Пукрав
Пукрав — хĕл сивви пуçланнă кун, çавăнпа та
вăл кун чўречесене, сакайĕнче çулла шăшисем тунă
шăтăксене (шал енчен те, тул енчен те) тăпра сапса питĕрмелле,
пўртĕн пур шăтăк-çурăкне мăк чикмелле.
Пўрт-çурта анчах мар, выльăх-чĕрлĕх сарайĕсенчи
шăтăк-çурăка улăм чиксе сапламалла, вите йĕри-тавра
ăшă тытма тислĕк хурса тухмалла.
Чемей сали, М.И. Волкова (1915) каласа панинчен.