УТÇИ
Ильинка тăрăхĕнче пурăнакансем
çулсеренех Атăл леш енне утă çулма çўренĕ.
Йăлăма кайиччен кашни килтех пахчари утта çулса типĕтме,
пуçтарса кĕртме тăрăшнă. Утă уйăхĕн
пуçламăшĕнче ял халăхĕ утта кайма
пуçтарăннă. Килте ватăсемпе пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем
çеç юлнă.
Атăл леш енне паромпа каçнă. Унта тăватă лав
таран вырнаçма пултарнă. Паромăн икĕ енне икшер
çын ларса кĕсменсемпе авăснă. Шухăрах
çамрăксем кĕсменне юриех шыв çийĕн сулса ларса
пыракансене йĕпетсе илнисем те пулкаланă.
Йăлăма çитсен малтанах çĕр выртма ўплесем
тунă. Вĕсене йывăç тураттисенчен касса майлаштарнă.
Ытларах Кĕçĕн Атăл хĕрринче пурăннă.
Ўплисене Сиплĕ кўлĕ хĕррине те лартнă. Виçĕ-тăватă
çын пĕрле пухăнса пĕр ўпле тунă. Тăррисене
çумăр çусан шыв анасран утăпа витнĕ. Йăлăмра
çĕленсем нумай пулнă. Калтисем вара ўплесенех шуса кĕнĕ,
çавăнпа çывăрма çĕр çине выртман,
саксем хатĕрленĕ. Парат шывне ĕçме усă курнă,
унта шыва та кĕнĕ. Уяр çанталăкра типпе юлнă кўлĕсенчен
пулăсем кăларнă. Сиплĕ кўлĕпе Хура кўлĕре
çăрттан тытнă. Кунтан инçех мар Тĕпсĕр кўлĕ
пулнă, вăл питĕ тарăн пулнăран унта шыва кĕмен.
Утă вăхăтне ял халăхĕ хаваспах кĕтсе
илнĕ. Çак пĕрлехи ĕçрен юлас текенсем пачах
пулман. Унтан та ытла, утçине пĕр-пĕр уява кайнă чухнехи
пекех хатĕрленнĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем килте тĕртнĕ
пиртен çĕленĕ шурă кĕпесем тăхăннă.
Умĕсене хĕреçлĕ саппун çакнă.
Çанă вĕçĕсене, холçине, саппун вĕçне
тĕрлесе илемлетнĕ. Вăрăм çўçĕсене
çивĕтлесе лентăпа тыттарнă. Тĕрленĕ шурă
тутăрсене хĕрле çавăрса çыхнă. Урисене хура
тăла чĕркесе çăпата сырнă. Çак кунсенче хĕрсем
капăр та тирпейлĕ çи-пуç тăхăнма
тăрăшнă, халăх хушшинче те хăйсене сăпайлă
тытнă. Арçынсем те шурă кĕпесем тăхăннă.
Утă çулакансем валли яшка пĕçерме ятарласа
çын кайнă. Кўлĕ çывăхне икĕ пысăк хуран
çакнă. Пĕринче яшка пĕçернĕ, тепринче чей вĕретнĕ.
Аш-пăшпа тата ытти çимĕçпе колхоз тивĕçтернĕ.
Вĕсене пĕтĕмпех ятарласа палăртнă çын илсе
пырса панă. Яшкине ирхине ирех, çынсем çывăрса
тăриччен, пĕçернĕ. Пурте пĕрле апатлансан ĕçе
тытăннă.
Утă çулакансем хĕвелпе пĕрле тăрса ĕç
пуçланă, мĕншĕн тесен сывлăм типиччен çулма
çăмăлрах. Кăнтăрла, хĕвел хĕртме
пуçласан, пĕр-икĕ сехет пек канса илнĕ. Кăнтăр
апачĕ тунă хыççăн çĕнĕ вăйпа
каллех пĕрин хыççăн тепри карталанса тăрса
çулма пикеннĕ.
Çулмалли лаптăксене кашни бригадăна пайласа панă.
Уяр çанталăкра утта çулса пĕтерес тесе каçченех ĕçленĕ.
Каçхине килĕнче ача-пăча, выльăх-чĕрлĕх
пуррисен киле таврăнма тивнĕ. Утă çулса килнĕ хĕрарăмсем
ирччен çăкăрне те, ачисене валли яшкине те пĕçерсе
хăварма ĕлкĕрнĕ, кил-çуртне те тирпейленĕ.
Ирхине выльăхсене тăрантарнă, ĕнисене суса кĕтĕве
хăваланă та Атăл леш енне каçса халăхпа ĕçе
кўлĕннĕ. Ăçтан
вăй-хăват çитернĕ-ши мăнтарăн хĕрарăмĕ?
Хăш вăхăтра çывăрса каннă-ши?
Çамрăксем ытларах чухне киле килсе çўремен, çĕр
каçма унтах юлнă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннă пулин
те, яш-кĕрĕм каçсерен тĕрлĕ вăйăсем
вылянă, юрăсем шăрантарнă, Кĕçĕн
Атăлта кимĕпе ярăннă. Каçхи шăплăхра вĕсен
сасси таврана ян! та ян! янратнă, Атăл леш енчен ку енне илтĕннĕ.
Урама ларма тухнă ватăсем çамрăксен юррисене итлесе
киленнĕ, хăйсен яшлăхне аса илнĕ.
Утă вăхăтĕнче ытларах «Атăл
леш енче», «Ваньăпа Дуня», «Хĕрсем утă çулма
каяççĕ» тата ытти нумай-нумай юрра юрланă.
Çамрăккисем аслăраххисенчен ĕçе те, юрлама-ташлама
та вĕренсе пынă.
Уттине çулса пĕтерсен пĕр-икĕ кун кушăхтарса
вырттарнă. Унтан тавăрнă та «хур карти» тунă: утта икĕ
енчен пĕр çĕре пуçтарса тухнă. Хĕвеллĕ
çанталăкра хурăн пуçлă çĕленсем
утă çине тухса выртнă. Утти типсе пынăçемĕн
малтан ăна пĕчĕкрех купасене пуçтарнă, кайран капана
хывнă. Аякри куписене йĕпсепе тирсе вĕренпе çыхнă та
лашасемпе туртса килнĕ. Йĕпси сенĕк авринчен вăрăмрах
пулнă. Шĕвĕр вĕçне утă купи айĕнчен
кăларнă, тепĕр вĕçне вĕренпе туртса
çыхнă, лашан хăмăт пĕвĕнчен кăкарнă.
Çапла майпа пĕчĕк купасене пĕр çĕре
пуçтарнă, пысăк капансем тунă. Ĕçе Питрав кунĕ
тĕлне вĕçленĕ. Çав ятпа колхозран така илсе килсе
пуснă, шўрпе пĕçер-
се çинĕ.
Питрав хыççăн Йăлăма утă çулма
çармăссем каçнă.
Утçи вĕçленсен Атăл леш енне ĕнесене
каçарнă. Кунĕпе улăхра, вăрманта çўренĕ
вĕсем, каçхине кўлĕ хĕррине тухнă. Тепĕр ирччен
ĕнесене картана хупнă, çĕр каçипе вĕсене
хураллама икĕ çын юлнă. Хĕрарăмсем ĕне сума яла
каçхине кайнă та ирхине суса кăларнă
хыççăн каялла таврăннă.
Атăл леш енне утă çулма кăна мар, çĕр
çырли татма та çўренĕ. Пĕрле пуçтарăнса
ятарласа хăла çырли патне кайнă. Ваттисем аса илнĕ
тăрăх, кошламарсем (çармăссем) ĕне мăйраки
çине карçинкка çакса янă та хăла çырли
ўсекен вырăна хăваласа кĕртнĕ. Ĕни
туратсене сĕртĕннипе çырлисем карçинккана
тăкăннă.
Çу каçипех ял çыннисем хăйсен ĕнисене
Йăлăмра усранă, пăрушĕсене те каçарса
кайнă. Çанталăк сивĕтме пуçласан пăрăвĕсене
ўплесенче усранă. Выльăхсене унти улăхсенче мĕн шăнтма
пуçличченех тытнă. Кайран каялла та паромпах каçарнă.
Атăл çине пăр ларсан Йăлăмри утă капанĕсене
лашасемпе турттарнă. Утти пĕтĕмпех колхоз валли пулнă.
Юлашки утă капанĕсене турттарса килнĕ тĕле капан тĕпне
шыв илнĕ.
Халĕ çав вăхăтсене, нихçан
манăçми хаваслă кунсене, аса илеççĕ
кăна аслă ăру çыннисем. Шел, унти илеме эпир
кураймарăмăр. 1980-мĕш çулсенче Атăла пĕвеленĕ.
Йăлăмри улăх-çарансем, кўлĕсем йăлтах шыв айне
пулнă.
Треньккă ялĕ, Е.В. Павловăран (1925), Р.Б.
Мочаловăран (1940), А.А. Павловăран (1929) Л.В. Семенова çырса
илнĕ.
Утă çулма çимĕк иртсен тин тухнă. Малтанхи
кун мунча хутса кĕнĕ, ирхине таса, капăр тумланса улăха
кайнă, апат-çимĕç, сăра илсе тухнă. Малтан пĕчĕк
уяв тунă, сăра ĕçнĕ, кайран вара çулма
пуçланă.
Кĕçĕн Чураш ялĕ, В.С. Михайлова (1934) каласа
панинчен.