Тупмалли юмахсем

Суккăр мăрса урай варринче сиккелесе çўрет. (Пукан.)

Карта тăрăх канька (качака) чупĕ. (Хăйă çунни.)

Икĕ тутар турăх сыпса лараççĕ. (Чўрече янаххисем.)

Утмăл тутар ура вĕçлĕ. (Урай хăми.)

Хура йытти çакăнса тăрать, хĕрлĕ йытти вĕрсе тăрать. (Хуран, вутă çунни.)

Тулта саккăр, пўртре тăваттă. (Пўрт кĕтессисем.)

Пĕр чашкă типĕ салма. (Кăвар.)

Çурри ўсĕр, çурри урă. (Пичке пăкки.)

Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хўхлесе лараççĕ. (Сĕтел урисем.)

Хĕлле тутă, çулла выçă. (Арпĕкли.)

Хĕлле выçă, çулла тутă. (Нўхреп.)

Шурă мăкăрăн пўрт шăтăк. (Пичке.)

Сакайĕнче сарă лаша кĕçенет. (Сăра ăсни.)

Кăмака чĕрçи çинче йĕп ташлĕ. (Хăрăм.)

Вупăрлă вута кăвапинчен туртăп. (Алăк хăлăпĕ.)

Кĕлетки пысăк, ĕмĕлки çук. (Нўхреп.)

Атăл урлă хĕлĕх карăп. (Эрешмен карри.)

Çулла сивĕ, хĕлле ăшă. (Нўхреп.)

ăçта каян? Ан чĕн, мăн сăмса. (Хура пўртрен тĕтĕм тухни.)

Кăвак сурăх кĕрпи ларĕ. (Сĕрĕм тивни.)

Урлă-пирлĕ хыр карта. (Чўрече рамисем.)

Куçпа курăн, алпа тытаймăн. (ĕмĕлке.)

Хурăн тăрри хумханать, хура халăх пĕр çĕре пуçтарăнать. (Урай шăлни.)

Сивĕ чух ăшă, ăшă чух сивĕ. (Нўхреп.)

Пĕчĕкскер, çавраскер, хўринчен тытса хоçĕклеме пулмас. (Çăмха.)

Çĕр пĕртăван пĕр ретре пĕрле çыхăнса тăраççĕ. (Шалча карти.)

Улпут мар, тўре мар, пуççапмасăр кĕрес çук. (Авăн вучах.)

Пўрт тавра пăхлă вĕрен. (Мăк.)

Ашшĕ атă тăхăниччен ывăлĕ Хусана çитнĕ. (Тĕтĕм.)

Мамаки кучĕ мамăклă, кинеми кучĕ кирĕклĕ. (Мачча хăмипе урай хăми.)

Çĕрпў мăрйин çĕр саплăк. (Кăмака.)

Лаптак туна кирлĕ мар. (Хăмăтла.)

Килĕрен тип салма. (Кăвар.)

Килĕрен сар чашкă. (Милке вулашки.)

Йăкăнат пĕççи кăмакара выртать. (Вут пуленки.)

Пĕр çын тунине пин çын пырса тытĕ. (Алăк хăлăпĕ.)

Улпут куçне шур илнĕ. (Чўрече.)

Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килнĕ. (Кăвар.)

Тинĕс варринче авăн çунать, пĕлĕт çинче лăпсăр-лапсăр упа чупать. (Сăмавар.)

Пирĕн инкин тути тавăрăнчăк. (Кĕленче.)

Пĕр сăпкара икĕ ача выртать. (Курка.)

Хура така шыва анать. (Курка.)

Ипиксĕр тупиксăр, çавна тупмасан шанчăксăр. (Ал шăлли.)

Сак айĕнче пурçăн тутăр çакăнса тăрать. (Шăна карри*.)

Çўпçи пор, хопăлчи çок. (Пура.)

Хура ĕнейĕн пўрчĕ шăтăк. (Хуран.)

Тулта çирĕм саккăрăн, шалта тăваттăн. (Пўрт.)

Хура лаша пĕççи хурана кĕнĕ. (Хуран хăлăпĕ.)

Сурăм — çутă куç, Апаш —  мăн çăпата. (Хыйçипе хый.)

Пĕчĕкçĕ кинĕм пур, килен-каян чуптăвать. (Алăк хупни.)

Урташ урлă, Исментер тăрăх. (Урай хăмипе мачча хăми.)

Марьепе Тарье хире-хирĕç лараççĕ, пĕрлешеймеççĕ. (Маччапа урай хăмисем.)

Çăварне карнă Аптула тўпе пăхать. (Мăрье.)      

Урлă-пирлĕ Урине, хĕреслĕ-пирлĕ Хĕреççи. (Чўрече.)

Хура йытти выртать — вĕрмест, çыртмасть, сана ампара кĕртмест. (Çăра.)

Хуп, хуп вите, хуп вите, хуп витере шăнă вите, шăнă витере çўрен лаша кĕçенсе тăрать. (Чĕлхе.)

Кĕреçи малта, ырçи хыççăн. (Кăвапа.)

Пĕр çăмхара çичĕ шăтăк. (Пуç.)

Шур ана çине хура вăрлăх акăп. (Хут çырни.)

Пĕр кашта шур чăхсем лараç. (Шăлсем.)

Икĕ пăт чула тĕнчипе акса çўрĕп. (Куç.)

Икĕ амăшĕн пилĕкшер ача, пурте пĕр ятлă. (Пўрнесем.)

Тĕпсĕр каткан ăшĕ тулли. (Пўрнепе çĕрĕ.)

Пура хĕрринче кăнти ларĕ. (Сухал.)

Ирех кайăп, кукăль сăмси чиксех кайăп. (Чĕлĕм.)

Çурăмĕ малта, хырăмĕ кайра. (Ура туни.)

Сухаламан ана çинче, шăтман хурăн кутĕнче çуралман мулкач выртĕ. (Суя суйни.)

ăшă витере çўрен лаша кĕçенсе тăрĕ. (Чĕлхе.)

Пĕр каска урлă икĕ салтак вăрçĕç. (Куç.)

Пĕр старикăн пилĕк ывăл, тăваттăшĕ пўрте кĕреççĕ, пĕри чăлана кĕрсе юлать. (Алса тăхăнни.)

Шывра путмас, вутра çунмас, çĕрте çĕрмес. (Ят.)

Ўтсĕрех пурăнать, чĕлхесĕрех калаçать, никам та ăна курмас, пурте илтеççĕ. (Сас.)

Чўречесĕрех, алăксăрах пĕр пўрт çын. (Хыпар.)

Ирпе тăваттă çинче, кăнтăрла иккĕ çинче, каçпа виççĕ çинче. (Çын.)

Пиччĕшпе шăллĕ çул урлă пурнаççĕ, пĕрне-пĕри курмаççĕ. (Куçсем.)

Ик-икерчĕк, икерчĕк кукăрчак, утмăл ик кукăрчак. (Çивĕт.)

Аймăш-маймăш тур пачăшки. (Хăлха.)

Пура хĕрринче канкă ташлĕ. (Сухал.)

Тĕкли ăшне якли кĕрĕ. (Çанă ăшне алă чикни.)

Икĕ пуç, икĕ алă, ултă ура. (Юлан утçă, çын лаша çинче.)

Ахăм-махăм, тăл-нăл тампăл. (Ут тăллани.)

Алăран кайнă ал шăлли. (Ача.)

Ир те, каç та кăштăр-кăштăр. (Ура сырнипе ура салтни.)

Хăрхăм тăрать уй варринче, ни патшана, ни майрине хăй чиккинчен ирттермест. (Вилĕм.)

Ху курман, ху тытман, сан чунна пăвать. (Çын сăмахĕ.)

Хăй курăнмасть, ун пек вăйли çук, пурне те пăхăнтарать, пурне те тăрантарать. (Сăмах.)

Вăл савăнтарать, вăл намăслантарать. (Сăмах.)

Шăпине кура утать, шăпине кура чупать. (Пурнăç.)

Виçине паман, кам мĕнле ирттерет. (Пурнăç.)

Уй варринче ват юманăн вун виçĕ турат, кашни тураттинче тăватшар йăва, кашни йăвинче çичшер çăмарта. (Çулталăк.)

Вун ик юман пĕр кутран, виç çĕр утмăл пилĕк туратран. (Çулталăк.)

