине хăпарчĕ, хĕрсене çиме пуçларĕ. Кăмака çинчи калать: «Мĕн çиетĕн, кинеми?» — «Кантăр вăрри çиетĕп». — «Мĕн пăрахатăн, кинеми?» — «Пушмак пăрахатăп».

Хăй хĕр шăммисене пăрахать. Хĕрсене улттăшне çавăн пек çирĕ. Кăмака çинчи çавна сисрĕ те анкарти хыçне тарчĕ.

Карчăк та кăштах тăрсан анкарти хыçне тухрĕ те вăкăр пулчĕ, йытта пăрахнă кўлĕ хĕрне шыв ĕçме анчĕ. Кăмака çинчен анса тарнă хĕр çав кўлĕ хĕрне пырса тăнă. Вăкăр шыв хĕрне анчĕ те хĕр юрлать: «Карчăк хырăмĕ çурăлтăр, карчăк хырăмĕ çурăлтăр!» Вăкăр хырăмĕ çурăлчĕ кайрĕ тет. Ултă хĕр сикрĕç тухрĕç тет. Йытă та кўлĕрен тухрĕ те вăкăра çиме тапратрĕ тет.

Çеçмер ялĕ, 1904 ç. Т.К. Кириллов çырса илнĕ.

Н.В. Никольский пухса кăларнă «Юмахсем» кĕнекере пичетленнĕ.

Карчăкпа старик

Пĕр карчăкпа старик пурăнаççĕ. Тырă вырас вăхăт çитрĕ. Кахалскерсем тырă вырма каймарĕç, тырри ана çинчех юлчĕ. Çичĕ кун выçах ларчĕç. Пĕр пăрçа тупрĕç те çавăнпа выляса лараççĕ. Пăрçа ўкрĕ те çухалчĕ. Ну хайхискерсем макăраççĕ. Шырарĕç-шырарĕç — тупаймарĕç.

Сакайне ўкнĕ пăрçа шўсе çитсен шăтса çĕрелле тымар ячĕ. Çўлелле хăмăлячĕ. Пăрçа хăмăлĕ çитĕнет, урай хăмине перĕнесси инçе мар, перĕнет. Пăрçа хăмăлĕ аталанчĕ, урай хăмине перĕнчĕ, çурăк тупрĕ, пўрте шăтса тухрĕ, карчăкпа старикĕн пуканĕ тавра çаврăнчĕ те малаллах пăхать, çўлеллех кармашма тапратать, çав мачча хăмине перĕнсе пулĕ-и тет.

Пăрçа çитĕнет, хăмăлĕ маччана перĕнчĕ, пит парка çитĕнет: чăптам кĕлеткеллĕ, симĕс çулçăллă, тăватă-пилĕк туратлă.

Карчăкпа старик хăмăл кутне кĕре-кĕре выртаççĕ. Пăрçа кусене çулçисемпе хўтĕлесе витсе усрать. Пăрçа çитĕнет,  хăмăл мачча хăминчен çўле кайрĕ, хĕвел çутине, çутă çĕре, тухрĕ.

Пăрçан шухăш малаллах: çўлте пĕлĕт курчĕ те: «Тавай, — тет, — çав пĕлĕте перĕнес», — тет. Шухăш тытрĕ — пулчĕ, хайхи хăмăл пĕлĕте перĕнчĕ.

Старик пăрçа татма сакайне анчĕ, пăхать: пăрçан хăмăлĕ сип-симĕс, саралма та пуçламан-халĕ.

Пĕр çичĕ кун тăхтарĕ те старик каллех кĕрсе пăхрĕ, пăрçа хăмăлĕ саралнă, хутаççисем кăштах тула пуçланă. Старик çемçе симĕс селĕм пăрçана пит юратрĕ. Татать, татса пăрçа хăмăлĕ тăрăх çўлелле хăпарать. Симĕс пăр­çана çисе тăранма пĕлмерĕ старик, пăрçа хутаççи пĕтичченех çисе хăпарчĕ, пĕлĕт çине пусасси те нумай юлмарĕ, çаплах çисе хăпарать.

