Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе, юрă-кĕвĕ янăрать…

04 марта 2017 г.

Пĕлтĕр район, республика шайĕнчи культура тытăмĕнче пулса иртнĕ чи паллă пулăм вăл - Çĕнĕ çул умĕн  Тÿскел ялĕнче хута кайнă  нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен-ха, çапах тарават Тÿскел халăхне паллă юрăçсем  пĕрре мар концертпа савăнтарнă, ял çамрăкĕсем  кунта туй  та кĕрлеттернĕ... Хальхинче вара  ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Яллă вырăнсенче культурăпа кану учрежденийĕсене малалла аталантарасси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн çĕкленсе ларнă культура керменне районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культработниксемпе библиотекарьсем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме, çĕнĕ тĕллевсене палăртма пухăннă. Фойере ал ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравсемпе, стендсемпе паллашма пулчĕ. Культура ĕçченĕсен пĕтĕмлетÿ пухăвне Елчĕкри «Туслăх» ветерансен хорĕ Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене халалланă чăваш, вырăс халăх юррисене чун-чĕрене тыткăнламалла шăрантарса уçрĕ.

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Районти 32 клуб учрежденийĕ ял халăхĕн пурнăçне савăнăç кĕртес, канăвне усăллă ирттерес, вĕсен пултарулăхне тупса палăртса малалла аталанма пулăшас тĕллевпе курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çичĕ культура çуртне паянхи самана ыйтнă шайра модернизациленĕ. Вĕсене интернетпа, çутăпа сасă аппаратурисемпе тивĕçтернĕ, сценăна çĕнетнипе пĕрлех артистсем валли костюмсем туяннă. Тÿскелти культурăпа кану центрĕнчи пек хальхи йышши оборудованисем вара хальлĕхе райцентрта та çук.

Районта 20 тĕрлĕ смотр-конкурс йĕркеленĕ. Культура çурчĕсем çумĕнче 233 кружокпа пĕрлешÿ ĕçлет. Вĕсенче 4 пине яхăн çын  хăйсен ăсталăхне туптать. Ытти çулхисемпе танлаштарсан çак кăтарту кăштах чакнă. Ку вăл Элпуç, Тип Тимеш ялĕсенче клубсем хупăннипе, вĕсенче ĕçлекен специалистсем çуккипе çыхăннă.

Районта халăх пултарулăхĕн кружокĕсем - 186. Вĕсене 2969  çын çÿренĕ. Ытларах шкул ачисемпе çамрăксем, аслă ăру çыннисем хореографи, фольклор ушкăнĕсенче, хорта ташласа, юрласа, спектакльсенче выляса хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмпе  5336 культурăпа массăллă мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсенчен 1277-шĕ тÿлевлĕ.

Кино çулталăкĕнче 52 сеанс кино кăтартнă.  Ку тĕлĕшпе çĕршыв, республика, район шайĕнче йĕркеленĕ тĕрлĕ акцисене хутшăннă. «Кино каçĕсенче» кинофильмсене мультимедийлă обрудованисемпе кăтартнă пулсан, малашне район центрĕнчи культура çуртĕнче кинозал тăвас проекта та ĕçĕ кĕртĕç.

Районти культура учрежденийĕсенче 71 ĕçчен тăрăшать. Чи çивĕч ыйту - кадрсем ватăлса пыни. Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче паян та культорганизатор штачĕ пушă. Культурăра 30 çула çитмен 9 çамрăк, 30 çултан иртнĕ - 27, 50 çултан иртнĕ 29 çын тăрăшать. Культработниксен иртнĕ çулхи вăтам ĕç укçи 11692,3 тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту 2015 çулхинчен кăштах пысăкрах, анчах республикăри культработниксен вăтам шалăвĕнчен пĕчĕкрех.

Районти пултарулăх ушкăнĕсем Раççей, республика шайĕнчи фестиваль-конкурссене тухса çÿреме тăрăшаççĕ, анчах ятарлă автотранспорт çукки чылай чухне чăрмав кÿрет. Çапах та иртнĕ çул Патреккелти халăх хорĕ, Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕ, Çĕнĕ Пăвари «Шуçăм» ансамбль, Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ Раççей, регион шайĕсенчи фестивальсене хутшăннă. «Кумовья» ансамбль Пушкăртри чăвашсене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă.

Юлашки çулсенче тăхăр культура учрежденине тĕпрен юсанă. Кĕçĕн Таяпари, Элпуçĕнчи, Аслă Таяпари, Вырăскассинчи, Елчĕкри культура çурчĕсене юсамалла. Кăçал патшалăх культура учрежденийĕсене çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Ырă хыпара пĕлтерме кăмăллă: района уйăрнă 1700 пин тенкĕпе Вырăскассинчи культура çуртне юсĕç.

Районти библиотекарьсем çĕршыври Кино тата республикăри Ĕç çыннин çулталăкне халалласа мероприятисем йышлă йĕркеленĕ. Районти сакăр библиотека «Пĕр чÿрече» мелĕпе ял халăхне пулăшу аллине тăсать. Район халăхĕн 99 проценчĕ библиотекăпа усă курать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти библиотекăсенче 234 пин кĕнеке шутланать, унăн 70 проценчĕ электронлă каталога кĕнĕ. Пĕлтĕр  кăна вулав залĕсем  4380 кĕнекепе пуянланнă. Библиотекăсен компьютер бази кивелсе пырать пулсан та кунта тăтăшах çÿрекен 121 çынна çак техникăна алла илме пулăшнă. Иртнĕ çул библиотекарьсем аттестаци витĕр тухнă.

Доклада сÿтсе явса Елчĕкри клуб тытăмĕн директорĕ В.Портнова Раççейри Кино çулталăкĕнче палăртнă мероприятисене мĕнле пурнăçлани, районти тĕп библиотека директорĕ Н.Романова библиотекăри çĕнĕлĕхсем пирки, Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ З.Князева хальхи условисенче авалхи йăла-йĕркесене упраса хăварасси, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ С.Голубева турист ресурсĕсене аталантарасси çинчен тухса калаçрĕç. Тĕп докладчик та, тухса калаçакансем те шăнкăр-шăнкăр шыв юхнăн янăратса калаçрĕç тăван чăваш чĕлхипе.

Çирĕп йăлана кĕнĕ тăрăх, пухура иртнĕ çулхи чи лайăх ĕçченсене палăртрĕç. «2016 çулхи чи лайăх клуб ĕçченĕ» ята Вăрăмхăвари Л.Казначеева, «2016 çулхи чи лайăх клуб учрежденийĕ» ята Патреккелти культура çурчĕ /заведующийĕ Е.Добронравова/, «Чи лайăх библиотекарь» ята Тăрăмри С.Михайлова, «Чи лайăх  библиотека» ята Кĕçĕн Таяпари библиотека /заведующийĕ С.Агеева/ тивĕçрĕç. Ĕçре тăрăшулăхпа пултарулăх кăтартнăшăн Е.Капитонова /Хĕрлĕçыр/, Л.Кудряшова /районти тĕп библиотека/ библиотекарьсене район администрацийĕн Тав хутне, Елчĕкри С.Тиняковăпа Çĕнĕ Пăвари В.Доброхотова  культура работникĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕç.

Культурăпа кану центрĕн сцени çинче районти пултарулăх коллективĕсен илемлĕ юрри-кĕвви инçете саланчĕ. Фойере «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ хăнасене чăваш ташшин асамлă ытамне илчĕ. Ялсенчи сцена ăстисен пултарулăхĕ малалла та çăлкуç пекех тапса тăтăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика