ХĂлĂх сĂмахлĂхĔ      Устное народное творчество

Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем

Çĕрте малта пыр, пинре кая ан юл.

Ху тĕвĕленĕ пулсан ху салт.

Атăл урлă каçан пулсан виçĕ кунлăх çăкăр ил.

Вуттуна чĕртиччен шывна кўр.

Тимĕрпе ан хăмсар, тимĕр тăсăлать.

Шăл пур чухне аш çи, вăй пур чухне ĕçсе çи, вăй пур чухне кĕреш.

Кĕпçе тени сыпăклă, халап тени татăклă, каллĕ-маллĕ ан пупле, тўрĕ сăмаха тўрĕ кала.

Упине тытмасăр тирне ан сў.

Тырă ăнсассăн ан çывăр, вырма пуçласан ыйхă килмĕ.

Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине  те пулин йăвала.

Ачана хўмре ан усра: кайран шăнать.

Амăшне пăх та хĕрне ил, ашшĕне пăх та ывăлне хĕр пар.

Халăхран мала иртсе ан кай, халăхран тăрса ан юл.

Шăнса килекене ăшăтса яр, выçса килекене тăрантарса яр.

Атăла курмасăр аттуна ан хыв.

 

Ыр вăрлăхран ыр çимĕç.

Кĕрхи кун ĕçченлĕхе тĕрĕслет.

Пĕччен йывăçа ытларах çил тустарать.

Хăвана çамрăк чух аваççĕ.

Тумламран тинĕс пулать.

Çухатаканăн çĕр çылăх, вăрлаканăн пĕр çылăх.

Çăвартан тухсан хапхаран тухать.

Çырлана пиçнĕ вăхăтра татаççĕ.

Пуçтарма ĕмĕр, салатма виç кун.

Пўртре ларнă — суккăр пулнă, уя тухнă — тĕнче курнă.

Турпас тăвакана мар, пўрт лартакана платник теççĕ.

 

Вут хутмасăр çăкăр пиçмест, ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть.

Ялти халап ялтах пултăр, килти — килтех.

Хĕрхенекенĕнне хĕрлĕ йытă çинĕ.

Тăван тути пыл тути, ют çын тути юн тути.

Турă курать: кам кама хур тăвать.

Ырă вилмест, усал çухалать.

Кам эреке юратать, вăл хăйне хăй пĕтерет.

Кахал çынна яланах праçник.

Ача пăхмасăр çитĕнмест.

Хунямăш çине кин шăтать.

Хĕрне каласан кинĕ илттĕр теççĕ.

Курман — курас килет, курсан — тарас килет.

Тачка çăкăр виç кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх.

Çук пылпа кулач çитерет.

Амăш сĕчĕпе тăна кĕмесен качака сĕчĕпе тăна кĕрес çук.

Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă.

Сивĕ сăмах çынна сивĕтет.

Хăв çынна епле хисеплен, хăвна та çавăн пекех хисеплĕç.

Ватти пулмасан — латти çук.

Çĕр çынна никам та юрайман.

Çукки те хуйхăрать, пурри те макăрать.

Лайăх тум çынна юсать, çĕтĕк — пăсать.

Кăмăллă çыншăн пур çĕрте те вырăн пур, çилле пур çĕрте те тăвăр.

Ырă сăмах чуна ăшăтать.

Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă — чĕлхипе.

ĕмĕтлĕ çын — çунатлă.

Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек.

Этем лайăххи калаçнинченех  курăнать.

Иккĕн иккĕнех: инкек пулсан та çурмалла.

Ыр ут çынна таптамасть, ыр çын çынна тиркемест.

Лайăх çын сăхман аркинчен уртăн, усал çын ури йĕрне те ан пус.

Усал çынпа усал шухăш кĕрет, лайăх çынпа лайăх шухăш кĕрет.

Çивĕч пуртă час катăлать, çивĕч çын час ватăлать.

Каланă сăмахăн тытма хўри çук.

 

Вĕренни пур çĕрте те кирлĕ.

Кам нумай пĕлет, вăл çухалас çук.

Çамрăкла вĕренмесен ватлăхра вĕренме хĕн.

Ялан ăспа çўресен ялти ватă ятламасть.

Атăл урлă каçсассăн ăс кĕрет.

ăслă çыннăн ĕç нумай, ухмахăн сăмах нумай.

Вĕреннине йăтса çўремелле мар.

ăс тенине мĕн виличчен пухаççĕ.

ăсталăх çăкăр ыйтмасть, хăй тăрантарать.

Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулнă.

Пўрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ.

 

Упине тытмасăр тирне ан сў теççĕ.

Çын çурăмĕ çинче çĕклеме çăмăл теççĕ.

Нушана курмасан ĕçне те пĕлместĕн.

Пулă çиес килсен шыва кĕрес пулать.

Мĕнле суха тунă, çавнашкал тырă-пулă.

Вăтанман юмăç пулнă, ўркенмен ăста пулнă.

Ир тăракан тутă пулнă.

Çурла сассипе тыр пулать.

ĕнсе хыçнипе ĕçе тупаймăн.

Ырана хăварсан ырать теççĕ.

ĕçлесен анчах канма лайăх.

Ал тытмасан ал çул ларать.

Кăмак çинче те айăк ыратакан пулать.

ĕçлекен çын выçса вилмен.

ĕçе мĕнле пуçлатăн, çапла вĕçлетĕн.

Мĕн акатăн, çавă шăтать.

ĕçлесе тупнă укçа виличченех тăрантарать.

Пурнăç тăвас тесен çурăм тарличчен ĕçлес пулать.

Кирлĕ мар пуртă та ĕмĕрте кирлĕ пулĕ.

Ху аллупа тунă япала яланах хаклă.

Вĕçлемен ĕç — тĕплемен витре.

Хытă ĕçлекеншĕн хура çăкăр та кулач пек тутлă.

Пўрт илемне кĕтес кўмест, кукăль кўрет.

 

Кашкăрăн çăварĕ вун иккĕ теççĕ.

Сысна хырăмне ыраш пăсмасть теççĕ.

Йытта шанма юрамасть, ун хўри кукăр.

Кĕтўре пĕр ĕнене тĕксен пурте çавна тĕкеççĕ.

Кахал йытта вил мулкач.

Кил йытти кил йыттиех.

Сутнă е вилнĕ ĕнен сĕчĕ тутлă теççĕ.

Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать.

 

Каçах çуракан выçса тăнă тет, ирех тăракан урхамах тытнă тет.

Тўсекен тўс ашĕ çиять, тўсмен йытă ашĕ çиять тет.

Уксах тўрĕрен хытă чупнă тет.

Мирте ухмахран ухмах та, ăслăран ăслă та пур тет.

Килте йытă тăрантарма пĕлмен тет, ялта яшка пĕçернĕ тет.

Тимĕрçĕн пуртти катăк тет, арман хуçин çăнăх çук тет.

Ача-пăча çитĕнтернĕ чух ашшĕ-амăшĕн пĕр алли шывра, тепри вутра тет.

Ачаш ывăл вăрă тунă (вăрра кайнă), ачаш хĕр ача тунă тет.

Çимес теякан çитмĕл кукăль çинĕ тет.

Çын аллинчи кукăль тутлă тет.

Пĕр куна юлнă ĕç пин куна юлнă тет.

Макăра-макăра ĕçлекен кула-кула çиет тет.

Вун иккĕн авăн çапма, иккĕн икерч çиме лайăх тет.

Тыткалама пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ тет.

Хĕрхенекенĕнне хĕрлĕ йытă çинĕ тет.

Тухман çын тухсан тăман тухать тет.

Çăвара килсен ума килет тет.

Вăйăран мăкăр пулать тет.

Ялта Якку пур тет, мирте — Мирун.

Килти капăр яла тухман тет.

Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тет.

Кăвакал кўллине кура чăмать тет.

Урнă йытă урине çыртать тет.

Кин лайăххи хунямаран, хуняма лайăххи кинрен килет тет.

Пĕрре хăранă йытă виç кун вĕрнĕ тет.

Ялта сала кайăк выçса вилмен тет.

Вун икĕ пуртă пĕр тунката çине ларнă тет, вун икĕ кĕнчелеççи пĕр пукан çине ларайман тет.

Пўрт ăшĕнчи халăх килĕштерсе пурăнсан урамра выртакан патак кил хушшине кĕрет. Кил ăшĕнчи халăх килĕштермесĕр пурăнсан кил хушшинчи патак урама тухса выртать тет.

Турă çырманнине çырма пуçĕ çырмасть тенĕ.

Хĕр чухнехине хĕрĕх çул пурăнсассăн та куримăн тенĕ.

Уйри ĕçе çын тумасть, уяр тăвать тенĕ.

Ватăпа вĕтĕрен кулма каланă, уксахпа суккăртан кулма каламан.

Каçпа малаллине ĕмĕтленме каламан, каçхи сăмах çине чăхă сысать тенĕ.

Пурăннă çĕрте ясартан та кулма каламан.

Туман тиха пилĕкне хуçма каламан.

Вăрмантан туясăр килме каламан.

Мăйăра кайсан çырла татма хушман.

Икерчĕ пĕçернĕ чух малтанхи икерчине çатма çинчен çиме каламан.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед