Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕкре - "Ялта" спектакль

12 июля 2017 г.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çитес çулхи январь уйăхĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Çак сумлă юбилея кĕтсе илме хатĕрленсе артистсем районсем тăрăх гастрольсене çỹреççĕ. Иртнĕ эрнере драма театрĕн труппи Елчĕке Федор Павловăн "Ялта" спектаклĕпе килчĕ. Ахальтен çак драмăна суйласа илмен иккен пĕр ĕмĕрхи юбилейне кĕтсе илекен коллектив. Чăвашсен пирвайхи драматургĕ çуралнăранпа кĕçех 125 çул çитет. Пьесăра чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине анлăн уçса панă. Паянхи куракана ĕлĕкхи пурнăç кăсăклантармаллах. Районти чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем Ф.Павлов произведенине вĕренекен шкул ачисене спектакле курма илсе килсе пит тĕрĕс тунă. Шутламасăр чăтаймарăм, туй сценинче кăна 27 артист вылярĕ. Ĕлĕкхи туй епле кăна шавласа, кĕрлесе тăчĕ. Хамăра çав туйра пулнăн туйрăмăр вĕт.

Вылякансен йышĕ пысăк, спектакль декорацисемпе, тумсемпе пуян пулнăран халĕччен ку спектакльпе ялсене пачах тухса çỹремен. Халĕ вара йывăрлăхсене çĕнтерсе "Ялта" спектакль республикăри ялсене çỹрет.

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсене Елчĕкри "Варкăш" ансамбль çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрăсем шăрантарса кĕтсе илчĕ. Витререн тăкнă пек çумăр çуни те, Кĕçĕн Таяпа тăрăхĕнче пурăнакансене аçа çапса шиклентерни те театра кăмăллакансене хăратаймарĕ. Ял çыннисем юратнă артистсемпе куçа-куçăн тĕл пулма питĕ хавас пулчĕç. Палăртнă вăхăт тĕлне тем самантра зала халăх лăк тулли пухăнчĕ. Куракансен йышĕнче районти кашни ял çынни пурччĕ пулĕ.

Тĕлпулăва район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова уçрĕ. Вăл кăçал районăн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ май Елчĕк сцени çинче сумлă юрă-ташă ăстисемпе артистсем чылаййăн килнине, 100 çулхи юбилея кĕтсе илекен театрăн артисчĕсене кашнине хамăр тăрăхра курма хавас пулнине пĕлтерчĕ, çывхарса килекен юбилейпе саламларĕ. Унтан театрăн режиссерĕ Наталья Сергеева пĕр ĕмĕр каялла Хусанта И.С. Максимов-Кошкинский йĕркеленĕ Чăваш драма театрĕн историйĕпе, унти паллă артистсемпе, коллективăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕсем Любовь Федоровăпа Владимир Семенов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Александра Зайцева, Александр Яковлев артист хăйсен пурнăçĕнче тĕл пулнă Елчĕк çыннисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç, гастроле килсен Елчĕксем ăшшăн йышăннине, пĕрле ĕçленĕ Елчĕк артисчĕсене, художникĕсене хисеплĕн аса илчĕç. Хальхи вăхăтра коллектива ертсе пыракан Курнавăшра çуралса ỹснĕ Вадим Ефимова та ырăпа аса илмесĕр иртмерĕç.

"Ялта" спектакль кашни куракан чун-чĕрине тыткăнларĕ. Пĕрисем вăрттăн куççулĕсене шăла-шăла илчĕç, теприсем çивĕч чĕлхеллĕ сăнарсен калаçăвне тишкерчĕç, пĕрле савăнса кулчĕç. Салтак юрри янăранă чухне вара çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртрĕ... Спектакльте республикăри паллă артистсем йышлăн выляççĕ. Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Любовь Федорова, Владимир Семенов, РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, Чăваш Республикин халăх артистки Валентина Ситова, Сергей Иванов, Иван Иванов... Спектакльти тĕп сăнарсене, Елюкпа Ванюка, Ирина Верьяловăпа Валерий Карпов питĕ ăста вылярĕç. Çамрăк мăшăрăн пултарулăхĕ мана уйрăмах тыткăнларĕ. Валерий Карповпа эпир пĕр ялсем - Нĕркеçсем. Манран çамрăкрах пулсан та унпа мăнаçлансах лартăм. Пĕр урамра, Çĕнĕкасра, çитĕннĕ эпир. Çавăнпа та Карповсем çинчен чарăнмасăр иртес килмест. Артистăн аслашшĕ-асламăшĕ ялти паллă, ĕçчен çынсемччĕ. Асламăшĕ, Лия Александровна, шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Аслашшĕ, Василий Егорович, хуçалăх ертỹçинче те тăрăшнă. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне учительсем уявсенче концертсем лартатчĕç. Лия Александровна ял-йыша балалайка каласа, илемлĕ сассипе юрласа савăнтаратчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн амăшĕ, Надежда Демьяновна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен райпо лавккин сутуçинче вăй хучĕ. Ашшĕ, Владимир Васильевич, ăста механизатор. Пенсире тесе ахаль лармасть, культура çуртне çỹрет пултаруллă купăсçă. Ял çамрăкĕсене Раççей çарне ăсатнă чухне купăс каласа каччăсене салтак юрри юрлама вĕрентме ỹркенмест. Юрра-ташша маçтăр çемьере пултаруллă артист çитĕннинчен тĕлĕнме кирлех мар.

Нĕркеçре паллă çынсем нумай, анчах ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ çукчĕ-ха. Малашне те пысăк ăнăçусем, тĕп рольсем сунатăп ентешĕме. Валерин мăшăрĕн, Иринăн та, Шăмăршă хĕрĕн, пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Артистка маттурри курăнчĕ спектакльте, çамрăк çăм арлама та пĕлет...

"Ялта" спектакль кураканăн чун-чĕрине тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Елчĕксем Чăваш драма театрĕн артисчĕсене чылайччен тăвăллăн алă çупса саламларĕç, татах та пирĕн тăрăха килме ырă çул сунчĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика