ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

ТреньккĂ ялĕнчи туй юррисем

Туйран туя çўресе

Тур лаши те тортăнчĕ,

Çўрен лаши те çўхелчĕ.

Куна пĕлнĕ полсассăн-мĕн

Кăвак лашине кўлес пирн,

Кăвак çутăччен çўрес-мĕн.

Ни тортăнни палли çок,

Ни çўхелни палли çок.

Ай хоспати, ку ялсем

Ларасшăн та пырасшăн.

Питех пырас тесессĕн

Хапха умне тухса тăр,

Сурпан, масмак чиксе тох,

Çомна четвĕрт йăтса тох.

Хамăрах лартса каятпăр,

Çавна çитес ним те çок.

Ай хоспати, ку ялсем

Хура пўрт çамки корнасран

Йăмра лартса толтарнă.

Хĕрĕсем те çавнашкал,

Хора мăйсем корнасран

Шăрçа çакса толтарнă.

А-ай, рай-я, я-а, а-а,

Рай-я, рай-я, рай-я.

Пирĕн шăллăм учитель,

Учитель мар, мучитель:

Пĕр аллинче чĕн пушă,

Тепĕр аллинче хĕс пушă.

Чĕн пушшипе çапсассăн

Чĕнмен çынна чĕнтерет.

Хĕс пушшипе çапсассăн

Сисмен çĕртен систерет.

Вăрăм, вăрăм, вăрăм сарай,

Вăрăм сарай хыçĕнче

Хора корак йĕрĕ пор.

Хора корак йăвинчен

Хоран çуса çакмасан,

Сала кайăк тăриччен

Салма туса ямасан

Пирн апия юрас çок.

Треньккă ялĕ, А.Ф. Соколовăран (1936) И.И.Яшмуркина çырса илнĕ.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед