30 сентября 2017 г.
Чăваш Енри туризм эрнине районти тĕп библиотекăра пĕтĕмлетнĕ.
Унта райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова, библиотекарьсем, музей тата культура ĕçченĕсем хутшăннă.
Районта туризм çулсерен аталанса пырать. Пирĕн хăнасене кăтартмалли, паллаштармалли сахал мар. Кунтах Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культработниксем хăйсен тăрăхĕнчи паллă вырăнсемпе паллаштарнă, уйрăмах "Çутă кỹлĕ çинчен каласа кăтартни" тата "Кив масар" презентацисем пурин кăмăлне те кайнă.
Эрнене активлă хутшăннă ĕçченсене Тав хучĕсем парса чысланă.
С.СТЕПАНОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"