Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелеççĕ, пуянланаççĕ кану çурчĕсем

26 декабря 2020 г.

«Культура хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă кăçалхи чи пысăк та курăмлă ĕç – районти централизациленĕ клуб тытăмне тĕпрен юсани.

Райцентрти культура çуртне 1969 çулта туса лартнă. Унтанпа вăхăтран-вăхăт юсав ĕçĕсем ирттернĕ-ха, анчах та кăçалхи пекки, тĕпрен юсани, пулман. «Культура» наци проекчĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас енĕпе хушма мерăсем çинчен» хушăвĕпе тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тумалли мероприятисен тĕп планĕпе килĕшÿллĕн çак ыйтăва татса пама май килчĕ. Ăна пурнăçлама бюджетран 20 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Çак укçа-тенкĕпе çуртăн тăррине, чÿречесене, урайне улăштарнă, стенасене тикĕслесе якатнă тата ытти те. Унччен иккĕмĕш хутри пÿлĕмсенче сивĕччĕ. Ăшă парса тăракан тытăма улăштарнă хыççăн халĕ çуртра тата хăтлă. Строительсем çутăпа çыхăннă хатĕрсене те улăштарнăран пÿлĕмсенче уйрăмах илемлĕ.

Маларах асăннă хушупа килĕшÿллĕн тата Ĕнелĕнчи культура çуртĕнче 1035391,67 тенкĕлĕх, Акчелĕнчи клубра 391350,66, Сăрьелĕнче 1914893,62, Хăвăлçырмара 987481,38, Çĕнĕ Эйпеçре 1327548,36 тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсем иртнĕ. Ял çыннисене пур енлĕн канма мĕнпур услови пур. Çавăн пекех «Культура малой Родины» федераци проекчĕ те ялти культура учрежденийĕсене çĕнетме майсем туса парать. Шăпах унпа килĕшÿллĕн Шăмалакри культура çурчĕ палласа илмелле мар хитреленчĕ. Кунта строительсем кĕске вăхăтрах 1147,5 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерчĕç.

Хăш-пĕр культработниксем паянхи пурнăç ыйтакан мероприятисене йĕркелеме хальхи йышши оборудованисем çуккишĕн пăшăрханатчĕç. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерессине те патшалăх хăй çине илчĕ. Акă, кăçал тата Аслă Таяпасемпе Кĕçĕн Таяпасем сасă тата çутă аппаратурисемпе /кашнийĕшĕ 499997-шер тенкĕлĕх/ пуянланчĕç. Çĕнĕ Пăвари культура çуртне те 328 пин тенкĕлĕх музыка оборудованийĕпе тивĕçтернĕ.

Культура çурчĕсем çĕнелсе пыраççĕ, халăхăн культура шайĕ те ÿссе пыни курăнать. Шел, хальлĕхе коронавируса пула мероприятисене онлайн мелĕпе йĕркелеме тивет.

М.ДЕМЬЯНОВА,
централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ.


ХАКЛАВ

Г.БОРИСОВ, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

– Наци проекчĕ пире çĕнĕлле аталанма майсем пуррине уççăн кăтартса пачĕ. Культура сфери валли федераци бюджетĕнчен те сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма тытăнчĕç. Эпир кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика