30 июля 2021 г.
Юлашки çулсенче Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пĕрре мар пулнă-ха, çапах та ятарласа клуба кĕрсе тухман. Хальхинче инçетренех капăррăн çуталса ларакан çуртран иртес килмерĕ. Курăксене çÿллĕ ÿсме паман, хитре чечеклĕ пахча умĕпе пынă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă сумлă палăк умĕнчен пуç таймасăр иртеймĕн. Юнашарах фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçнăран ку территори ял кăвапи тесен те йăнăш мар тăр. Халĕ тата пуçаруçăсемпе хастарсем клуба хирĕçех часавай çĕклеççĕ. Куç умĕнче илемленет ял сăн-сăпачĕ.
Юлашки çулсенче патшалăх ялти культура учрежденийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани кашнийĕн куçĕ умĕнче. Клубалла утнă май куç умне темиçе çул каяллахи ÿкерчĕк тухса тăчĕ: сивĕ те тĕксĕм клубри пухăва хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне шăнса кÿтнине аса илнĕ май, урамра шăрăх çунтарнине пăхмасăр, çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса илчĕ.
Клуб алăкне яриех уçса хунă. Хĕвел ăшши майĕпен пулсан та уççăн шалалла сăрхăнса кĕрет. Акă ăçта вăл çу кунĕсенчи ырлăх! Кунĕпе шăрăх çанталăкра çÿренĕ хыççăн чăннипех лайăх кану вырăнĕ.
Шала кĕрсенех чун-чĕрене ăшăлăхпа капăрлăх çупăрларĕ: фойен стенисене илемлĕ тĕслĕ сăрăпа çĕнĕ сăн кĕртнĕ, вĕр çĕнĕ стендсем вырнаçтарнă, урайне сăрланă. Йĕри-тавра тĕрлĕ чечек савăчĕсем. Кунтах теннис сĕтелĕ. Акă ăçта пуçтарăнаççĕ ачасем урамра вĕри çунтарнă вăхăтра. Питĕ аван-çке сулхăнра спорт вăййинче хусканни.
– Малтанах ял çыннисем теннисла выляма пĕлместчĕç, халĕ вара аслă ăру çыннисем те хăнăхса пыраççĕ, – тесе калаçăва пуçларĕ клуб заведующийĕ Зинаида Воробьева.
Клуба 1978 çулта хута янă. Çулсем иртнĕ май кирпĕч çурт юхăннă: тăрăран шыв аннă, урай хăмисем авăннă, хĕл кунĕсенче чÿречесемпе алăксенчен сивĕ çил вĕрнĕ… Халĕ çак пулăмсем хыçа юлнă. Зал куракансене кĕтет. Кунта тенкелсене, урайне улăштарнă, сцена та çуталса илемленнĕ. Пĕлтĕр «Культура» наци проекчĕпе тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Клуба юсама 1 миллион та 700 пин тенкĕ уйăрнă. Кĕске вăхăт хушшинчех çурт тăррине витнĕ, çутă оборудованийĕсене, ăшă пăрăхĕсене улăштарнă, пÿлĕмсене çĕнетнĕ. Ун чухнехи Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров харсăрлăхне палăртмасăр иртме çуках. Çамрăк ертÿçĕ йăрă та çивĕч пулни çак стройкăра тата лайăх курăннине калаççĕ ял çыннисем. Калăпăр, унăн çаврăнăçулăхне пула пÿлĕмри урайне улăштарма та вăй çитернĕ Çĕнĕ Эйпеçсем. Кунта, паллах, клуб ĕçченĕсен маттурлăхне те палăртмалла. Зинаида Воробьева заведующипе Тамара Федорова тирпейлÿçĕн мăшăрĕсем – Владимирпа Аркадий хушма ĕçсенче самаях тар тăкнă. Паллах, ял çамрăкĕсем те пулăшу аллине тăснă. Территорие тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте «Хамăрьял» ушкăн хĕрĕсем те айккинче юлман. Сăмах май каласан, вĕсем пур çĕрте те хастар.
Строительство хĕрарăм ĕçĕ мар тетпĕр пулин те халĕ ертÿçĕ-хĕрарăмсем тепĕр арçынран та лайăхрах ăнланнине витĕр куратăн. Культура ĕçченĕсем те юрлама-ташлама кăна мар, юсав ĕçĕсене те пултараççĕ. Мĕн тунине йĕркеллĕ тытса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ ку чухне.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипех клуба 10 пластик чÿрече лартнă. Юсав ĕçĕсене вĕçлесе çурта тасатса, çуса тухнă хыççăн Зинаида Николаевна кивĕ сĕтел-пукансем çине пăхнă та хавас кăмăлĕ тем самантра сÿрĕкленнĕ. Çутă та илемлĕ пÿлĕмсен хăтлăхĕнче кивĕ япаласем вырăнлă марри куç кĕрет. 2005 çултанпа клуба ертсе пыракан пултаруллă хĕрарăмăн вĕсене улăштарас килнĕ. Çавăнпа та чи малтан пÿлĕмсенче хитре чÿрече каррисем çакнă. Хальхи модăран юлман тирпейлĕ хĕрарăм килтисене улăштарсах тăрать. Вĕсенчен пĕр йышшине илсе килсе тюле илемлĕн карса хурсан пÿлĕм çуталса кайнă. Сĕтел-пуканне те çĕнетме вăй çитернĕ: килĕнчи стенка, пукансем, шкапсем те кунта питĕ меллĕн вырнаçнă. Пĕр сăмахпа каласан, клубра питĕ хăтлă та илемлĕ. Шашка-шахматла вылямалли, хаçат-журналпа паллашмалли сĕтелсем те пур. Çак пÿлĕмри стенасем çинче те çĕнĕ стендсем вырнаçтарнă. Вĕсем чăвашла та пулнă пулсан кăмăл-туйăмăн вĕçĕ пулмастчĕ пулĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, ял çыннин пушă вăхăтне культурăллă канса ирттерме майсем çителĕклĕ. Анчах та инçетри пĕчĕк яла Шупашкар артисчĕсем килсех çÿремеççĕ. Ялĕ ватăлса пынăран концерт-спектакле тухса çÿрекенсем те сахаллăн иккен.
Çутă пÿлĕмре шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май Зинаида Воробьеван çемйипе те интереслентĕмĕр. Иринăна /çапла чĕнеççĕ ăна ялта та, тус-юлташĕсем те/ районти тĕрлĕ смотр-конкурссенче, фестивальсенче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсенче юрласа-ташланине тăтăшах асăрхатăн. Сцена çинче хăйне сăпайлă тытакан хĕрарăм нумай калаçма юратманни те сисĕнчĕ.
Çак ялти Журавлевсен çемйинче çуралса ÿснĕ хĕр. Вунă класс пĕтерсен аттестат çырма шкула çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна илсе кайсан хĕрача документ тăрăх Зинаида ятлине пĕлнĕ. Ашшĕ ача ячĕ çыртарма кайсан Зина ят хунă иккен ăна. Çавăнпа вăл паян та паспорт тăрăх Зинаида, ял çинче – Ирина.
Алла аттестат илнĕ пике Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă çамрăк Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче бухгалтерта тăрăшнă. Кану кунĕсене ялта ирттернĕ май пĕрле вĕреннĕ кÿршĕ йĕкĕтне – Владимир Воробьева качча тухнă. Хĕре хулари ĕçне пăрахса яла килме çăмăлах та пулман, çапах та хастар мăшăрĕ авланичченех çĕнĕ çурт лартса хунăран хула пурнăçĕпе сыв пуллашнă çамрăк арăм. Чи малтанах ăна ялта ĕç тупасси шиклентернĕ. Культурăна чĕнсен – хирĕçлемен. Çамрăк хĕрарăм аслă пĕлÿ илес тесе тăрăшнă. Хăйĕн пĕлĕвне малалла тăсса вăл Хусанти экономика управленийĕпе право институчĕн дипломне алла илнĕ. Тавра курăмне ÿстерес тесе халĕ те кĕнеке нумай вулать.
Икĕ ача çитĕннĕ Воробьевсен туслă çемйинче. Павел çар офицерĕ. Белгород облаçĕнче служба тивĕçне пурнăçлать. Полина Мускавра стоматолог тухтăрта тăрăшать. Зинаида Николаевнăпа Владимир Геннадьевич асаннепе асатте ятне илтнĕ. Ÿркенмен мăшăр çĕр ĕçĕпе те нумай тăрмашать.
Источник: "Елчĕк Ен"