09 августа 2017 г.
Районта Вячеслав Захаров баяниста пĕлмен çын çук та пулĕ.
Тăрăм ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕ купăс-баянпа ăста вылянисĕр пуçне сăвăсем çырать, вĕсене юрра хывать. Сумлă юбилей умĕн Вячеслав Германович район хаçачĕн редакцийĕнче виççĕмĕш кĕнекине кăларчĕ. "Асамлă кĕвĕ ытамĕнче" кĕнекере авторăн çĕнĕ сăввисемпе юррисем кĕнĕ.
Аса илтеретпĕр, В.Захаровăн малтанхи кĕнекисем - "Çамрăклăх килет пĕрре", "Кĕçĕн Пăла кĕввисем" ятлă. Вĕсемсĕр пуçне вăл "Юратушăн çунтăр чĕре" магнитоальбом кăларнă.
Источник: "Елчĕк Ен"