Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

01 июля 2015 г.

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

Акатуй - чăвашсен мĕн авалтан пыракан уявĕ. Вăл халĕчченех упранса юлнă. Акапа çĕр уявĕсем çĕршывăн тĕп хулинче те темиçе хут кĕрлесе иртнĕ.

Кăçалхи Акатуй та - чăваш халăхĕн чи сумлă та чаплă уявĕ -Республика кунĕнче Хĕрлĕ лапамра уçăлнă. Сцена çине аякран килнĕ хăнасем - Мускав хулинчи "Атăл" хор, Пушкăртстанри Кармаскалă районĕнчи "Шевле" халăх ансамблĕ, Тутарстанри Пăва районĕнчи "Уяв" фольклор ушкăнĕ, Хакас Республикинчи "Палан" чăваш ушкăнĕ, Чулхула облаçĕнчи Воротынец районĕнчи "Илем" ансамбль, Оренбург облаçĕнчи Абдулино районĕнчи "Янра, юрă" коллектив, Пенза облаçĕнчи халăх юррисен "Шăпчăксем" ушкăнĕ, Самар облаçĕнчи Исаклă районĕнчи "Çăлкуç" фольклор ансамблĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелекесс районĕнчи "Савăнăç" халăх ансамблĕ, Беларуç Республикинчи "Хамăр ял" фольклор коллективĕ, Иркутск облаçĕнчи "Туслăх хĕлхемĕ" ачасен ушкăнĕ, çавăн пекех хамăр республикăри районсенчен коллективсем тухнă.

Лапам Акатуй ялавĕпе илемленнĕ. Ăна Чăваш Енри ял хуçалăхĕнче палăрнă çынсем йăтаççĕ. Çак вăхăтра чуна пырса тивекен "Алран кайми аки-сухи" юрă янăранă.

Уяв ертỹçисем сцена çине хăпарма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне - ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне Александр Иванова, Чăваш наци конгресĕн президентне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председательне Петр Краснова, Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова чĕннĕ.

Александр Степанович хула çыннисемпе хăнасене Чăваш Ен ертỹлĕхĕ ячĕпе Республика кунĕпе, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕпе саламланă, Раççейри чăвашсен виççĕмĕш акатуйĕ уçăлнă тесе пĕлтернĕ. Николай Угаслов та, Петр Краснов та, Леонид Черкесов та уяв ячĕпе салам сăмахĕсем каланă, савăк кăмăлпа ăнăçу суннă. Кăçалхи Акатуя Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне, çавăн пекех Чăваш Ен 95 çула çитнине халалланă. Çавăнпа сцена çинче асăннă пулăмсене халалланă номерсем нумай пулнă.

Хĕрлĕ лапамăн тĕп сцени çине кĕçĕн çулти Нарсписемпе Сетнерсем тухнă, "Нарспи" поэмăн йĕркисене чăвашла кăна мар, тĕрлĕ чĕлхепе вуланă, вăйă картине тăнă. Акатуй спорт уявĕ пулнине çирĕплетсе спортсменсем вăй виçнĕ. Ун хыççăн Акатуя хутшăнакансем карталанса Анне-монумент енне çул тытнă. Унта - Акатуйăн сăваплă картинче - мăчавăрсем (Евгений Ерагин, Виталий Станьял, Алексей Иванов) Çут тĕнчене тытса тăракан Çỹлти Турă ячĕпе сăваплă сăмахсем каланă, Акатуя ăнăçлă ирттерме пулăшма ыйтнă, тырă-пулăна, пурнăçри ырлăхсене ỹстерсе пыма, тăван халăха малалла та пĕрле пурăнма ыйтса кĕлĕ, чỹк тунă. Унтан хисеплĕ мăчавăрсене тĕп хулари "Шупашкар:500 çул" культурăпа кану паркĕнче Çỹлти Турă тата ваттисене асăнса лартнă Юпа патне кайса та чỹк тума ыйтнă.

Актуйăн сăваплă картинче вырнаçтарнă Юпа çумне ваттисене асăнса хăюсем çакнă. Коллективсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă, пăхаттирсем вăй виçнĕ.

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика