КĔтў кĂларни
Çуркунне çитет, чăн малтан кĕтў ачипе
выльăхсене уя ямалла пулат. Кĕтў кăларас кун çитсен ак мĕнле
йĕрке пулат. Картари выльăхсене кил хушшине
кăлараççĕ те пўртĕм патĕнчи шыва ĕçтереççĕ.
Çак вăхăтра пахчаран кăчăкăллă
йывăçăн тураттисене хуçса килеççĕ,
ăна пĕр-пĕр ул ача хуçат. Вара кам та пулин ялтан
чăн малтан хуса анаканни пулĕ-и-ха тесе урамалла пăхса
тăраççĕ. Ялта пĕри чăн малтан хуса ансан, ун
хыçĕнчен пурте вара хуса тухаççĕ килсенчен.
Хăш çынна килĕшмест чăн малтан кĕтў хăвалама:
вылăхсем кĕтўрен таракан, уксах, пилĕксĕр
пулаççĕ çу каçиччен. Тата чăн малтан кĕтў
хăвалама хĕр ачана юрамаст, хĕрсем вĕсем хĕсĕр хĕрарăмсем.
Иртнĕ çуркунне выльăхсене чăн малтан Сергей Марви, хĕр
ача, хăваласа аннă та хĕлле сурăхсем нумайăшĕн хĕсĕр
пулнă, путексем туман. Çавăнпа Сергей хĕр ачине
çисе хĕлĕпех калаçатчĕç.
Выльăхсене кĕтĕве янă чух алла
кăчăкăллă хулăсем уçă тулли
тытаççĕ те çавăнпа хăваласа
пыраççĕ. Кĕтў тухнă çĕре çитсен
вара тăраççĕ, киле тўрех
тавăрăнмаççĕ, пур килтен те ярассине кĕтсе
тăраççĕ. Кĕтў пухăнсан кĕлĕ йĕрки
пуçланат. Чăн первай кĕтў апачĕ паракан мăн
çăккăр, пысăк чăкăт чиксе пырат кĕтў хĕрне
(кĕтў тухнă çĕре). Çăккăрне,
чăкăтне касса кĕтў кăларма тухнă пур çынна та
параççĕ. Касса панă валла (чĕлле) пурте алла илсен
вара кĕлĕ пуçланат. Пурте хĕвел тухăçнелле
пăхса тăрса ăшĕсенче кĕлкĕлеççĕ.
Кĕлкĕлеме пĕлекен çынсем саспах кĕлкĕлеççĕ.
Пирĕн Сесьмерте Партас старик, ватă çын, лайăх кĕлтăват.
Вара вăл пур кĕтў патĕнчи çынсем умне тăрса
çапла кĕлтăват:
— Çырлах, Торă! Кĕтў кăларатпăр.
Пăхуллă, кĕтўллĕ, Торă, осра пире. Кăткă мĕнле саланат — çанашкал пирĕн
вылăх-чĕрлĕх те уйра саланат, кăткă мĕнле
пуçтарăнат — çанашкал пирĕн те вылăхсем пĕр
çĕре пуçтарăнччăр. Торă, пăхса
пуçтарса усра, пĕр вĕçĕ уйра, тепĕр вĕçĕ
урам хушши пуçланнă çĕрте пултăр,
çултан-çул, Торă, пирĕн кĕтўве хушша пыр, тĕкĕнчен,
çўçĕнчен хунаттар, кашнă тĕкрен хушăнтар.
Кăчăкăллă йывăç кашни çул
кăчăкă кăларат, пире те кашнă çул выльăх-чĕрĕлĕх
хушса пар, Торă.
Тĕслĕ-тĕслĕ курăк пулĕ, те юрат
çима, те юрамаст. Торă, выльăх-чĕрĕлĕх валли
лайăх курăк пар уйра. Торă, хута кĕр. Шывран, усал
çилтен, çырма-çатраран, шорлăхран, Торă, хута кĕр...
Вара калаççĕ: «Килĕрех, торăсем, торă
амăшĕсем, хура халăха, вы-льăха-чĕрĕлĕхе
лайăх усрăр», — теççĕ кĕлкĕлеме пĕлмен
çынсем. Хыçалта тăракансем, хĕрарăмсем вĕсем,
пĕр-пĕринпе пуплесех тăраççĕ, вĕсен кĕлкĕлесси
çок, ним пĕлмеççĕ вĕсем. Малтан калама
астăвимарăм: килтен выльăхсене кĕтў тухнă çĕре
хăваласа çитсен унта ларакан выльăх ачисене икшер
çăмарта параççĕ, панă чух çапла
калаççĕ: «Выльăхсем-чĕрлĕхсем
çăмарта пек тотă пулччăр», — теççĕ.
Кĕлĕ пĕтсен, асăннă çăккăрпа
чăкăтне çисе ярсан вара кĕтў уя тухат, хуллен, йĕрипе
кăларса яраççĕ. Кĕтў тухса кайсан яракансем кĕтў
алăкĕ патнех, кĕтў алăкран тухса пĕтсен, пурте
харăс кăшăл çĕре выртаççĕ те
çапла калаççĕ: «Эпир мĕнле выртатпăр,
выльăхсем те çанашкалах выртчăр, ан тарччăр», —
теççĕ. Ăна тахçанах сăнанă
çынсем, çапла тусан выльăхсем тармаççĕ
тет. Вара киле саланаççĕ, киле
тавăрăнаççĕ. Тавăрăннă чух пит тўрĕ
çулпа, тўрĕ тавăрăнас пулат, ахалĕн выльăхсем
киле килме пĕлмеççĕ, ялта çухалса
çўрекен, киле час килми пулаççĕ. Киле
тавăрăнсан алри хулăсене аслăк çине
хураççĕ, ун чух ним те каламаççĕ,
çынпа пуплесен выльăхсем килте те макăракан
пулаççĕ тет.
Çеçмер ялĕ, Т.К. Кириллов 1904 ç.
Н.В.Никольский профессора çырса ярса панă. ЧПГĂИ ĂА. I
уйр. 151 т. 322—324 с.
Çуркунне пĕрремĕш хут кĕтў
кăларнă чухне ял çыннисем тахçанах çирĕпленнĕ
йĕркене туса ирттереççĕ. Ыран ирхине кĕтў
хăвалас тенĕ кун килти ватăсемпе ача-пăча картишне тухса
кашни тĕрлĕ выльăха шутласа кăлараççĕ,
выльăх ячĕсене тепĕр хут каласа тухаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх хушшинче ертсе çўрекен пуç пулать,
ăна карта пуçĕ теççĕ. Карта пуçĕн
ятне илнĕ выльăх мăйне пĕчĕк шăнкăрав
çакаççĕ е кил тăхми картса яраççĕ.
Ытти выльăхсене, çăмне каснă чухне ятарласа паллă
туса хăварман пулсан, тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе
çивĕтлесе палăртаççĕ. Кĕтĕве
кайма вăхăт çитнине пĕлтерсе тăвар сапнă
çăкăр параççĕ. Ачасем çав кунах кĕтў
хăвалама шĕшкĕ хунавĕн хуллине касса хураççĕ.
Кашни килĕн ĕлĕк касу патакĕ пулнă. Ун
çине выльăх шутне картаççĕ — кашни тĕс
валли пĕрер ен тăваççĕ. Кĕтўçĕ мĕн
чухлĕ тўлессине те касу тăрăх шутлаççĕ: пĕр
ĕне — пĕр касу, икĕ качака е икĕ пăру та пĕрер
касу пулаççĕ, тăватă сурăх пĕр ĕнепе
танлашать.
Пĕрремĕш кун кĕтў ирех каймасть, çавăнпа
ача-пăча пысăкки-пĕчĕккипех урама тухать. Кил хапхине
хуçа е ватă çын уçать, сăмах калать:
— Тĕрĕс-тĕкел хĕл каçрăр.
Савăнмалăх йыш хушрăр, сĕтне-çуне, çăм не-тĕкне патăр. Тавах хăвăра.
Çу каçипе ирĕкре çўрĕр, ир кайса каç килĕр.
Кĕтўрен татăлса ан юлăр, кĕтўрен пăрăнса ан
чупăр.
Выльăх-чĕрлĕхе кĕтў пухăнакан вырăна
хăваласа пыраççĕ. Кĕтў тăнă çĕрте
çынсем саркăш çакаççĕ, ун çине чĕрĕ
çăмарта, чăкăт, çăкăр, çу, пĕçернĕ
çĕр улми тата ытти çимĕç хураççĕ.
Кĕтўç ачисемпе, ватă кĕтўçпе пĕрле çак
апата астивеççĕ. Ваттисем çапла калаççĕ:
— Хисеплĕ çыннăмăрсем, кĕтĕве сирĕн
алла шанса паратпăр. Лайăх пăхса çўрĕр, ан
сусăрлатăр, ан çухатăр. Сирĕн пушшăртан
вăрăпа кашкăр хăратăр, кĕтў итлетĕр. Сирĕн
тимлĕх — пирĕн телей, пирĕн телей — сирĕн выльăх.
Пухăннă апат-çимĕçе кĕтў ачисем
хăйсемпе пĕрле илсе каяççĕ. Ял ачисем те кĕтўпе
пĕрлех тухаççĕ, кĕтў патĕнчи сăрт
çамкинче выляççĕ, пĕрле илсе тухнă апата
ушкăнпа ларса çиеççĕ.
Пĕрремĕш кун кĕтў нумай çўремест,
кăнтăрла иртсен яла килет. Ăна халăхпа кĕтсе
илеççĕ. Ватă-вĕтĕ
çăкăр-тăварпа хирĕç тухать.
Кĕтўрен таврăннă выльăха тăварлă,
пурăллă, хăрăшнă çăкăр чĕлли
параççĕ, тутлантарнă шыв ĕçтереççĕ.
Выльăхсене витене хупсан шĕшкĕ хуллине вите е кĕлет
хушăкне чикеççĕ те кĕтў кайма пăрахиччен
усраççĕ. Кĕтў пушшине алăк патне çакса
хураççĕ.
Шетмĕпуç ялĕ, В.В. Смирнова (1950) каласа панинчен.
Выльăхĕсене пĕрремĕш кун кĕтĕве
янă чух кĕтўçсене: «Выльăх-чĕрлĕх
çăмарта пек чăмăр пултăр», — тесе
çăмарта параççĕ. Ĕнесене йăмра хуллипе
хăвалаççĕ.
Çĕмĕртлĕх
Чемей ялĕ, А.А. Андреева (1910) каласа панинчен.
Куç ўкесрен выльăхсене пĕрремĕш
хут кĕтĕве пилеш хуллипе хăваласа тухаççĕ.
Шашкар ялĕ, Е.П. Мартьянова (1910) каласа панинчен.
Сăртсенче юр кайса пĕтсен кĕтўçĕ
тытаççĕ те сурăхсене уя кăлараççĕ.
Кĕтўçĕ хăйпе пĕрле пĕрремĕш кун чĕрес
илсе тухать. Сурăх хуçисем çав чĕрес ăшне тўрех
виçĕ çăмарта хураççĕ. Сурăхсем
çăмарта пек мăнтăр пулччăр теççĕ.
Сурăхсене хăваласа тухма чĕрĕ хулă хатĕрлеççĕ.
Хулли нумай туратлă пулсан сурăхĕсем ĕрчевлĕ
пулаççĕ тесе калаççĕ.
Кĕтўре сурăхсем лайăх çўреччĕр тесе ялти
лăпкă çынна чи малтан уя кăларттараççĕ.
Кĕтўçĕ камăн сурăхĕ мĕнле çўренине
асăрхаса пурăнать. Çĕнĕрен касу каяс пулсан
лăпкă сурăх йышне те пăхаççĕ.
Кĕтўçне вара йĕркипе, сурăх шучĕпе, апат
çитереççĕ.
Хорнуй ялĕ, А.А. Афанасьевăран (1930) И.С. Михайлова
çырса илнĕ.
Ĕне выльăха чи малтанхи хут юн кун
кăларма тăрăшаççĕ, юн куна чĕр кун тесе
шутлаççĕ. Пĕрремĕш хут ĕне хăваласа
тухма лăпкăрах, йĕркеллĕ çынна хушаççĕ.
Мĕнле çын ĕне кăларать, ĕнесем çăвĕпех
çапла çўреççĕ теççĕ. Ĕнесем
çăмарта пекех таса пулччăр тесе улăха тухсан ĕне
хуçи пĕçернĕ çăмарта пуçласа
çиет.
Килтен кăларнă чух ĕнене Турă шывĕпе пĕрĕхеççĕ,
алăкран тухнă çĕре тимĕр хума
тăрăшаççĕ, ăна усал çын куçĕ
ан ўктĕр теççĕ.
Апчар ялĕ, Е.Н. Палькова (1930) çырса панă.
Пĕрремĕш хут кĕтў янă чух чĕрĕ
хулă хуçса илсе выльăхсене килтен хăваласа тухса ял
хапхине каяççĕ. Пĕршер-икшер çăмарта чиксе
тухаççĕ те вĕсене кĕтўçĕсен витрине
хураççĕ.
Кĕтў пухăнсан ялти ватă, лăпкă çынна
хапха алăкне уçтараççĕ. Шетмĕпуç ялĕнче
алăка Евлампий Николаева уçтарнă. Хапха умне чĕрĕ
çăмарта хураççĕ. Ун урлă пĕтĕм
выльăх-чĕрлĕх каçса каять. Çăмарта çĕмрĕлсен
выльăх шучĕ катăлмасть. Кĕтў хыççăн ял
çыннисем те пĕрле улăха каяççĕ. Унта вĕсем
лараççĕ, пĕр-пĕрне çăкăрпа
хăналаççĕ, хăш-пĕрисем выртаççĕ.
Кĕтў лăплансан шăкăл-шăкăл калаçса килелле
таврăнаççĕ.
Киле çитсен чĕрĕ хуллисене кĕркуннеччен сарайне хĕстерсе
хураççĕ.
Вара выльăхсем лайăх çўреççĕ.
Шетмĕпуç ялĕ, А.С. Серафимов (1934) каласа панинчен.