ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

МĂн Токшик ялĕнчи туй юррисем

Чол холара чол хаклă.

Чолĕ нумай пулсан та

Пирĕн ялта хĕр хаклă.

Хĕрĕ нумай пулсан та

Йўнĕ хĕре шыраса

Çакă та яла килтĕмĕр,

Пирĕн те ачи ачах пек,

Сирĕн те хĕрĕ хĕрех пек.

Атти тайăр* илсе пачĕ

Тайкаланса юрлама.

Апи кĕмĕл çакса ячĕ

Пăркаланса юрлама.

Тайкаланса юрласан,

Пăркаланса юрласан

Пире такам та хĕр парать,

Хĕр илмесĕр каяс çук.

Ах, тарăхап, тарăхап,

Шăллăм çине тарăхап,

Çакăнта çити киличчен

Хĕр пулман-ши ун валли?

Аттин лаши лайăхшăн

Тĕпне кўлес терĕмĕр.

Шăллăм кăмăлĕ лайăхшăн

Туйла килес терĕмĕр.

*   *   *

Туй, туй, туй тесе (2 хут)

Хĕрĕх çухрăм килтĕмĕр.

Хĕрĕ хĕрех пулчĕ-ши?

Алă çухрăм килтĕмĕр,

Алли-ури мĕнле-ши?

Утмăл çухрăм килтĕмĕр,

Утти-чуппи мĕнле-ши?

Çитмĕл çухрăм килтĕмĕр,

Çийĕ-пуçĕ мĕнле-ши?

Сакăр вун çухрăм килтĕмĕр,

Сăнĕ-пуçĕ мĕнле-ши?

Тăхăр вун çухрăм килтĕмĕр,

Тăнĕ-пуçĕ мĕнле-ши?

Ах, шăллăм Михала,

Çав хăлхана кĕрет-и?

Туй шăнкăрав(ĕ) сассипе

Хăта патне çитрĕмĕр.

Те алăк пулч(ĕ), хапха пулч,

Уçрăмăр та кĕтĕмĕр.

Хăти-тăхлачпе калаçрăмăр,

Хăналанса лартăмăр...

Те арăм пулч, те хĕр пулч,

Лартрăмăр та килтĕмĕр.

Ах, апи, ах, атти,

Кин туянса килтĕмĕр.

Юрататăр пулсассăн

Мăн çăкăрпа хирĕç тухăр.

Юратмастăр пулсассăн

Çич ют — çиччĕн, кин — пĕччен.

Йĕри-тавра пăхсан та

Нихăш енчен япăх мар.

 

*   *   *

Час килмерĕç ан тейĕр, (2 хут)

Эпĕр килес çул çинче

Çăка ращи каш! кашлать.

Çăка ращи варринче

Пошăт тĕмми тĕл пулса.

Тăхăр пошăт çăпатилĕх

Касма хăтланса каç туса.

Хăта нўхреп чол нўхреп, (2 хут)

Икĕ чалăш тарăнăш,

Икĕ чалăш сарлакăш.

Чол хошшипе сăра юхать —

Патияпах* ăсрăмăр,

Алтăрпала ĕçрĕмĕр,

Çавăнпа ĕссĕр пултăмăр.

*   *   *

Туй, туй, туй тесе (2 хут)

Атти лаша кўлсе пач(ĕ),

Апи тенкĕ çакса яч(ĕ),

Пичи хапха уçса яч(ĕ),

Туя туй пек тăвăр тет.

Паян лайăх çўресен

Ўлĕм татах кайăр тет.

Сакăр метр сар ленти (2 хут)

Сар лашашăн — тилхепе.

Хутран хурса тухмалли,

Кайран вĕçертсе хумалли.

Ялти варли сар варли,

Хутран улах лармалли.

Çулла пухха каймалли —

Кайран шуçса юлмалли.

Аттин армань çич арман, (2 хут)

Çиччĕш пушă ларсан та

Юхма-ясмăк ярас çук.

Аттин улĕ çичĕ ул,

Çиччĕш хусах пулсан та

Çак ял хĕрне илес çук,

Çук, çук, илес çук.

Аттин сарай умĕнче (2 хут)

Чăрăш турат чĕр турат.

Чăрмантарать ан тейĕр.

Ах, шăллăм, ах, кинĕм,

Ватти-вĕтти пор тесе

Чăрмантарать ан тейĕр,

Ват çын усси пит нумай.

Мăн Токшик ялĕ, Д.Н. Данилова (1925) çырса панă. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед