Казански уявĔ
Июлĕн 21-мĕшĕнче Тойкилтĕ салинче авалтан Казански
праçникне ирттернĕ. Анчах ХХ ĕмĕрĕн юлашки
çулĕсенче ĕççи вăхăтне шута илсе
хуçалăх ертўçисем ку йăлана тума чарнă. 2001
çулта халăх ыйтнипе ял администрацийĕпе старостăсен канашĕ
ăна тепĕр хут чĕртсе ярас ыйтăва сўтсе явнă. Уйкас
Янасал чиркĕвĕнчен ятарласа чĕннĕ Иоан пачăшкă
çак шухăша ырланă. Малтан чиркў пулнă вырăна
(вăл халь шкул картишне кĕрет) светить тунă, пĕчĕк
часовня лартма йышăннă.
Тойкилтĕ сали, М.М. Исакова çырса панă. 2003 ç.
1912 çулта Мăн Шаптак, Тойкилтĕ, Мăн Токшик ялĕсенче
пурăнакан çынсенчен укçа-тенкĕ пуçтарса Казански
Турă амăшĕ ячĕпе Тойкилтĕре чиркў туса лартнă.
Çав çултан пуçласа çуллахи Казански (июлĕн
21-мĕшĕ) тата кĕрхи Казански (ноябрĕн 4-мĕшĕ)
кунĕсене уявланă. Уявне вара питĕ анлă ирттернĕ,
икшер-виçшер куна тăсăлнă вăл. Ял-йышпа
хутшăнса килрен киле çўренĕ. Аякри хурăнташ-пĕлĕш
çĕр выртмаллах килнĕ. Яш-кĕрĕм урама тухса
карталанса тăрса юрланă, ташланă, тĕрлĕрен
вăйăсем вылянă. Хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕринпе
тĕл пулса паллашнă. Хăна хĕрĕсем, хăна каччисем
килнĕ.
Хальхи вăхăта илес пулсан, ку уявăн йĕрки-курки
чылай улшăннă. Акă Казански Турă амăш кунне 2002
çулта çапла ирттернĕ. Уяв сăри тума Тойкилтĕри чи тутлă, çăра сăра
тума пĕлекене хушнă. Така пусса кокар шўрпи пĕçернĕ.
Ача-пăча ир-ирех, тăватă-пилĕк сехетре, тăрса пулла
кайнă, кайран пулă шўрпи хатĕрленĕ. Пурте пĕрле
пуçтарăнса сăра ĕçнĕ, уяв апатне çинĕ.
Кунтах тĕрлĕрен конкурссемпе выставкăсем йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен,
«Уяв сĕтелĕ», вăйă, ташă, юрă конкурсĕсем
ирттернĕ, «Кулленхи пурнăç сăн-сăпачĕ» ятпа
ачасен ўкерчĕкĕсен тата сăн ўкерчĕкĕсен выставкине йĕркеленĕ.
Çавăн пекех Тойкилтĕри «Хĕлхем» ансамбль хăйĕн
пултарулăхĕпе халăха савăнтарнă.
Шаптак ялĕ, А.А. Павловăпа (1909) Е.М. Васильева каласа
панă тăрăх Д. Михеева çырса илнĕ.