Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ Аслă Пăла Тимеш ял халăхĕшĕн паллă кун пулнипе асра юлчĕ.

27 мая 2017 г.

Ялта пурăнакан çамрăк предпринимательсемпе тĕрлĕ хулара тымар янă ял çыннисем пуçарнипе шеп уяв пулса иртрĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕллевпе оргкомитет туса хунă. Малтан яла пырса кĕрекен вырăна ял историйĕпе çыхăннă стела вырнаçтарса лартрĕç. Вырăнти тĕп лапамра КАМАЗ автомашина кузовĕ çинче наччас хитре сцена та туса хума пултарчĕç çамрăксем.

Архивра упранакан материалсемпе усă курса ĕлĕкхи Ворошилов ячĕпе йĕркеленнĕ колхоз, каярахри "Победа" хуçалăх кун-çулĕнчен илнĕ фактсемпе, хальхи ял сăн-сăпатне ỹкернĕ картограммăсемпе усă курса ỹкернĕ видеофильмпа паллашрăмăр.

Уяв кăнтăрлах пуçланчĕ. Спорт вăййисем ял-йыша стадиона пуçтарчĕç. Тĕрлĕ ăмăртусене 4 команда хутшăнчĕ. Ун хыççăн халăх вăййисем пуçланчĕç: ар-çынсемпе хĕрарăмсем тĕрлĕ дистанцисене чупни, канат туртни, калуш ывăтни, алă вăйĕ виçни тата ыт. те.

18 сехетре хăватлă ĕçсем тума пултаракан вырăнти таса Микулай чиркĕвĕнче Алексей атте ял халăхĕ валли молебен ирттерчĕ.

Тĕп лапама пуçтарăннă ялти сумлă, ĕçре хисеп илнĕ çынсене, чĕннĕ хăнасене культура çурчĕн ертỹçи Е.Портнова ял историйĕпе паллаштарчĕ. Уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Зайцев, "Победа" колхозра нумай çул профком председателĕ пулса ĕçленĕ А.Курицына, районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн ертỹçи С.Терентьева саламларĕç, хисепе тивĕçлĕ çынсене Тав çырăвĕсем, хаклă парнесем парса чыс турĕç. Ялти чи тирпейлĕ те кăтартуллă хуçалăхсене сада лартма йывăç хунавĕсем парнелерĕç.

Савăнăçлă каçа ял çамрăкĕсем ыйтнипе Шупашкартан килсе çитнĕ эстрада çăлтăрĕсем - А.Московский, А.Шадриков, П.Ермолаев илем кỹчĕç. Уява пухăннисем пурте вĕсемпе пĕрле юрласа-ташласа савăнчĕç. Ял халăхне культура çурчĕн залĕнче хатĕрленĕ тулăх кĕрекене те пуçтарчĕç. Спонсорсем иксĕлми сĕтел хатĕрлеме май туса панă.

Пĕрле пуçтарăннипе усă курса малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç. Уява кашни çул йĕркелесси паллах. Унсăр пуçне, кỹршĕллĕ Кушкă ялĕ енчен кĕрекен çул хĕррине те стела лартма килĕшрĕç. Ял историйĕпе çыхăннă Хурăнвар кỹлли хĕрринчи ĕлĕкхи çăлкуçа йĕркене кĕртсе шыва кĕмелли таса вырăн - купельня тума палăртрĕç.

З.ПОРТНОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика