Питрав
Платкасси ялĕ — пĕчĕк кăна ял,
унта пурĕ те 35 кил çеç. Ял вырăнĕ ĕлĕкрех
вăрманлă пулнă. Çавăнта чи малтан Плат ятлă
çын пырса вырнаçнă, ун хыççăн — Ижель.
Платпа Ижель ял пуçласа яраканĕсем тесе асăнаççĕ
ватăсем. Халăхра ял ятне Платкасси тесе каланă, хут çинче
Ижелькасси тесе çыртарнă. Платкасси ялĕн чиркў прихучĕ
Турайра пулнă. Ял çыннисем Турра пуççапма Турайри
чиркĕве çўренĕ. Çав чиркў праçникне июлĕн
12-мĕшĕнче ирттернĕ. Пирĕн тăрăхра ăна
Питрава уявĕ теççĕ, çуллахи Питрава. Праçник
умĕн кашни килте пўрт-çурта çуса тасатнă, пахчара
тирпей-илем кĕртнĕ. Кил хушшипе урам хушшине шăлса
пуçтарнă. Питрава валли юрай сăри çуркуннех
янтăланă. Сăрине вара питĕ хаяр тунă. Ятарласа
çав кун така пуснă, пуç-ура яшки пĕçернĕ, тĕрлĕрен
тутлă çимĕçсем хатĕрленĕ.
Çамрăксем Турай ялне ярмăрккăна кайнă.
Ятарласа çĕлетнĕ çĕнĕ çи-пуç
тăхăннă.
Платкассинче ĕлĕкренпех ял çыннисем килĕштерсе
пурăннă. Уявра пĕр-пĕрин патне ĕçме-çиме
черетпе кĕрсе тухса çўренĕ.
Пухă хыççăн уй урлă килнисем тăванĕсем
патне хăнана кĕнĕ. Ĕлĕкхи çынсен лашасем килĕренех
пулнă, çавăнпа та хăнана лашасемпе кайнă. Курса
калаçнă, ĕçсе-çинĕ, ĕçкĕ
юррисем юрланă та килĕсене кайнă. Çĕр выртса
тăман.
Чўк уйăхĕн 8-мĕшĕнче кĕрхи Питрав уявласа
ирттернĕ. Тутлă ĕçме-çиме хатĕрленĕ,
сăра вĕретнĕ, аш-пăш, кукăльсем пĕçернĕ.
Çывăх тăванĕсене хăнана чĕннĕ, ташласа
юрланă.
Платкасси
ялĕ, С.Е. Родионовăран
(1933)
И.С. Михайлова çырса илнĕ.
Питрав кунĕнче така пусса кукар яшки пĕçерсе
çинĕ. Çырласем святить тума чиркĕве кайнă.
Çĕмĕртлĕх
Чемей ялĕ, А.А. Андреева (1910) каласа панинчен.
Кукар яшки.
Ĕлĕкрен пирĕн енчи чăвашсен юратнă апачĕ кукар
яшки пулнă. Çулла Питрав кунĕнче ятарласа сурăх пусса
шўрпе пĕçереççĕ, ăна çиме чи
çывăх тăвансене чĕнеççĕ.
Выльăха пусса тирпейлесен пуçне, урисене çулăм
çинче вĕтмеле, хырса тасатмалла, вĕри шывпа лайăх
çумалла. Пыршисене те çĕçĕпе хырса тĕплĕн
çуса тасатмалла.
Шўрпене пысăк хуранта пĕçереççĕ.
Унта выльăх пуçне вакласа, пĕверне, пыршисене, чĕрине,
кăштах шăмăллăрах ашне ямалла. Сурăхăнне урисене
те шўрпене ярса пĕçереççĕ.
Ўпкине малтан уйрăм пĕçермелле, мĕншĕн тесен
унтан питĕ нумай кăпăк тухать. Кайран таса сивĕ шывпа
çуса ăна шўрпене ямалла. Пĕр 2—3 сехет пĕçерсен
ашне, ўпки-пĕверне, чĕрине, пыршисене шўрперен кăларса
тăваткал татăксем туса турамалла.
Шўрпине ала витĕр сĕрмелле, кун пек шўрпе тăрă та
илемлĕ тĕслĕ пулать. Кайран пурне те хурана ярса тепĕр
сехет пĕчĕкрех çулăм çинче пĕçермелле.
Сыпса пăхса тăвар калаттармалла. Пиçсе çитиччен пĕр
15—20 минут маларах шўрпене çунă рис, тутă кĕртме лавр
çулçи, пăрăç хушмалла. Шўрпене сухан ямалла мар,
çинĕ чух вĕттĕн туранă ыхра хушма пулать.
Юнкă
сали, К.К. Илугина (1955) çырса панă. 2004 ç.
Питрав, Çуллахи Казански уявĕсенче
карусельсем лартнă, çамрăксем купăс каласа урампа
утнă. Питрав кун ялан така пуснă, кукар шўрпи пĕçернĕ,
ытти апат-çимĕç те хатĕрленĕ. Аякри тăвансем
хăнана килнĕ, пĕрле савăнса ĕçсе çинĕ.
Ильин кунне августăн 2-мĕшĕнче паллă
тăваççĕ, çĕнĕ паранкă
кăларса çиеççĕ. Çак кунтан пуçласа
шыва кĕмеççĕ. Илле мучи шыва тимĕр туя тирет (пăрахать), çавăнпа
шыв сивĕнсе каять теççĕ.
Чемей
сали, М.И. Волкова (1915) каласа панинчен.