Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем те хутшăнаççĕ

22 июня 2016 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Республика кунне паллă тăвать. Уяв программи анлă та пуян. Унта Елчĕксем те активлăн хутшăнаççĕ.

Елчĕк районĕнчи культура ĕçченĕсен ушкăнĕ «Хальхи тĕнчери этнокультура» наукăпа практика III конференцине хутшăнать. Çавăн пекех вĕсем тĕрлĕ мастер-классенче те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарĕç.

«Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль кăçал республикăра 24-мĕш хут иртет. Унта районти 3 пултарулăх коллективĕ - Патреккелĕнчи халăх хорĕ /ертÿçи Г.Борисов/, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» коллектив /И.Шурбин/, Вырăскассинчи «Шанăç» ансамбль /А.Краснова/ хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çавăн пекех вĕсем тата Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ /В.Доброхотов/ пĕтĕм чăвашсен IV Акатуй уявне хутшăнаççĕ. Çак коллективсен пултарулăхĕпе Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» XXIV фестивалĕн гала-концертĕнче те паллашма май пулĕ. Вĕсем Лакрей вăрманĕнче, «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕ, «Салют», «Акация» ДК, Наци библиотеки патĕнчи площадкăсенчи концертсене те хутшăнĕç.

Чăваш Республикинчи хуласемпе районсен этнокультура çурчĕсене йĕркелессинче Елчĕксем те пулĕç, кунта хăнасене ташă-юрăпа савăнтарĕç.

Июнĕн 23-26-мĕшĕсенче «Контур» ТВКра регионсем хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXIII курав ĕçлет. Кунта Елчĕк енри паллă çынсене, ĕç династийĕсене, ĕç паттăрĕсене сăнлакан экспозицисемпе паллашма пулĕ.

Шупашкарта «Раççей регионĕсем - ÿсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» IX экономика форумĕнче те Елчĕк тăрăхĕнчен кайнă представительсене курăпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика