Вĕрў-суру чĕлхи
Куçа урпа
тухсан
«Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх» тесе
урпа пĕрчĕкне куç умне тытса тăраççĕ,
кашни каламассерен урпана тăк! тĕкнĕ пек
тăваççĕ. Вара калаççĕ:
«1,2,3,4,5,6,7,8,9. Тăхăр çĕрĕн татăлса
тўрленсе кайтăр, ан тухтăр, тьфу!
1,2,3,4,5,6,7. Çичĕ çĕрĕн
тўрленсе иртсе кайтăр, тьфу!
1,2,3,4,5. Пилĕк çĕртен тўрлентĕр,
урпа пилĕкĕ хуçăлтăр, тьфу!
1,2,3. Виçĕ çĕртен
татăлса тўрленсе кайтăр, тьфу!
Пĕрре. Пĕрре пĕремесĕрех
пултăр, пăт та çат! Тўрленсе кайтăр, тьфу!»
Çăпан
чĕлхи
«Мана тухиччен тимĕр çатма çине
тухтăр», — теççĕ. Алла çĕçĕ
илсе çын куриччен çĕçĕпе çăпан тавра
çавăрса: «Хурах, хурах, хурах, тимĕр карта
çавăратăп, çăпана пĕтеретĕп. Кунта
тухиччен тимĕр çатма çине тух. Хурах, вăрă
тытрăм», — теççĕ.
Опрыскьял, Т.К. Кириллов 1904 ç. çырса илнĕ. ЧПГăИ ăА. I уйр. 151 т. 340 с.
Шутсене вуннăран пуçласа пĕррене çитиччен каялла шутламалла:
«10,9,8,7,6,5,4,3,2,1
— пĕрлĕхсĕр пултăр, çăпан (шыçă, шĕпĕн) сăватăп.
9,8,7,6,5,4,3,2,1
— пĕрлĕхсĕр пултăр, çăпан (шĕпĕн, шыçă) сăватăп.
8,7,6,5,4,3,2,1 — пĕрлĕхсĕр пултăр, çăпан (шĕпĕн, шыçă) сăватăп...
Пĕрре — пĕрлĕхсĕр пултăр, çăпан (шĕпĕн, шыçă) пĕттĕр, тьфу, тьфу, тьфу».
Пĕр кунах виçĕ хут е виçĕ кунта пĕрер хут, уйăх катăлнă вăхăтра, сумалла.
Сарчак ялĕ.
Шĕпĕн чĕлхи
Çил арманĕн чулĕн шапине хăçан та хăçан шĕпĕн тухать, çавăн чухне тин çак ĕнен чĕччине (çын пулсан ятне каламалла) шĕпĕн тухтăр (3 хут каламалла).
Çулăм çинче çакăнса тăракан хуран тĕпне хăçан та хăçан шĕпĕн тухать, çавăн чухне тин çак ĕнен чĕччине (çын ячĕ) шĕпĕн тухтăр (3 хут).
Кăвар çинче çунса ларакан çатма тĕпне хăçан та хăçан шĕпĕн тухать, çавăн чухне тин çак ĕнен чĕччине (çын ячĕ) шĕпĕн тухтăр (3 хут).
Эп сурмастăп, тинĕс урлă, Атăл урлă шăллă-çăварлă карчăк сурать, имлĕ пултăр, вирлĕ пултăр, сиплĕ пултăр (3 хут).
ĕне суса ларнă
чух каласа лармалла.
Пĕрре,
виççĕ, пиллĕк, çиччĕ, тăххăр.
Тăххăр, çиччĕ, пиллĕк,
виççĕ, пĕрре, пĕрре пĕрсĕр.
Çўлти уйăх мĕнле катăлса пĕтет,
çак шĕпĕнсем те çавăн пекех пĕтчĕр.
Шаптак ялĕ.
9,7,5,3,1, пĕрре те çук, тьфу, тьфу,
тьфу!
7,5,3,1, пĕрре те çук, тьфу, тьфу, тьфу!
5,3,1, пĕрре те çук, тьфу, тьфу, тьфу!
3,1, пĕрре те çук, тьфу, тьфу, тьфу!
1, пĕрре те çук, тьфу, тьфу, тьфу!
Шетмĕпуç ялĕ.
Пўсĕр чĕлхи
Ылтăн арча, ылтăн арчара ылтăн тенкĕ,
ылтăн тенкĕ çăртине хăçан та
хăçан пўсĕр çисе шăтарать, çавăн чухне
тин çак (ача ячĕ) пўсĕр çисе шăтартăр (3
хут).
Кĕмĕл арча, кĕмĕл арчара кĕмĕл
тенкĕ, кĕмĕл тенкĕ çăртине хăçан та
хăçан пўсĕр çисе шăтарать, çавăн чухне
тин çак (ача ячĕ) пўсĕр çисе шăтартăр (3
хут).
Пăхăр арча, пăхăр арчара
пăхăр тенкĕ, пăхăр тенкĕ çăртине
хăçан та хăçан пўсĕр çисе шăтарать,
çавăн чухне тин çак (ача ячĕ) пўсĕр çисе
шăтартăр (3 хут).
Шетмĕпуç ялĕ.
Вĕри кăмака тĕпне хăçан
пўсĕр çисе кăларать, çавăн чухне тин (ача ячĕ)
копине пўсĕр çисе кăлартăр.
Вĕри вучах тĕпне хăçан пўсĕр
çисе кăларать, çавăн чухне тин (ача ячĕ) копине
пўсĕр çисе кăлартăр.
Вĕри çатма тĕпне хăçан
пўсĕр çисе кăларать, çавăн чухне тин (ача ячĕ)
копине пўсĕр çисе кăлартăр.
(Çак сăмахсене каласа ачан кăвапине
услам çу сĕрмелле, ытлашшине турат çине çакса
ямалла.)
Юнкă сали.
Çын
хаярлăхĕ ўксен
ăншăрт шу çийĕн, эпĕ шу айĕн.
ăншăрт çĕр çийĕн,
эпĕ çĕр айĕн.
ăншăрт кĕпер çийĕн, эпĕ
кĕпер айĕн.
Шетмĕпуç ялĕ.
Ахăрса килекен
аслатие хăçан та хăçан хаяр ўкет, çавăн
чухне тин (çын ячĕ) хаяр ўктĕр. Тьфу (3 хут).
Çиçсе пыракан çиçĕме
хăçан та хăçан хаяр ўкет, çавăн чухне тин
(çын ячĕ) хаяр ўктĕр. Тьфу (3 хут).
Çаврăнса килекен çавра çиле
хăçан та хăçан хаяр ўкет, çавăн чухне тин
(çын ячĕ) хаяр ўктĕр. Тьфу (3 хут).
Юнкă сали.
Çĕлен
чĕлхи
Çитмĕл те çичĕ мăн
çул, мăн çул çинче тусан купи. Çав тусан
купине хăçан та хăçан çĕлен сăхса
шыçтарĕ, çавăн чухне тин Петĕрĕн
шыçтăр. Ип пултăр та сип пултăр. Петĕр суранĕ пĕрре
сурса шат та пат юсантăр. Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх.
Тьфу!
Çитмĕл те çичĕ кăвак тинĕс,
çав тинĕсре çитмĕл те çичĕ хура чул.
Çав хура чула хăçан та хăçан çĕлен
сăхса шыçтарĕ, çавăн чухне тин Петĕрĕн
шыçтăр. Ип пултăр та сип пултăр, вĕрни-сурни
çак пултăр. Петĕр суранĕ пĕрре сурса шат та пат
юсантăр. Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх. Тьфу!
Çитмĕл те çичĕ хир,
çав хирте çитмĕл те çичĕ шурă чул.
Çав шурă чула хăçан та хăçан çĕлен
сăхса шыçтарĕ, çавăн чухне тин Петĕрĕн
шыçтăр. Ип пултăр та сип пултăр, вĕрни-сурни
çак пултăр. Петĕр суранĕ пĕрре сурса юсантăр.
Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх. Тьфу!
Çынна
куç ўксен
Куркапа шыв е ывăç çине кĕл
илеççĕ те куç ўкнĕ çын пуçĕ йĕри-тавра
çавăрса çакăн пек сăмахсем калаççĕ:
«Куç тухтăр! Арçын куçĕ ўкрĕ пулсан та
тухса кайтăр».
Шыв çине е кĕл çине виçĕ
хутчен сураççĕ те урама кăларса
пăрахаççĕ.
Сарчак ялĕ.
Ача макăрсан
асламăшĕ е амăшĕ выçă хырăмла ирпе е
кăнтăрла çăлтан анчах ăсса килнĕ сивĕ шыва
курка çине ăсса илет, хăрах аллипе урай шăпăрĕ
тытать те шăпăр витĕр: «Çак Чĕкеçрен хура
куç, кăвак куç, чакăр куç, шурă куç,
симĕс куç тухса кайтăр!» — тесе ача çине пĕчĕккĕн
виçĕ хут шыв сапса пĕрĕхет, шывне урама тухса сапать,
шăпăрне тулах хăварать.
Сарчак ялĕ.
Атăл урлă
кăвак çўçлĕ карчăкпа кăвак сухаллă
старик каçаççĕ, хăçан та
хăçан вĕсем çине куç ўкет, çавăн
чухне тин çак (ача ячĕ) çине куç ўктĕр.
Кăвак куç, хура куç,
хăмăр куç, симĕс куç, кутран кĕни кутран
тухтăр, пуçран кĕни пуçран тухтăр. Тьфу, тьфу,
тьфу!
Шетмĕпуç ялĕ.
Атăл урлă, сăрт урлă
карчăкпа старик каçаççĕ. Вĕреççĕ,
сураççĕ, куç ўкнинчен хăтараççĕ.
Çак карчăкпа старик çине хăçан та
хăçан хура халăхăн
куçĕ ўкет, çавăн чухне тин çак (ача ячĕ)
çине куç ўктĕр.
Шетмĕпуç
ялĕ.
77 çут çанталăкра ылтăн йĕтем,
ылтăн йĕтем çинче ылтăн тунката, ылтăн тунката
çинче ылтăн куккук. Çав ылтăн куккука хăçан
та хăçан хура халăх пăхсан куç ўкет,
çавăн чухне тин (ача ячĕ) куç ўктĕр.
77 çут çанталăкра кĕмĕл
йĕтем, кĕмĕл йĕтем çинче кĕмĕл тунката, кĕмĕл
тунката çинче кĕмĕл куккук. Çав кĕмĕл куккука
хăçан та хăçан хура халăх пăхсан куç
ўкет, çавăн чухне тин (ача ячĕ) куç ўктĕр.
77 çут çанталăкра пăхăр
йĕтем, пăхăр йĕтем çинче пăхăр тунката,
пăхăр тунката çинче пăхăр куккук. Çав
пăхăр куккука хăçан та хăçан хура халăх
пăхсан куç ўкет, çавăн чухне тин (ача ячĕ)
куç ўктĕр.
Çĕр ашшĕпе çĕр
амăшне хăнча (хăçан) пăсса пултаратчĕ,
çан чух тин çак (ача ячĕ) куç ўктĕр (3 хут).
Тьфу.
Шу ашшĕпе шу амăшне хăнча пăсса
пултаратчĕ, çан чух тин çак (ача ячĕ) куç ўктĕр
(3 хут). Тьфу.
Çил ашшĕпе çил амăшне
хăнча пăсса пултаратчĕ, çавăн чух тин çак
(ача ячĕ) куç ўктĕр (3 хут). Тьфу.
(Чĕлхесене вулама пур çын та пĕлмест.
Тата çăварта шăлсем пурте пулмалла).
Юнкă сали.
Ĕне
куçăхсан
Çитмĕл çичĕ
çанталăкра çитмĕл çичĕ сĕм
вăрман. Çитмĕл çичĕ сĕм вăрман
çине хăçан та хăçан хура халăх куçĕ
ўкет, çавăн чухне тин çак ĕне
куçăхтăр.
Çитмĕл çичĕ
çанталăкра çитмĕл çичĕ çăхан.
Çитмĕл çичĕ çăхан çине
хăçан та хăçан хура халăх куç ўкерет,
çавăн чухне тин çак ĕне куçăхтăр.
Çитмĕл çичĕ
çанталăкра çитмĕл çичĕ çĕлен. Çитмĕл
çичĕ çĕлен çине хăçан та
хăçан хура халăхăн куçĕ ўкет,
çавăн чухне тин çак ĕне куçăхтăр.
Шетмĕпуç
ялĕ.
Йытă
тапăнсан
Пихампар, йыттуна чар, ман çул çинчен
пăрса яр (3 хут).
Шаптак ялĕ.