Юрăсем
Ĕлĕкхи
юрă
Утсан ури пĕтес
çук,
Пĕтсен пĕтет
çăпати.
Хуйхăрсан хуйхă
пĕтес çук.
Пĕтсен пĕтĕ
хĕрлĕ сăн.
Анкарти
хыççăн утма çул.
Ман яш ĕмĕр иртрĕ
пуль,
Шыв хĕррине
çитрĕ пуль,
Шывпа юхса кайрĕ
пуль.
Апчар ялĕ, О.Е. Сапожниковăран (1914) С.А.
Сапожникова çырса илнĕ.
* * *
Туллит-туллит ту
çинче,
Хорпа квакал шу
çинче.
Эпир хамăр
çавнашкал
Çак çĕр
çинче хăнара.
Тохса отрăм пĕр
çолпа,
Çитсе
тăртăм ту хрине.
Тоалла пăхрăм —
шу вăрăм,
Шохăшларăм — ĕмĕр
вăрăм.
Хора вăрман ме
кашлат?
Сар шулчине
тăкасшăн.
Эп çак йорра ме
йорлап?
Поçри хойха сўресшĕн.
Атăл çинчи
квак тĕтри
Карĕ поль Атăл
тăршшипе.
Пирĕн пуçри
йăвăр хойхи
Карĕ поль ĕмĕр
тăршшипе.
Атăл шуйĕ хора
шу,
Шор пăрахот чопмалли.
Хола хошши Вăрманкас,
Юрă порнăç
порнмалли.
Шăпăр-шăпăр
çомăр çоат,
Пўртўм вĕçне
шу илет.
Шушне посма атти
çок,
Хута кĕме йолташ
çок.
Ик тор лаши тан юртат,
Тилхепи тăрăх
тар йохат.
Порнăç
çинчен шотласан
Ик куçран кушшу
йохат.
Торă лаши тортат тесе
Восне йывăр ан тейĕр.
Перĕн апи чтат тесе
Йывăр сăмах ан
калăр.
Отсассăн та, чопсан
та
Чол холана çитес
çок.
Тем чул вăйлă
хорлансан та
Хойхă вĕçне
тохас çок.
Атикасси ялĕ, А.Т. Антонова (1918) çырса
панă.