25 марта 2020 г.
Тĕлĕнмелле ырă професси культура ĕçченĕсен – çынсене тăтăшах лайăх кăмăл-туйăм, ăшăлăх, юрату тата савăнăçпа киленÿ парнелемелле. Юратса суйласа илнĕ ĕçре тÿрĕ кăмăлпа, пултарулăхпа, çынсемпе ыррăн та çепĕççĕн калаçма пултарнипе тыткăнласа пирĕн пурнăçри пушă вăхăтсене хаваслă та усăллă ирттерме пулăшаççĕ, асра юлмалли самантсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсенченех-çке эпир тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа культурăна вĕренетпĕр…
Кăçал районти культработниксем иртнĕ çулхи итогсене Аслă Таяпари культура çуртĕнче пĕтĕмлетнĕ. Канашлусене вырăна тухса ирттересси ĕнер-паян ырă йăлана кĕнĕ çĕнĕлĕх мар. Чылай çул ĕнтĕ вĕсем çулталăкри ĕç кăтартăвĕсемпе «Чи лайăх культура учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ культура çуртне пуçтарăнаççĕ. Аслă Таяпасен кăтартмалли, юлашки çулсенче тунă ĕç опычĕпе паллаштармалли чăннипех те пур. 2019 çулта «Ялти культурăпа туризма аталантарасси» проекта хутшăнса вĕсене патшалăх 1 миллион та 89 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа пластик чÿречесем лартнă, залри, сцена çинчи урайсене улăштарнă, фойене çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Халĕ унта пырса кĕме питĕ кăмăллă. Çĕнелсе илемленнĕ культура çуртне килекенсен йышĕ ÿснине те систерчĕ Любовь Горшкова заведующи.
Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Çĕньялти Григорий Федоров ертсе пыракан артистсем «Вун çиччĕре çунать чĕре» спектакльпе килсен Елчĕксем илемлĕхе лайăх ăнланнине, культура шайĕ пуяннине палăртса хăварнă. Çутă та илемлĕ залра концерт-спектакль курса ларма питĕ меллĕ. Елчĕксем уйăрса панă çемçе пукансем те, çĕнех мар пулин те, типтерлĕ те илемлĕ лараççĕ.
Фойере пурнăç таппипе тан утма пулăшакан тĕрлĕ стендсемпе плакатсем. Аслă Çĕнтерĕве халалланă стенд умĕнче шкул ачисем фотосесси йĕркелеме кăмăллаççĕ. Хамăрăн юратнă республикăмăрăн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ курав та кăсăклă.
Аслă Таяпа истори аваллăхĕпе пуян ял пулнине тĕпе хурса «Дикое поле» стендпа паллашакансем те йышлăн. Кунтах асанне арчинчи пуянлăх тыткăна илет.
Аслă Таяпасем 2014 çулта та патшалăх программине хутшăнса 571 тенкĕ пулăшу илнĕ. Ун чухне культура çурчĕн çивиттине улăштарма мехел çитернĕ.
– Çур ĕмĕр каялла туса лартнă çурта пăхсах тăмасан вăл юхăнать, çавăнпа та патшалăх проекчĕсене хутшăнма тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче «Культура» наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пынăран ялти культура çурчĕсем аван çĕнелеççĕ. Çывăх вăхăтра эпир сасă тата çутă оборудованийĕсем, компьютер уйăрса парасса кĕтетпĕр, – пĕлтерет Любовь Геннадьевна.
Любовь Горшкова клуб учрежденийĕн тилхепине тытса пыма пуçлани февраль уйăхĕнче çиччĕмĕш çула кайнă. Пĕр тесен нумай вăхăт та мар темелле, çапах çак çулсенче хăйне шанса панă ĕçре пысăк яваплăха туйса тăрăшни, халăхпа пĕр сăмах тупни курăнать. «Шанчăк» фольклор ушкăнне çÿрекенсем ялти сцена çинче кăна мар, районти смотр-конкурссенче, фестивальсенче хăйсен пултарулăхĕпе куракана тыткăна илеççĕ. Леонид Колсанов купăсçă, Елена Солодовникова, Ольга Васильева, Роза Блинова, Галина Гордеева, Надежда Синицына, Елена Сапожникова, Марина Кульмакова, Светлана Кузнецова тата Шуршури Антонина Павловăпа Чăваш Тăрăмĕнчи Светлана Блинова ялти кирек мĕнле уява та илем кÿреççĕ. Аслă ăрури сумлă хĕрарăмсем сцена çине тухса халăха савăнтарасси çăмăл ĕç маррине лайăх ăнланаççĕ, çапах ватлăхра хăйсене киленĕç тупнăшăн хĕпĕртеççĕ. Килте алă усса ларни мар-çке, кунта вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаççĕ, пултарулăха аталантараççĕ. Чăваш халăх юррисене шăрантарма пуçласан вара фольклора çÿрекенсене пурнăç шăнкăр-шăнкăр шыв юххипе юхнăн туйăнать. Тараватлă та ăшпиллĕ заведующи вĕсен кăмăлне тупма пĕлни савăнтарать.
Ют ĕç мар уншăн
Ял çыннисем культура çуртне ертсе пыма сĕнсен Любовь Горшкова тăруках килĕшмен. «Пултарайăп-ши, ку енĕпе ятарлă пĕлÿ те çук-çке», – тесе аяккалла пăрăннă. Хальхи вăхăтра ялсенче культработник специальноçĕ илнĕ çынна хунарпа шырасан та тупаймăн. Чи кирли – пуканне пăхмасăр ял çыннисен канăвне усăллă та хаваслă ирттерме пĕлни, çирĕп хуçа пулса çурта типтерлĕ тытса пыни… Вăхăт иртсен ÿкĕте кĕртнĕ ăна.
Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Люба Ченакина мĕн пĕчĕкрен сцена çинче ÿснĕ. Юрлама та юратнă вăл, çапах ытларах спектакльсенче выляма килĕштернĕ. Шкула кайичченех урамри пура ăшĕнче концертсем лартма хутшăннă хĕр ача ÿссе çитĕнсен те ял клубĕнчи художество пултарулăх коллективĕнче хастарлăхпа палăрнă. Пилĕк ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕскерĕн аппăш-пиччĕшĕсем те культурăран аякра тăман. Халĕ те çемье кĕрекене пуçтарăнсан тăвансем юрăсем шăрантараççĕ.
Пурнăç шăпи Любăна Елчĕк тăрăхне илсе çитериччен вăл Тĕрлемесре бухгалтера вĕреннĕ. Унтан Комсомольскинчи вăрман хуçалăхĕнче 11 çул бухгалтерта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн «Сундырь» хуçалăхра тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Ял каччипе çемье çавăрса икĕ ача çуратнă. Савнă мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлсан хĕрпе ывăлне ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшнă харсăр амăшĕ. Пĕррехинче çапла çул çинче тăлăх арăм Аслă Таяпари Вячеслав Адюкинпа паллашнă. Çулсем иртнĕ май Вячеслав Николаевич икĕ ачаллă хĕрарăма тăван килне илсе килнĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма тытăннă çĕнĕ мăшăр. Пурнăçăн тути-масине астивнĕскерсем çĕнĕ çурт лартнă, хуралтăсем çĕклесе выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Вячеслав ăста алăллă. Газоэлектросварщик профессине алла илнĕскер кил-çурт тĕрекĕшĕн нумай тăрăшать. Çав вăхăтрах пултаруллă купăсçă, юрăç.
Ют çĕре килсессĕн хăйĕн профессийĕпе ĕç тупайман Люба. Икĕ алла пĕр ĕç пултăр тесе малтанах шкула завхоза вырнаçнă. Унтан почтальонкăра тăрăшнă. Халĕ вара ял çыннисем шаннă ĕçре нумай вăй хурать.
Любовь Геннадьевнăпа Вячеслав Николаевичăн кĕçĕн хĕрĕ – Диана та шкул парти хушшинчех сцена çине тухрĕ. Районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕ, «Елчĕк ен вице пики» ята та çĕнсе илчĕ. Пĕччен юрласа тивĕçнĕ дипломсем те йышлă маттур пикен. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕренет. Аслисем, Иринăпа Дима, хулара тымар янă. Çемьеллĕ. Хĕрĕ воспитательте тăрăшать, ывăлĕ Росгвардинче службăра тăрать.
Питĕ пысăк хурлăх та чăтса ирттерчĕ туслă çемье. Пĕр мăнукĕ сарăмсăр вилни асламăшĕн чунне амантсах хăварчĕ.
Любовь Геннадьевна пушă вăхăтра сăвăсем çырать, çыхать. Кĕнеке вулама та вăхăт тупать. Хаçат-журнал нумай çырăнса илеççĕ вĕсем.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Л.Горшкова.
Источник: "Елчĕк Ен"