14 марта 2018 г.
Март уйăхĕ вара шарт та шарт тăвать.
Мартăн 7-мĕшĕнче Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕ умĕнче савăнăçлă юрă-кĕвĕ иртенпех инçете янăрарĕ. Илемлĕ ялавсем вĕлкĕшнĕрен кунта уяв иккенне уççăнах çирĕплетрĕ. Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илме район центрĕнче пурăнакансем кăна мар, тавра ялсенче пурăнакансем те йышлăн килсе çитнĕ.
Елчĕкри культура çурчĕн ĕçченĕсем «Сывă пул, хĕлле» театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Кашни çулталăк вăхăчĕ — Хĕлле, Çуркунне, Кĕркунне, Çулла пуçтарăннă уява. Вĕсем пурте пире хăйсен вăхăчĕпе, асамлăхĕпе илĕртеççĕ.
Çуркунне:
— Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Елчĕк чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса…
Хĕлле:
— Эсĕ, Çуркунне, темĕскер аташатăн пулмалла. Мĕнле Çуркунне çинчен калаçатăн; Эпĕ март уйăхĕнче саркаланса кăна кайрăм-ха. Кунĕсем еплерех шартлама сивĕ тăраççĕ. Эпĕ ниçта та кайма шутламастăп.
Çуркунне:
— Хĕлле, сана пит сума сăватăп. Анчах та сан вăхăт иртрĕ…
Çапла ырă кăмăл-туйăмпа хĕле ăсатрĕ Елчĕк халăхĕ. Ирхине сивĕ çанталăк пит-куçа аванах чĕпĕтсен те кăнтăрла хĕвел хăйĕн пайăркисене ăшшăн сапалать. Сывлăш уçă, урамра çуркунне шăрши кĕрет…
Уява пуçтарăннă хăнасем халăх вăййисенче вăй виçрĕç. Кашни ял тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕсем савăк юрăсем, такмаксем шăрантарчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Таяпари фольклор ушкăнĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"