Пĕлĕт патне çитрĕ те пăхать: тахçан авал çанталăк пуçланнă чухнехи арăм çăкăр пĕçернĕ те çăкăрне сивĕнме пĕлĕт хушшине хĕстерсе хунă. Пĕлĕт юхса кайнăçемĕн çăкăра çўлелле хăпартнă. Çав çăкăр каллĕ-маллĕ: пĕрре — хĕвел тухăçнелле, тепре — хĕвел анăçнелле тата çурçĕрпе кăнтăр хушши пĕлĕтпе юхса çўрет тет.

Старик пĕлĕт çине пăхкаласа тăнă чух çав çăкăр пĕлĕтпе старик патнелле пычĕ тет. Старик çăкăра илесшĕн малалла кармашрĕ те çăкăра яра илчĕ тет. Пăрçа хăмăлĕ тайăлса-тайăлса кайрĕ те, старик çĕре пўрт умне тĕп! ўкрĕ тет. Карчăкки старик анать-ши тесе пўртре ларать. Кантăк витĕр пăхрĕ те старик виллине курах кайрĕ тет.

Çеçмер ялĕ, 1904 ç. Т.К. Кириллов çырса илнĕ.

Н.В. Никольский пухса кăларнă «Юмахсем» кĕнекере пичетленнĕ (Шупашкар, 1960). ЧПГăИ ăА. 151 т. 166—167 с.

Ула качака

Ула качака путеккисене çурăлама вăхăт çитсен вăрманти пĕр пысăк юманран çапла ыйтать:

— Юман, юман, путексене çурăлама икĕ тымару хушшине вырăн па­мăн-ши?

— Çук, вырăн памастăп, — тет юманĕ, — икел татăлса анĕ те путеккусене те, хăвна та вĕлерĕ.

Ула качака юман çумĕнчен уйăрăлса малалла утать. Вăрман улмуççийĕ патне çитет те ыйтать:

— Улмуççи, улмуççи, — тет, — хăвăн тураттусем айне путексем çурăлама вырăн памăн-ши?

— Çук, памастăп, — тет вăрман улмуççийĕ, — улма татăлса анĕ те путеккусене те, хăвна та вĕлерĕ.

Ула качака вăрман улмуççи çумĕнчен уйăрăлса малалла утать. Пĕр шурă пўрт тĕлне çитет те ыйтать:

— Пўрт, пўрт, — тет, — пĕр кĕтессине путексем çурăлама вырăн па­мăн-ши?

— Парас, — тет пўрчĕ.

Ула качака пўрте кĕрет те пĕр кĕтессине виçĕ путек çурăласа парать. Пĕр путеккине Шăпăрти, тепĕрине Катямпи, виççĕмĕшне Кăшăлти ят хурать.

Ирхине ула качака апат пуçтарма тухса каяс умĕн путеккисене çапла калать:

— Эпĕ апат-çимĕç пуçтарма каятăп. Эсир упа килсен ăна пўрте ан кĕртĕр, вăл сире пĕтĕмпех çисе ярать. Унăн сассийĕ мăнă, хулăн, манăн сасă çин­çе, — тет.

Ула качака вăрмана апат пуçтарма кайсан упа пырать те мăнă, хулăн сассипе юрлать:

Хир-хир урлă каçрăм,

Хир утти татрăм.

Вар-вар урлă каçрăм,

Вар утти татрăм.

Икел хуппи тулли çуйĕм*  пур,

Мăйăр хуппи тулли пылăм пур,

Енчĕкĕм тулли сĕтĕм пур.

Уçăр, уçăр, ачасем!

Путексем упан хулăн сассине илтеççĕ те:

— Ку анне мар, хулăн сасăллă, упа, — тесе алăка уçмаççĕ. Упа алăк уçăлманнине кура пусма айне кĕрсе пытанать.

Каçхине ула качака килне таврăнать те çинçе сассипе юрлать:

Хир-хир урлă каçрăм,

Хир утти татрăм.

Вар-вар урлă каçрăм,

Вар утти татрăм.

Икел хуппи тулли çуйĕм пур,

Мăйăр хуппи тулли пылăм пур,

Енчĕкĕм тулли сĕтĕм пур.

Уçăр, уçăр, ачасем!

Путексем ула качака сассине палласа илеççĕ те хаваслансах алăка уçаççĕ. Упа килни çинчен вĕсем пĕрне-пĕри пўлсех ула качакана каласа параççĕ.

— Упа сасси мăнă, хулăн. Манăн сасă çинçе. Мăнă, хулăн сасăллине алăк ан уçăр, — тет ула качака апат-çимĕçне путеккисене çитернĕ май.

Тепĕр кунне ула качака каллех апат-çимĕç пухма тухса каять.

Упа тимĕрçĕ патне кайса чĕлхине хăйраттарса килет те çинçе сассипе юрлать:

Хир-хир урлă каçрăм,

Хир утти татрăм.

Вар-вар урлă каçрăм,

Вар утти татрăм.

Икел хуппи тулли çуйĕм пур,

Мăйăр хуппи тулли пылăм пур,

Енчĕкĕм тулли сĕтĕм пур.

Уçăр, уçăр, ачасем!

Путексем: «Анне килчĕ», — тесе алăка уçаççĕ. Алăк уçакан Шăпăрти упана курать те хăранипе çавăнтах шăпăр айне пытанать. Кăшăлти милке вулашки хыçне, Катямпи кăвас чĕресĕ хыçне пытанать.

Упа пўрте кĕрсе сăмсипе шăшлать те шăпăр айĕнчи Шăпăртие тупса çисе ярать. Унтан каллех мĕнпур вырăнсене ухтарса кăвас чĕресĕ хыçĕнчи Катямпие тупса çисе ярать. Унтан каллех ухтарать. Анчах Кăшăлтие милке вулашки хыçĕнчен тупаймасăрах тухса каять.

Упа тухса кайсанах Кăшăлти алăка тĕкĕлесе лартать.

Каçхине ула качака таврăнать те алăкра юрлать-юрлать, çапах та алăк уçăлмасть. Кăшăлти, каллех упа килсе юрлать пуль тесе, хăранипе алăкне уçман. Ула качака путексене упа çисе янă пуль тесе сасăпах йĕрсе ярать. Çакна Кăшăлти илтет те алăка уçать, упа килсе Шăпăртипе Катямпие çисе яни çинчен калать.

«Упапа туслă пулас пулать», — шутлать ула качака.

Тепĕр кунне ирех ула качака Кăшăлтие хăйпе пĕрле илет те упана шыраса вăрманпа пырать. Вăрманти пĕр уçланкăра упа канса выртнине ула качака курать те ун патне пырса сăмах хушать:

— Упа, — тет, — атя туслашатпăр.

— Туслашар, — тет упи.

— Упа тус, эсĕ вырт, эпĕ сан урлă малтан сиксе каçап. Кайран эсĕ.

— Юрать, — тет упи.

Ула качака упа çывăхнелле сиксе пырать те ун урлă вăрт! анчах сиксе каçать.

— Халĕ эсĕ ман урлă сиксе каç, — тет.

Упа ула качака çывăхне чупса пырать те ун урлă сиксе каçма тăрать. Ула качака мăйракисемпе упа хырăмне çеклетсе*  çурса пăрахать. Упа хырăмĕнчен Шăпăртипе Катямпи сиксе тухаççĕ. Ула качака çав тери савăнать, путеккисенчен ыйтса пĕлет:

— Катямпи, аннў хырăмĕнче ăшă-и, упа хырăмĕнче ăшă-и?

— Анне хырăмĕнчех ăшă, — тет Катямпийĕ.

— Шăпăрти, камăн хырăмĕнче ăшă? — ыйтать ула качака.

— Упа хырăмĕнче ăшăрах, — тет Шăпăрти.

— Атьăр, ачасем, — тет те ула качака путеккисене ертсе каять.

Вĕсем ял çумне çитеççĕ те карта çумĕпе пыраççĕ. Ула качака упа хырăмĕн­че ăшă текеннине, Шăпăртие, карта тăррине мырякинчен** çакса хăварать.

Çавăнтан вара качака икшер путек кăна çурăлать.

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, 1955 ç. Д.П. Вершков А. Куликовăран çырса илнĕ. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» сборникăн I томĕнче пичетленнĕ (1973).

 

                        

Назад        Содержание       Вперед