Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кашни каç тĕлĕкре тăван ялта»

04 апреля 2018 г.

«Кашни каç тĕлĕкре тăван ялта»

Яманчÿрел ялĕн культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕн Надежда Смирнован юбилей каçĕ иртрĕ. Ултă теçетке çула хыçа хăварнă Надежда Георгиевна хăй çулĕсенчен чылай çамрăк курăнать, çивĕч перипе, сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе республикăмăрта кăна мар, унăн тулашĕнче те ырă ятпа палăрать.

Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрĕн пултарулăх каçне хăй çуралса ÿснĕ тăван ялĕнче йĕркелес тĕлĕшпе «Тăван Атăл» редакторĕ Лидия Филиппова тăрăшнă. Вăлах уяв каçне ертсе пычĕ. Унпа пĕрле Шупашкартан килнĕ чаплă юрăçсем — Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Кувшинов, Денис Пугач çамрăк юрăç паллă журналист ячĕпе хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Ялти «Эткер» фольклор ушкăнĕ те хăйсен юрри-кĕввипе тыткăнларĕ, ентеш пултарулăхĕпе чăннипех савăннине пĕлтерчĕ.

Культура çуртĕнче пĕр пушă вырăн çук. Пысăк ят-сума тивĕçнĕ журналистпа курнăçса калаçма ватти-вĕтти йышлăн пуçтарăннă.

Хаклă ентешĕмĕре район пуçлăхĕ Ираида Васильева, «Яманчурино» ООО ертÿçи Владимир Рахмуллин, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин, ытти сумлă çынсем, тантăшĕсем саламларĕç, творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç.

Надежда Смирнова журналистăн ят-шывне «Хыпар» хаçатăн вулаканĕсем лайăх пĕлеççĕ. 37 çул тăрăшать вăл республикăри сумлă изданинче. 1981 çулта Ленинград патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ хыççăн «Коммунизм ялавĕ» хаçатра /халĕ «Хыпар»/ ĕçлеме пуçланă вăл. Малтанах çамрăк журналист пропаганда, унтан çырусен пайĕнче ĕçленĕ. 1995 çултанпа культура пайне ертсе пырать.

Яманчÿрелĕнчи Елена Ипатьевнăпа Георгий Александрович Рахмуллинсен тăваттăмĕш тĕпренчĕкĕ — Надежда — çемьере чи кĕçĕнни. Ялти учительсен çемйинче çитĕннĕскер мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ.

— Манăн пĕчĕк ача чухнехи ĕмĕтĕм – сехет маçтăрĕ пулассиччĕ, — асамлăн аса илет ачалăха журналист.

Килти стена çинче çакăнса тăракан пысăк сехет чарăнса ларсассăнах Надя ăна хускатса янă. Хăйĕн таса тивĕçĕ вырăннех хунă хĕр пĕрчи сехет пĕр чăрмавсăр, тикĕссĕн ĕçлессине. Яваплăха туясси ун чухнех чун-чĕринче çирĕпленнĕ пулĕ.

Пĕчĕкренех ĕçлеме юратнă, тăван ен илемĕпе киленнĕ. «Интеллигент ачисем ачаш» текен шухăш хăйсен çумне ан çыпçăнтăр тесех кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне ыттисемпе юнашар тăрса çум çумланă… Сакăр класс пĕтерсен вара, çуллахи каникул вăхăтĕнче, çывăх тус-тантăшĕпе, Ира Комиссаровăпа, колхоз фермине ĕне сума кĕнĕ.

— Ÿт-пĕвĕмĕрсем те çÿллĕ пулман, çапах иккĕн тулли флягăсене мĕнле кăна йăтаттăмăр! Йывăр ĕç тесе нăйкăшман. Ферма территорийĕ пылчăклăччĕ. Хальхи мар. Çапах юрла-юрла ĕçлеттĕмĕр, — пĕлтерет асаилÿ çăмхине сÿтнĕ май Ира Ермакова тантăшĕ.

Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн та тантăшсем килте ахаль ларман: йĕтем çинче тырă алланă çĕрте вăй хунă. Паян пĕр класра вĕреннĕ В.Муллина, Е.Карсакова, И.Ермакова, Л.Ермолаев Надя шкулта питĕ лайăх вĕреннине, унран вĕсем тĕслĕх илнине пытармаççĕ.

Нимĕнле ĕçрен те ÿркенменскер, пушă вăхăтра шкулти ырă пулăмсене тетрадь çине шăрçаланă. Ашшĕ район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнине курса ÿснĕ Надя малтанлăха хăй мĕн çырнине ашшĕне те кăтартман, район хаçатне те ярса паман. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне вара Яманчÿрел ачисем кÿршĕ районти вырăс ачисемпе тĕлпулу ирттернĕ. Çак ăшпиллĕ, хаваслă уяв çинчен çырнă пĕчĕк заметкăна пуçласа «Колхоз ялавне» /халĕ «Елчĕк ен»/ ярса панă вăл. Çамрăк автор «Туслăх елки» заметка пичетленсе тухсан чунтан хĕпĕртенĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн шкул ачи район хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пулса тăнă.

Район хаçачĕпе кăна мар, Чăваш радиовĕн «Хатĕр пул» передачипе те туслă çыхăну тытнă Надежда Рахмуллина. Радиожурналăн хастар авторне Пĕтĕм тĕнчери «Артек» пионерлагере канма янă. Унта Совет Союзĕнчи хăй пек çамрăк корреспондентсем пуçтарăннă. Ун чухне паллашнă Ленинградри çамрăк корреспондент паян Германи çĕршывĕнче пурăнать. Паллă писатель. «Артекри» тантăшĕпе Надежда Георгиевна паян та туслă çыхăну тытать.

Лаш Таяпари вăтам шкула пĕтерсен хĕр çырас ăсталăхне малалла аталантарас тĕллевпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн пулас журналист тăван район хаçатĕнче практикăра пулнă. Ун чухнех студент вулакансене хăйĕн тарăн шухăшлă статйисемпе, илемлĕ çырнă хайлавĕсемпе тыткăна илнĕ. Çутă малашлăхпа палăракан пикене виççĕмĕш курс хыççăн малалла Ленинграда вĕренме янă. Нева çинчи хулара ăс пухнă çулсенче Надежда Георгиевна Ярославль, Ульяновск облаçĕсенче практикăра пĕлĕвне ÿстернĕ, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма хăнăхнă. Хаçатçă халĕччен мĕнле темăна кăна çутатман пулĕ; Унăн статйисене вуланăçемĕн вулас килет. Кашни сăмахĕ ахах пĕрчи тейĕн. Пуян содержаниллĕ, витĕмлĕ тĕрленчĕксем. Кам çинчен кăна çырман; Кампа кăна, мĕнле паллă ентешпе кăна курнăçса интервью илмен; Паллă çынсем çинчен çырнă статьясене е очерксене пухсан мĕн хулăнăш кĕнеке пулатчĕ-ши; Пĕтĕм пурнăçне журналистикăна панă çыравçăн чи асра юлнă командировкăсем те сахал мар. Акă, 2002 çулта Чăваш Енри салтак амăшĕсемпе пĕрле Чечен Республикинче службăра тăракан салтаксемпе тĕл пулнине, шăпах хăйсен ялĕнчи Саша Муллин çав вăрçăра пуçне хунă, чаçри салтаксемпе тĕл пулса калаçнине ĕмĕр асран кăлараймасть Надежда Георгиевна. Çавăн пекех республика тулашĕнчи чăвашсен пурнăçĕпе кăсăкланса Самар облаçĕнчи Ухинкель ялĕнчи тĕне кĕмен йăхташăмăрсемпе тĕл пулса калаçни, Ульяновск облаçĕнчи Йăвашкасси ялĕнче пулни, Муркаш районĕнчи «Янаш» фольклор ушкăнĕпе пĕр эрне Тюмень облаçĕнчи чăвашсен пурнăçĕпе пурăнни хăйне евĕрлĕ асамлă туйăм. Чун-чĕре çиçет ку чухне хаçатçăн, статья геройĕсемпе пĕрле малашлăха талпăнать…

— Хамăн профессине питĕ юрататăп, — тет ЧР Журналистсен союзĕн Ç.Элкер, Н.Никольский ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ.

Надежда Георгиевнăн журналистра ĕçлесе тивĕçнĕ сумлă наградăсем питĕ нумай. Республика, çĕршыв шайĕнчи дипломсемпе грамотăсен хисепне те шутламан вăл. Тарăн шухăшлă та витĕмлĕ статьясен авторĕ каппайланма, мухтанма, кăкăра каçăртма юратмасть. Ĕçĕ-хĕлĕпе вăл коллективри çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартать. Наставник вун-вун яш-кĕрĕме хаçат ĕçне хăнăхтарнă. Республикăн сумлă хаçачĕн коллективĕнче вăл ят-сума ĕçпе, ăшă кăмăлпа çĕнсе илнисен йышĕнче. Паян та вăл ĕçри вăр-варлăхĕпе республикăра тата унăн тулашĕнче культурăна, чăвашлăха, йăла-йĕркене аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывать.

Надежда Георгиевна мăшăрĕпе, Анатолий Владимировичпа, икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Унăн савнă мăшăрĕ чылай çул республикăри агропромышленность комплексĕн рескомĕнче тăрăшать. Люба хĕрĕ экономист профессине алла илнĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Андрей ывăлĕ Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатра хăйĕн ĕçне уçнă. Иртнĕ çулла кăна тăван килĕнче пулчĕ-ха вăл.

Каласа хăвармасăр иртес мар, Надежда Георгиевнăн амăшĕ, ĕмĕрне пуçламăш класс ачисене вĕрентсе пенсие тухнă Елена Ипатьевна, 92 çула калăплать. Ашшĕ, Георгий Александрович, район хаçачĕн чи активлă ялкорĕ, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Амăшĕ ачисем патĕнче хулара пурăнать. Рахмуллинсен кĕçĕн хĕрĕ амăшĕ юратнă ял-йыша каласа янă салам сăмахĕсене çитерме те манмарĕ.

— Эпĕ тăван еншĕн питĕ тунсăхлатăп. Кашни каç тĕлĕкре тăван ялта, хамăр урамра тус-тантăшсемпе çерем тăрăх чупатăп. Тавах сире уяв каçне килнĕшĕн. Ял-йыш хисепĕнчен пысăк чыс çук маншăн, — терĕ юбиляр савăнăç куççулĕсене вăрттăн пытарма тăрăшса.

— Хисеплĕ çыннăмăр, аннÿ çулĕнчен иртмелле пултăр санăн, — тесе пиллесе тепре тĕл пуличчен сыв пуллашрĕç ентешĕсем республикăри паллă журналистпа.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: юбилей каçĕнче.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика