Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хореограф

12 марта 2021 г.

Хореограф

Чунтан парăннă юратнă ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакансем сахал мар пирĕн хушăмăрта.

Аслă Елчĕкре пурăнакан Светлана Карамаликова Елчĕкри искусство шкулĕнче 1996 çултанпа хореограф пулса тăрăшать. Çак çулсен хушшинче сахал мар ташăçă хатĕрлесе районти, унăн тулашĕнчи уявсене капăрлăх кĕртнĕ вăл. Пуçарулăхне кура Светлана Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ те пулнă. Унăн воспитанникĕсем ташăçăсен хушшинче иртекен тупăшусенче час-часах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Светлана Ильинична тĕп ĕçпе пĕрлех 2009 çулта Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче «Шевлесем» ташă кружокĕ йĕркеленĕ. Унта çÿрекен тĕрлĕ ÿсĕмри арçын ачасемпе хĕр ачасене ташă мелĕсене вĕрентет вăл.

Кăçал С.Карамаликова муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи культура учрежденийĕсем тата вĕсен ĕçченĕсем хушшинче иртекен республика шайĕнчи конкурса хутшăнса «Ялти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Светлана Карамаликова пуçарăвĕпе районта вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче çулсерен «Танцевальный марафон», «Грация» конкурссем иртнине палăртма та кăмăллă. Çавăн пекех вăл педагогсен тата культура ĕçченĕсен хушшинче ташă енĕпе мастер-классем йĕркелессипе те палăрнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика