КĔТЎ ЧЎКĔН КĔЛЛИСЕМ
«Тав тăватăп, пуççапатăп, кĕтў умĕн
пăтă чўклетĕп. Выльăхсене Тур аллине хире кăларса
яратпăр. Кĕркуннеччен лайăх, сывлăхлă çўреме
пар, Турă. Упра, Турă, çырлах!»
«Хире тухнă йĕркепе усал
çумăртан, çапас патаккунтан выльăхăм-чĕрлĕхĕме,
Турă, усра.
Чикес çĕççўнтен упрасамччĕ, сыхласамччĕ.
Усал кăмăллă çынна, Турă, ямăсăнччĕ.
Выльăхăм-чĕрлĕхĕм кĕтĕве тухнă йĕркепе
ырлăх-сывлăх парăсăнччĕ».