Кĕтме йывăр, çитсен чарма çук. (Вăхăт.)

Çичĕ пĕртăван пĕр-пĕрне хăвалаççĕ, пĕрле пулаймаççĕ. (Эрне.)

 

Шур чиркўн алăк çук. (Çăмарта.)

Шыв çĕклĕ, çĕр çĕклеймĕ. (Услам çу.)

Пĕчĕкçĕ хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр.)

Пĕр пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта.)

Пĕчĕк инки юсанса ларать. (Çырла.)

Пĕчĕкиç Пинесли пуççапса ларĕ. (Çырла.)

Сак айĕнче хуртлă кĕççе выртĕ. (Салат.)

Кăмакара мамаки тенки выртĕ. (Пашалу.)

Шурă, çемçе, юхать, пурне те кирлĕ. (Сĕт.)

Пĕрре çуралнă, тата çуралать, пĕрре çех вилет. (Çăмарта.)

Шурча чиркў — шур чиркў, ниçтан кĕме алăк çук. (Çăмарта.)

Сакайĕнче сар лаша кĕçенет. (Сăра.)

Кăмака çинче хуртлă тўшек выртать. (Салат.)

 

Юпа тăрринче пасарлăх. (Пас.)

Уй варринче суккăр чăхă çўрет. (Çулçă вĕçни.)

Пўрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх.)

Тутар куçне шур илнĕ. (Кантăксем шăнни.)

Алăсăр-урасăр алтăр алтăп. (Тумла юхни.)

Курăкран лутра, çанталăкпа тан. (Çул.)

Вар тăрăх Варвари чупĕ. (Сивĕ.)

Утса-утса пынă чух кĕмĕл çĕррĕм тухрĕ ўкрĕ, ăна уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. (Сывлăм.)

Пўрт çинче тĕрлĕ тутăр выртать. (Çăлтăрсем.)

Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх.)

Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел.)

Алăсăр, урасăр, пўрте кĕресшĕн чўрече айĕнче алхасать. (Çил.)

Пĕри тăкать, тепри ĕçет, виççĕмĕшĕ çитĕнет. (Çумăр çуни.)

Пĕтиç-пĕтиç çăраççи, уйăх парать, хĕвел илет. (Сывлăм.)

Кайăк çуначĕпе сулса янă та  пĕр тĕкĕпе пур тĕнчене витсе лартнă. (Çĕр, çĕрле.)

Чак-чак-чанкăртак, айăн тимĕр пит тимĕр, акалама тинĕс пек. (Аслати авăтса, çиçĕм çиçсе çумăр çуни.)

Интĕк-кантăк мемелĕк куç çап-çутă. (Çăлтăр.)

Уй варринче кĕçен чашки ларĕ. (Тунката.)

Пўрт тўпинче пуç тĕрлĕ шупăр выртĕ. (Çăлтăр.)

ĕçлемесĕр тар тухĕ. (Чўрече тарлани.)

Юхать, çăтма тăварсăр, пурне те кирлĕ. (Шыв.)

Хĕлле пўрт хыçĕпе купа, çурпа пўрт хыçĕпе çырма. (Юр ирĕлсе шыв пулни.)

Пĕтĕм хире шăналăк витсе хурăп. (Юр çуни.)

Кĕмĕл укçа тăкăннă, вырăс майри макăрать, уйăх курать — хĕпĕртет, хĕвел курать — пуçтарать. (Сывлăм.)

Кĕмĕл ўкет, йăва ўкет, автан ĕçме алтăр пулать. (Çумăр çуса тумла юхни.)

Çĕре ўкет, çĕртен тăраймасть. (Çумăр.)

Тĕнчере пĕр лаша пур, ăна никам та чараймасть. (Çил.)

Чикĕсĕр уй урлă вут çулăмĕ курăнĕ. (Пĕлĕтпе çиçĕм.)

Упăшки ятлаçать, арăмĕ уй шăварать. (Аслатиллĕ çумăр.)

Вут чуль ўкет, хир çунать. (Аçа çапни.)

Туйи çутăлать, туйине тытакан çук. (Çиçĕм.)

Çиттине уçмасăр Пăрсай йăхĕ ыйхăран тăмаç. (Тул çутăлни.)

Хура ĕне яла тĕксе çĕнтернĕ. (Каç.)

Акăшĕ çутă, йăмăкĕ хура. (Кунпа каç.)

Атăл урлă ылтăн хĕç хутăм. (Асамат кĕперĕ.)

Йăлтăр-ялтăр йăлтăртатать, ылтăн-кĕмĕлĕн çунать, ик куçăма хуптарать, мĕн таврана вăй кўрет. (Хĕвел.)

Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çўрет. (Хĕвел.)

Пысăк мар, тытмалла мар, мĕн таврана çутатать. (Уйăх.)

Йĕри-тавра пашалу, варринче çăкăр. (Уйăхпа çăлтăрсем.)

 

Этем тунă арчи, Турă тунă чунĕ. (Хурт.)

Çеçен хир варринче купса ларĕ. (Хур ури çинче тăни.)

Услан кайăк шыв ĕçет, икĕ текерлĕк вăй вылять. (Лаша шыв ĕçнĕ чух икĕ хăлхи те выляни.)

Пуçĕ пуç тури, хўри — çурла. (Автан.)

Шур мăкăрăн тир урлă. (Курак.)

Автантан лутра, лашаран çўллĕ. (Йĕнерчĕк.)

Юмах ярăп, йăнăшах ярăп. (Кушак.)

Юмах ярăп, йăнăшах ярăп, кĕрпи чи, чи, чи. (Кушак кайăк.)

Кăмака айĕнче тăватă тăпка çакăнса тăрать. (ĕне чĕччи.)

Сар амин — саккăр, тăв амин — тăваттă, ил амин — иккĕ. (Сысна ами, ĕне, качака чĕччисем.)

Лутра майри — ача ăсти. (Чăхă çăмарта тума ăста.)

Ктаман кăтăклă, мăйĕ сыпăклă. (Кăткă.)

Икĕ хут çуралать, икĕ ураллă, çын мар, юрлать. (Автан.)

Сикрĕм, сикрĕм, шиклентĕм, шĕшкĕ кутне лăпчăнтăм. (Мулкач.)

Пуртăсăрах, алăксăрах пўрт туса лартнă. (Кайăк йăви.)

Чунĕ пур та, юнĕ çук. (Таракан.)

Ик чакăркки, тăват шакăркки, пĕр шĕвĕркки. (Кушак.)

Кĕлеткинчен тĕкки вăрăм. (Чакак хўри.)

Кайран саккăрăн хăвалаç, малтан тăваттăн тараç. (Çунапа каякан лаша.)

Сĕм вăрманта çекĕллĕх йывăç тупимăн. (Ут хўри.)

Шăкăлти, мăкăлти, шыçмак. (Лаша пăхĕ.)

Уй варринче Станяк пичи çăм тапĕ. (Карăш авăтни.)

Анатран Антон арăмĕ кăçкăрса хăпарĕ. (Кăвакал нартлатни.)

Тулаш тутă, шалаш выçă. (Кашкăр.)

Пирĕн ĕлĕк пĕр кинеми пурччĕ, турчăкине йăтсах çўретчĕ. (Кушак.)

Юмах ярăп — юптарăп, юнлă çăпата хыптарăп. (Выльăхсене пуçтарни.)

 

Пĕр ен çутлăх, тепĕр ен хуплăх. (Шўлкеме.)

Пĕр шăшин икĕ хўре. (Çăпата.)

Икĕ хĕрринче — вăрман, варринче уйлăх. (Сурпан.)

Асламас кĕперри авăнчăк. (Масмак.)

Улпут çуни туртасăр. (Калуш.)

Урам урлă Урине. (Çăпата урлавĕ.)

Ерчен, мерчен, варринче вĕрен. (Шăрçа.)

Чĕррине нумай кирлĕ, виллине юлашки кирлĕ. (Кĕпе.)

Турчка пек кукăр, уйран çўпçи пек хăвăл. (Çăматă.)

Кукша пуç, тăватă куç. (Тўме.)

Шурри килсен пăрахаççĕ, кĕр-çуркунне саваççĕ. (Сăхман.)

Пĕр сыснан пилĕк çура, пĕр мăйкăчпа çўреççĕ. (Алса.)

 

Атăл урлă лăпсăр-лăпсăр упа каçĕ. (Утă тиенĕ çуна.)

Уй варринче суккăр чăхă ташлĕ. (Арман авăрни.)

Аруакан капан айĕнче утă туртать. (Кăнчала арлани.)

Пĕр капана вуннăн çиеç. (Кăнчала арлани.)

ĕни выртать, хўри тăрать. (Кăнчалаççи).

Курпун вырăс çул кăтартать. (Шĕшлĕ.)

Тимĕр йыттăн сўс хўре. (Йĕппе çип.)

Тĕкме витĕр юр çăвать. (Çăнăх аллани.)

Çăрттанĕ чăмсах пырать, пăрĕ шăнсах пырать. (Пир тĕртни.)

Çунатлă — вĕçеймест, ури çук — хуса çитмелле мар. (Арман.)

Уйра упа улать. (Арман авăрни.)

Лутра варта тăман çăвĕ. (Çăнăх аллани.)

Вĕрен вĕççĕн лашана тăрантарăп. (Йĕке тултарни.)

Икĕ тутар хире-хирĕç ларĕç. (Хачă.)

Çырмара икĕ майра ташласа тăрĕç. (Кĕпе кĕвенти.)

Пĕр пуçĕ виç кĕтеслĕ, тепĕр пуçĕ тăват кĕтеслĕ, пĕлмесен хам калăп. (Калăп.)

Хырăмĕ пур та, çурăмĕ çук. (Такана.)

Выртакан йытă пек, тăракан ĕне пек. (Шăналăк.)

Отар катине айĕнчен туртăп. (Кăнчала арлани.)

Çўлте вăш-вăш, аялта тĕп-тĕп. (Авăн çапни.)

Уй варринче вăрăм вырăс выртать. (Ана йăранĕ.)

Мами çатми мăн çатма. (Итем.)

Куритинчен вутти хытă. (Çăпата калăпĕ.)

Хăва усал пуçĕ пĕр пăт. (Безмен.)

Вар-вар варханти, турат куç турханти. (Кăшкар.)

Алăсăр, урасăр кĕпе тăхăнăп. (Тўшек пичĕ тăхăнтартни.)

Алăсăр, урасăр юман тăрне хăпарăп. (Квас йўçни.)

Кайнă чух макăрса кайĕ, килнĕ чух хăсса килĕ. (Хĕлле шыв ăсма кайса килни.)

Мăн-мăнами, мăнами çатмине нихăçан та ўпĕнтерес çук. (Итем.)

Курити арпинчен çамçа, арпийĕ куритинчен хытă. (Куритийĕ — çăпата, арпийĕ — калăп.)

Тулти мăкăр каçансăр. (Килĕ.)

Ыраш пăтти шумпăрти. (Кăвас хуни.)

Вĕрен вĕççĕн лашасем. (Йĕке пĕтĕрни.)

Пўрт хыçĕнче хăрăк шанкă çакăнса тăрĕ. (Çип туни.)

Ах Турă та ах пўлĕх. (Авăн вучахне кĕ(р)ни.)

Пĕр тутарăн тăхăр сăмса. (Хуран çекли.)

Пĕкĕс сысна йĕр йĕрлĕ. (Шĕшлĕ.)

Мăн çăпата Янасал, çинче пилĕк Апаш, çутă куç Сорм. (Хыççи.)

Тăваттăн пĕртăван, тăваттăшĕ те кăтра. (Хыççи тимĕрĕ.)

Утаки шыва кайĕ. (Алтăрпа шыв ăсни.)

Пĕчĕк пичин пўрни кукăр. (Пăта.)

Хăни килсех тăрĕ, кĕсчине сарсах тăрăпăр. (Пĕренене мăк çине хуни.)

Çырмара икĕ майра ташлаççĕ. (Кĕпе кивни.)

Пĕчĕк, курпунскер пур уя та чупса тухрĕ. (Çурла.)

Курăка касăп, хăйрăп, хăйăра касăп, каллех хыйăрăп. (Çава.)

Çуралман, тĕне кĕмен, хăй тўре тăвать. (Писмен.)

Юмах юнлă, хўри кукăр. (Хачă.)

Çиччĕн кайăпăр, вун тăваттăн килĕпĕр. (Çăпата хуçни.)

Алăк патĕнче алпассем, тĕпелте хуршуркассисем. (Урай шăлни.)

Пысăк пичин пўрни кукăр. (Шĕшлĕ.)

Кукăр сысна йĕр йĕрлет. (Çăпата туни.)

Кайăп та каялла килĕп. (Суха туни.)

Çăл кутĕнче мами тенки выртать. (Витре вырăнĕ.)

Икерчĕк кукăрчăк, вун ик кукăрчăк. (Çип туни.)

Вут, вут, вут якăлти, теп, теп, теп, тепĕлти, якăлти. (Тырă тўни.)

Вăрманта вĕрет, киле килсен çывăрать. (Пуртă.)

Калăпăш пур, ăшĕ пушă. (Кăшкар.)

Килтен тухнă чух çурăлатăп тет, киле килес чух выçса вилетĕп тет. (Кутамкка.)

Чу! кайăп, йăва çавăрăп. (Хăмла.)

Чу! кайăп, çăмарта тăвăп. (Хăмла.)

Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Купăста пуçĕ.)

Итр, итр, итрепи, итрепи тăрринче шерепи. (Сĕлĕ.)

Юнĕ пур та, чунĕ çук. (Палан çырли.)

Вăрман урлă хура каччă курăп. (Çĕмĕрт.)

Пĕр çыннăн хĕрĕх пиçиххи. (Çĕмел.)

Çупман кукăль куртăм, явман вĕрен куртăм. (Пăрçа хутаççипе хăмла путранки.)

Симĕс — вăрман мар, çаврака — çăкăр мар. (Çарăк.)

Симĕс купчик тайăлчăк. (Сухан.)

Хусан вырăс — сар вырăс, ўпне выртса астарĕ. (Мăйăр хуппи.)

Акарин та макарин, ыран-паян килмесен ўкетĕп те вилетĕп. (Урпа.)

Салтак малтан, калпакĕ кайран. (Йĕкелпе шлепки.)

Симĕс чиркўре халăх нумай, алăкĕ çук. (Хăяр.)

Пĕр майран хĕрĕх хут сараппан. (Купăста пуçĕ.)

Ашшĕ тўрĕ, амăшĕ кукăр, хĕрĕ ластак, ывăлĕ пуçтах. (Хăмла çитĕнни.)

Пĕр майран çĕр хут сараппан. (Сухан.)

Турчка тăрринче тутли тăрĕ. (Кантăр вăрри.)

Ан ти, ан ти, Тимоха, тимен çĕртен тивертĕп. (Тал пиçен.)

Пи! кайăп, ши! кайăп, çўле кайăп, йăва çавăрăп, çăмарта тăвăп. (Хăмла.)

Хĕлĕн-çуйĕн пĕр тĕс. (Хырпа чăрăш.)

Пысăк хуранăн пăтти йўçĕ. (Йĕкел.)

Пĕчĕк Тимки пуçне чиксе ларать. (Çырла.)

Кăвак така ту ярăнĕ. (Шăрт.)

Çĕр çĕклĕ, шыв çĕклемĕ. (Чул.)

Чунсăр, юнсăр, тымарсăр. (Чул.)

Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсать. (Утă.)

Чипер акин хырăмĕ çурăк. (Хурт пуççи.)

Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ўксе шăтарни.)

Уйра суккăр кайăк вĕçет. (Çулçă.)

Кайăк вĕçет, çунатсăрах, тĕксĕрех, сăмси вăрăм, сасси çўхе, кам ăна вĕлерет, çын юнне юхтарать. (Вăрăм туна.)

Пĕри вил çынна çапать, вилни юрлать. (Чан.)

Шывра путмĕ, çĕрте çĕрмĕ. (Кăмрăк.)

Унта-кунта пĕр кулач. (Карăнтăк.)

Чипер пичин йĕс пиçиххи. (Çĕрĕ.)

Уйра картлă кĕвенте выртĕ. (Ана йăранĕ.)

 

Мăн ялтан пĕчĕк яла туй каять. (Кăмакаран вучаха кăвар туртни.)

Пиччĕш тарать, шăллĕ хăвалать. (Утсăр урапа*  кусни.)

Алтăр айĕнче автан автать. (Лаша ури айĕнче юр кăчăртатни.)

 

                        

Назад        Содержание       Вперед