ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Тивĕш ялĕнчи туй юррисем

Эпир килес çул çинче

Сакăр вун сакăр сакăлтак,

Тăхăр вун тăхăр тĕмеске.

Шатăрт текен урапине

Катăрт текен турăмăр.

Тытса чарми утсене

Çапса утми турăмăр.

Хăта, пире хваттер яр,

Хваттер яр та хĕрне пар,

Хĕрне пар та тўшек пар.

Тўшек пултăр çиттиллĕ,

Çитти пултăр çўçеллĕ,

Çўçи пултăр шăрçаллă,

Шăрçи пултăр тенкĕллĕ,

Тенки пултăр майраллă.

Пирĕн инке пуласси

Ытла сарă пулсассăн

Çу чĕресси тăвăпăр,

Ытла хура пулсассăн

Яшка хуранĕ тăвăпăр.

Пирĕн инке пуласси

Сухан татма кайсассăн

Хăях татса кĕнĕ тет,

Çавăнпа яшки сухансăр.

Пирĕн инке пуласси

Купăста хуçма кайсассăн

Хупах татса кĕнĕ тет,

Çавăнпа яшки купăстасăр.

*   *   *

Пăхса тăран çыннисем

Туйшăн тухнă теççĕ пуль.

Туйшăн пулсан тухас çук.

Алла çитнĕ шăллăма

Алла туя тытиччен

Авлантарас терĕмĕр.

Тавай тăвас, туй тăвас,

Туя туй пек тумасан

Утмăл çулхи карчăксем

К(ă)мака çинчен анас çук,

Вун çиччĕри хĕрĕсем

Туй курма та тухас çук,

Туй илемĕ пулас çук.

Анкартинчи хурăнĕ

Тăрри милĕк тумалли,

Вулли каска тумалли.

Çакă ялăн хĕрĕсем —

Хĕлле улах лармалли,

Çулла арăм тумалли.

 

Тавай пăхас, хĕр пăхас.

Ара çитнĕ шăллăм пор.

Саррине те вăрăмне,

Ик çўç хĕрри кăтрине,

Ялта çокне ясарне,

Килте çокне кил поçне.

 

Хĕрĕн хакĕ хĕрĕх пус,

Хĕрĕн хакĕ хĕрĕх пус.

Хĕрĕх пуспа иличчен

Çитмĕл пуспа илес те

Хамăр ялтан каяс мар.

Тивĕш ялĕ, Г.М. Волковăран (1940) Д.Н. Григорьева çырса илнĕ. 2003 ç.

 

*   *   *

Ман туя ма каяс мар: (2 хут)

Атте лаша кўлсе пачĕ,

Анне апат лартса ячĕ,

Йăмăк пиçхи çыхса ячĕ,

Шăллăм алăк уçса пачĕ,

Савни пăхса тăрса юлчĕ.

 

Пирĕн лаши мĕн ыйтать? (2 хут)

Чĕрес тулли сĕл(ĕ) ыйтать.

Чĕрес тулли пулмасан

Тапса тăкса яр(ат)ăп тет.

Чĕрес тулли пулсассăн

Кукăль тесе çиеп тет.

 

Пирĕн улă мĕн ыйтать? (2 хут)

Ытам тулли хĕр ыйтать.

Ытам тулли пулмасан

Кунтах прахса х(ă)варап тет.

Ытам тулли пулсассăн

Ыталаса кая(тă)п тет.

Тивĕш ялĕ, Д.Н. Григорьева

çырса панă.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед