Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускава хÿтĕленĕ

07 мая 2016 г.

Елчĕк çĕрĕ çинче вăрçă кĕрлемен. Кунта совет тылĕ ĕçленĕ. 1941 çул вĕçĕнче, фашистсем Мускав патне çитсен, Чăваш çĕрĕ вăрçă ахрăмне çывăх тăнă: кунта окопсем чавнă, вăйпитти арçынсене фронта ăсатнă, эвакуаци йĕркипе килнисене йышăннă. Вăрçăн пирвайхи кунĕнчех Елчĕкри пасар лаптăкĕнче митинг иртнĕ. Чылайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма çырăннă. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кăмăл тунисен йышĕнче - районти парти организацийĕн çур йышĕ, çĕр-çĕр комсомолец. Хĕрарăмсем те арçынсенчен юлман. Комсомолкăсенчен чи малтан вут-çулăм хирне çаксем тухса кайнă: Мария Тихонова, Ольга Шашкова, Зинаида Степанова, Римма Константинова тата ыттисем.Мускава хÿтĕленĕМускава хÿтĕленĕ

Паттăр комсомолкăсенчен пĕри - Мария Григорьевна Емельянова. Вăл Лаш Таяпа ялĕнче 1921 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Пăва хулинчи медучилищĕре вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă чухне Маша 20 çулта пулнă. Арçынсем фронта тухса кайнă май тылри канăçсăр кунсем пуçланнă. Пуçне усман хĕр. Вăй çитнĕ таран колхозра ĕçленĕ, салтаксем валли ăшă тумтир хатĕрленĕ, сандружинницăсен курсне çÿренĕ.

1942 çулхи чÿк уйăхĕнче районтан вăрçа 10 хĕр тухса кайнă. Маша Андреева /Ĕнел/, Александра Петрянкина /Аслă Елчĕк/, Лидия Захарова /Çĕнĕ Пăва/, Маша Емельянова /Лаш Таяпа/, Шăмăршă районĕнчен Мария Обожгеева тата ыттисем. Вĕсем пурте Мускава сыхлама - 350-мĕш зенитлă артиллери дивизин 8-мĕш прожектор полкне лекнĕ.

Хĕрсене нимĕç самолечĕсене прожекторсемпе çутатма вĕрентнĕ. Ун чухне фашистсен самолечĕсем Мускав çине бомбăсем пăрахма вĕçсе килнĕ. Хĕрсем вĕсене темиçе прожекторпа тытсан пирĕннисен зенит тупписем е истребительсем тăшман самолечĕсене персе антарнă. Çĕрле прожектор патĕнче тăнă, кăнтăрла вăрçă ĕçне вĕреннĕ паттăр хĕрсем. Мускава хÿтĕленĕ çĕрте икĕ çул  пулнă ентешсем.

1945 çулхи çуркунне прожекторсене те, хĕрсене те хĕвеланăçнелле илсе кайнă. Берлин çывăхне вырнаçтарнă. Ака уйăхĕн вĕçĕнче çĕр прожектор Берлин еннелле çутатса тăнă. Тупăсем фашистсен йăви çине вут-çулăм сирпĕтнĕ çеç. Унтан бомбардировщиксем вĕçсе килсе Берлина аркатма пуçланă. Çапла вара Елчĕк хĕрĕсем те  Берлина илме пулăшнă. Унсăр пуçне Мария Григорьевна, сержант пулнăскер, тĕрлĕ документсене вăхăтра хатĕрлесе палăртнă çĕре çитерессишĕн яваплă пулнă.

Мария Емельянова 1945 çулхи кĕркунне тăван яла таврăннă. Лаш Таяпари фельдшер пунктĕнче ĕçленĕ. Çемье çавăрса икĕ хĕр çуратнă. Анчах пурнăçĕ ытла та кĕске пулнă фронтовичкăн, 1961 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ вăл.

С.СТЕПАНОВА,
Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн лектор-экскурсовочĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Мария Григорьевна Петя мăшăрĕпе тата Люся, Ира хĕрĕсемпе /1957 çул/.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика