01 апреля 2017 г.
республикăри фестиваль-конкурсăн жюри членĕсем кăнтăр районĕсенче пулса чи лайăх пултарулăх коллективĕсене суйласа илнĕ.
Районти хорсен коллективĕсем чăвашсен пĕрремĕш композиторĕсен В.Воробьевăн, Ф.Павловăн, С.Максимовăн юррисене шăрантарчĕç. Елчĕксен пĕрлештернĕ хорĕн, Патреккел халăх хорĕн, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хорĕн пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе пыни курăнчĕ. 2-4 сасăпа шăрантарнă юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Елчĕксен пĕрлештернĕ хорĕ /54 çынран тăрать/ фестиваль-конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнине, коллектива Республика кунĕнче шĕкĕр хуламăрта кĕтнине пĕлтерчĕ жюри. Çавăн пекех Елчĕкри «Кумсем» ансамбль юррисене куракансем яланах кăмăллăн йышăнаççĕ. Шурбинсемпе Архиповсем районта кăна мар, республика тулашĕнчи чăвашсене те хăйсен юррисемпе савăнтараççĕ.
Хореографи коллективĕсен «Ай, ташлар-и!» республикăри фестиваль-конкурсне Аслă Елчĕкри «Шевле» ушкăн /ертÿçи С.Карамаликова/, Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ /ертÿçи М.Демьянова/, Çĕнĕ Пăвари «Камбрэ» ушкăн /ертÿçи В.Доброхотов/ тата Е.Мударисова ташăçă /Çĕнĕ Пăва/ хутшăнчĕç.
Халăх пултарулăхĕн «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» республикăри пĕрремĕш фестивалĕнче Вырăскассинчи «Шанăç» ушкăнне çÿрекен арçынсем салтак юррине чуна пырса тивмелле янăратрĕç.
4 районти вокалпа инструментсен ансамблĕсенчен, хореографи коллективĕсенчен республикăри финалта хăшĕ хутшăнасси каярах паллă пулать.
В.ПОРТНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: «Кумсем» ансамбль.
Источник: "Елчĕк Ен"