01 апреля 2022 г.
Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районĕ 95 çул тултарнă тĕле халалларĕç.
Çак кун культура керменĕ кунĕпех кĕрлесе тăчĕ. Уява пуçтарăннă ентешсемпе хăнасем чи малтанах алă ăстисен ĕçĕсен куравĕсемпе, презентацийĕсемпе паллашрĕç. Елчĕк енĕн маттур та хастар ăстисен — Зинаида Воронован, Николайпа Людмила Балтаевсен, Светлана Голубеван, Борис Пятаковăн, Римма Парферьеван тата ыттисен ĕçĕсем чăннипех те тыткăнларĕç. Чăваш çи-пуçĕллĕ пуканесем, тухья, хушпу, ытти эрешпе капăрлăх, пусмаран çĕленĕ пуканесем, хăваран тата ытти хатĕртен çыхнă карçинккасем чăваш халăхĕ культура енчен пуян, ĕçчен те пултаруллă пулнине çирĕплетеççĕ. Кунтах районти предприятисем туса кăларакан продукцисен куравĕ ĕçлерĕ, кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ баннерсемпе усă курса ялсен историйĕпе, паллă ентешĕсемпе, вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Уява пуçтарăннă ентешсемпе килнĕ хăнасене фольклор коллективĕсем юрласа-ташласа кĕтсе илчĕç.
Культура керменĕн залĕ туллиех пулчĕ, кашниех тахçантанпах курман тус-тантăшĕпе, пĕр класра вĕреннисемпе, пĕлĕшĕ-тăванĕсемпе тĕл пулса калаçас, концерт пăхса киленес тĕллевпе килнĕ.
Уявăн официаллă пайĕ 12 сехетре пуçланчĕ, ăна Тамара Ишмуратовăпа Владимир Николаев ертсе пычĕç.
Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, Елчĕк районĕн гимнĕсем умлăн-хыçлăн янăраса кайсан залри халăх ура çине тăчĕ. Тăван гимн чун-чĕрере мăнаçлăх çуратрĕ:
Елчĕк енĕн çыннисем тĕреклĕ,
Халăх çинче яланах хисеплĕ…
Елчĕксен ентешлĕхне маларах Алексей Лапшин ертсе пынă. Нумаях пулмасть çак тивĕçе пурнăçлама Тип Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Карпова шаннă. Юрий Михайловича районта анчах мар, республикăра тата унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн президенчĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Ентешлĕх ертỹçи уява хутшăннисене ăшшăн саламланă май кашнинех ырлăх-сывлăх сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Владимир Викторов, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата ытти официаллă çынсем саламларĕç.
Кашни ертỹçĕ Елчĕк тăрăхĕ ĕçчен те пысăк чунлă, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те теветкеллĕ çынсемпе пуян пулнине палăртрĕ. Чăн та, тĕрлĕ сферăра — ял хуçалăхĕнче, вĕренỹре, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, спортра, наука ĕçĕнче тата ытти те — палăрнă ентешсем районта анчах мар, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар ярса пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Пирĕн ен Совет Союзĕн Геройĕсемпе — С.А.Андреевпа, А.Ф.Беляевпа, Н.П.Ивановпа, 9 Социализмла Ĕç Геройĕпе — Е.И.Васильевăпа, Г.И.Емельяновпа, В.В.Зайцевпа, М.Д.Лаврентьевăпа, И.А.Михайловскипе, А.И.Петровăпа, В.Г.Свекловпа, В.А.Никитинпа, Н.И.Панкратовпа; И.Н.Никитин, Г.Н.Волков, Х.М.Миначев академиксемпе; П.Н.Чернов СССР халăх учителĕпе, вун-вун наука докторĕпе, тава тивĕçлĕ вĕрентекенсемпе, артистсемпе, художниксемпе, пултаруллă юрăçсемпе мăнаçланма пултарать. Спортра çитĕнỹ туса тĕнче шайĕнче палăрнă Ардалион Игнатьев, Владимир Андреев олимпиецсем район, республика мăнаçлăхĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ сферăра пысăк тỹпе хывакансем те сахал мар, вĕсем тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Источник: "Елчĕк Ен"