12 марта 2021 г.
Мĕнле амак ку, çулталăк та иртрĕ, çапах кăшăлвирус инфекцийĕнчен хăтăлса пĕтейместпĕр. Пандеми тапхăрĕнче çынсен кăмăл-туйăмĕ, тыткаларăшĕ, пурнăç çине урăхларах пăхма, ăна хаклама тытăнни палăрмаллах сисĕнчĕ. Çак тапхăрта пушă вăхăта усăллă канса ирттерме хăнăхнă ял çыннин, культура çурчĕсене тухса çÿрейменрен, чун-чĕри тунсăхпа тулса ларчĕ. Акă, районта йăлана кĕнĕ «Хавхалану çăл куçĕсем» фестиваль пуçланчĕ те, ял çыннисем килте ларса йăлăхса çитнĕрен кану çурчĕсене хаваспах пуçтарăнма пуçларĕç.
Çулталăк иртнĕ хыççăн сцена çине тухнă пултарулăх ушкăнĕсен çĕнĕ программисемпе паллашас тесе Тÿскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕнчи смотр-конкурса ятарласа кайса куртăмăр.
Çĕнĕ те капмар кану çурчĕ умĕнче вун-вун çăмăл автомашина пуçтарăннă. Залра шап-шурă çÿçлĕ аслă ăру çыннисенчен пуçласа тин утма вĕреннĕ пепкесем те вырăн тупнă. Елчĕк ял тăрăхĕнчи кашни ялтанах килнĕ унта: пурте çĕнĕ талантсемпе паллашасшăн, таврара чапа тухнă ушкăнсен юрри-ташшине итлесе-курса савăнасшăн.
Кăçалхи фестивале Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланăран концерта Тÿскелти «Хавас» драма кружокĕн членĕсем уçрĕç. Вĕсем Николай Зинонович Чернов аса илĕвĕ тăрăх, вăл 12 çулта вăрçă вăхăтĕнче çуран Канашри чукун çул вокзалне ашшĕпе тĕл пулма кайнине, унта Хусан енне ĕçлеме каякансене тĕл пулнине ĕненмелле уççăн сăнарласа пачĕç. «Хавассем» сценка лартассипе иртнĕ çулсенче те районта пĕрре мар палăрнă-ха. Хальхинче те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илчĕç. Кăçал артистсен йышне 2-мĕш класра вĕренекен Богдан Игнатьев хутшăннине, шăпах вăл тĕп сăнара калăпланине курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.
«Шуçăм» фольклор ансамблĕн çĕнĕ программи пуян та анлă. Чăваш, вырăс юррисене пĕрин хыççăн теприне чуна хускатмалла шăрантарчĕç. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчен Тÿскел шăпчăкĕсене Иван Шурбин культорганизатор ертсе пырать. Районта хăйĕн пултарулăхĕпе чапа тухнă баянист кĕске вăхăтрах çĕнĕ вырăнта та хăйĕн ăсталăхне кăтартма ĕлкĕрчĕ. Пултарулăха михĕ ăшне чиксе пытарма çуках: тапса, кĕрлесе, вăй илсе тăратех вăл. Харсăр ертÿçĕ çĕнĕ çĕрте хăйĕн йĕри-тавра тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляма вĕренес текенсене пуçтарчĕ те «Тÿскел» вокалпа инструмент ансамбльне йĕркелесе ячĕ. Арçынсен ушкăнĕн пĕрремĕш ÿсĕмĕ куç умĕнче. Республикăри «Шăпăр-кĕсле, ай, янра» халăх музыка инструменчĕсемпе калакансен 3-мĕш фестивалĕнче Иван Анатольевич хăй çырнă «Купăса тăсса ярсассăн» юрăна янраттарса хăйне евĕрлĕхĕпе палăрнă, ушкăн лауреат ятне, иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Ушкăнра тĕрлĕ çулхи, тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ ял çыннисем. Пурте музыка инструменчĕсемпе туслашнă: купăса епле кăна тăсаççĕ, балалайка-гитара калаççĕ, параппан шаплаттараççĕ… Ялсенче талантлă çынсем пурах çав, вĕсене тупма, явăçтарма пĕлни çеç кирлĕ. Калăпăр, Николай Карамаликов педагог, Вениамин Муллин автослесарь, Андрей Алексеев врач-стоматолог, Александр Шляпин телефон-компьютер юсакан, Сергей Чернов халăх сучĕн тĕп специалисчĕ, Сергей Теллинпа Иван Шурбин шкул ачисем тата Сергей Баранов сасă режиссерĕ…
Тÿскелсем хальхинче хор йĕркеленипе те тĕлĕнтерчĕç.
Патреккелĕнчи халăх хорне кирек хăçан та, кирек ăçта та тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Çĕршывĕпе чапа тухнă хор хăйĕн кураканне тахçанах тупнă. РФ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов çепĕç те янăравлă саслă юрă ăстисене хăй çумĕнчех тытса тăрать. Арçынсен ушкăнĕ те /Борис Клементьев, Николай Карамаликов, Георгий Иванов, Валерий Левый/ кашни концертрах илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамне илсе кĕреççĕ. Виталипе Людмила Марковсем, Альбина Тепловăпа Надя Плотникова, Татьяна Крылова юрлани, Ĕнелĕнчи Мария Николаева чуна çÿçентермелле сăвă вулани, Элекçей Тимеш хĕр пĕрчисем ташлани концерта тата пуянлатрĕç.
Юлашкинчен ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен пĕрлештернĕ хорĕпе куракансем пĕрле тăванлăх юррисем янраттарса тулли те хавас кăмăлпа килĕсене шавлăн калаçса утрĕç. Ял çыннисем чĕрĕ концертшăн тунсăхланине пытармарĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"