03 июня 2017 г.
Ачалăх - чи савăк та ырă вăхăт. Атте-анне çуначĕ айĕнче чухне телейлĕ те савăнăçлă туять хăйне ача. Çак телее упрасси, вĕсене сывлăхлă та тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси тата тĕпренчĕксене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн, аслисен, тĕп тивĕçĕ пулса тăрать.
Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа район центрĕнче тата ялсенче çулсеренех тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ йĕркеленипе кăçал та ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсемпе воспитательсем Елчĕкри тĕп лапама йышлăн пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вĕсене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăшшăн саламларĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе педагогсене ачасене воспитани, пĕлỹ парас ĕçре ăнăçусем, кĕçĕннисене вара çитĕнỹсемпе çутă малашлăх сунчĕ.
Уяв сценарийĕ пуян та интереслĕ пулчĕ. Ачасем ташласа-юрласа савăннă май юмахри Карлсонпа тĕл пулчĕç, вăйăсем выляса çул-йĕрĕн ансат правилисемпе паллашрĕç, хаваслă зарядкăна хутшăнса сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.
Унтан вĕсем тĕрлĕ ушкăнсене пайланса "ỹнерçĕсен, спортсменсен, скульпторсен, юрра-кĕвве кăмăллакансен, поэтсен хулисенче" пултарулăхĕсене тĕрĕслерĕç. "Ырăлăх хулинче" пулса курни вара ачасене уйрăмах килĕшрĕ. Ырăпа усала уйăрма вĕрентекен вăйăсене хаваспах хутшăнчĕç вĕсем.
Ачалăх çĕршывĕнчи уяв пурте пĕрле "Солнечный круг" юрра юрланипе вĕçленчĕ. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ ача сачĕсен воспитанникĕсемпе ертỹçисене парнесемпе хавхалантарчĕç.
Уява пуçтарăннисем çак кунах Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ çамрăк талантсене аталанма май паракан эстрада юррисен "Звездная фиеста" фестивальне хутшăнчĕç.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăнỹкерчĕкĕнче: ачалăх - пирĕн пуласлăх.
Источник: "Елчĕк Ен"